Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килӗнчен (тĕпĕ: кил) more information about the word form can be found here.
Килӗнчен пӗрлех тухрӑмӑр.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Намӑс пек халь пӗр каҫра упӑшкипе Ҫимуна килӗнчен хӑваласа кӑларни.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗччен юлнӑ Сантӑркка юлашки вӑхӑтра килӗнчен питӗ сайра тухса ҫӳрекен пулчӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунӗпех ҫын каймарӗ Хумкка килӗнчен, кунӗпех сӗтел ҫинче ҫӑкӑр-яшка татӑлмарӗ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Амӑшӗ укҫи ҫухалнине асӑнса тӑмарӗ, купӑс туяннӑшӑн та ятлаҫмарӗ, епле те пулин ӑна килӗнчен хӑвӑртрах кӑларса яма май шырарӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюкка, ывӑлӗпе тавлашса усси пулас ҫуккине пӗлсе, пит-куҫне ҫукаларӗ те килӗнчен тухрӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав кунран пуҫласа тӑван хӗрне килӗнчен ниҫта кӑлармарӗ Вӑрӑм Палюк.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хуҫалла капӑр тумланчӗ те, чаплӑ урхамахне кӳлсе, килӗнчен тухса вӗҫтерчӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫалла вӗсене юмӑҫ карчӑк килӗнчен илсе килни аванах курӑнчӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юмӑҫ нихҫан та килӗнчен тухса ҫӳрекен марччӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытлӑн-ҫитлӗн пурӑннӑ вӑхӑтра ҫурхи илемпе савӑнаканскер, хӑйне евӗр миллионшар чухӑнсемпе танах килӗнчен нуша хӑваласа тухнӑскер, таврари илеме курмасӑр, илтмесӗр пычӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак вӑхӑтра тӗрлӗ шӑв-шава илтсе Ваня килӗнчен урама тухрӗ.

Help to translate

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Пӗррехинче хӗлле, астӑватӑп, кукка Галя йӑмӑкӑмпа иксӗмӗре кукаҫи ӑсталанӑ пӗчӗк ҫунашка ҫине лартса катаччи чуптарма шутларӗ, килӗнчен йытӑ кӳлсе тухрӗ.

Help to translate

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Ҫак вӑхӑтра Маюксен килӗнчен такам тухрӗ пулас, алӑк шалтлатни илтӗнчӗ.

Help to translate

Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.

Ҫтаппансен килӗнчен икӗ машинӑпа юрӑ янраттарса тухса кайрӗ арҫын туйӗ.

Help to translate

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ванюш купӑсӗ, ачисем килӗнчен илсе килнӗскер, хуҫа хӑй тунӑ комод ҫинче ларать.

Help to translate

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрӗ килӗнчен нихӑҫан та ыйтмасӑр кайман.

Help to translate

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тул ҫутӑласпа салтак арӑмӗ ун-кун пӑхкаласа, шӑппӑн, ывӑлӗсене вӑратас мар тесе, килӗнчен тухрӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле паян фронтовиксене ӑсатма каймарӗ, килӗнчен те тухмарӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Васса килӗнчен тухса кайни ҫинчен таҫта, кӳршӗри ялсенче «шабашкӑра» ҫӳрекен Мустай та илтрӗ.

Help to translate

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed