Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

классикӑллӑ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Куратӑн-и ӗнтӗ, «ан вӑрла» текен классикӑллӑ заповедь те тепӗр чух тавлашуллӑ пулса тӑрать.

Help to translate

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Прерванный вальс» хыҫҫӑн Венгри композиторӗ И. Кальман ҫырнӑ классикӑллӑ «Сильва» опереттӑна лартма палӑртнӑ.

Help to translate

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Классикӑллӑ музыкӑна рабочисем ӑнланаймӗҫ тесе шутланӑччӗ Литвинов, ҫапах уяв каҫӗ тӗлӗнмелле аван иртрӗ — концерт хыҫҫӑн сцена ҫине хӑпарса ырӑ сӑмах калакансем те пулчӗҫ, малашне те килсе ҫӳреме чӗнчӗҫ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах ҫавна лайӑхах ӑнланчӗҫ: ресторан сцени классикӑллӑ музыка валли мар-мӗн.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсен репертуарӗнче ӗлӗк хӑйсем музучилищере каланӑ классикӑллӑ произведенисем кӑначчӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кантӑксем леш енче хирсем ешереҫҫӗ, хӗвел хура пӗлӗтсем витӗр туртӑнса, вӗсене тӳртӗн ҫутатать, классикӑллӑ пейзажсенчи пекех: пӗлӗтсем, ешӗл йывӑҫсем, ҫурхи инҫетӗн сенкер йӗрри, тӗнчен канӑҫлӑ мӑнаҫлӑхне пӑхӑнса, ун пирки систерсе тӑраҫҫӗ.

За окном зеленели поля, и солнце било в них, прорываясь из-за тучи туго натянутыми лучами, совсем как на классических пейзажах, где купы деревьев, и облака, и дальняя линия горизонта — все подчинено одному: настроению величия и покоя.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Кун хыҫҫӑн талантлӑ чӑваш писателӗ, чӑн-чӑн чӗлхе ӑсти, сывлӑхӗ хавшаса ҫитнипе, ҫак классикӑллӑ произведенин малаллахи кӗнекесене куҫараймарӗ, нумай хушӑ йывӑр чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн 1957 ҫулхи январӗн 20-мӗшӗнче вӑхӑтсӑр вилсе кайрӗ.

Help to translate

Куҫаракантан // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 502–503 с.

Кашни ҫулах йӗркелекен турнира районта пуҫласа классикӑллӑ тата ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен секцине йӗркелесе янӑ пӗрремӗш кӗрешӳҫӗсене хатӗрленӗ ентешӗмӗр Петр Георгиевич Матросов ячӗпе ирттереҫҫӗ.

Help to translate

Петр Матросов парнисене тивӗҫрӗҫ // А.МАРИЯН. http://kasalen.ru/2019/03/26/%d0%bf%d0%b ... c%d1%80ec/

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed