Шырав
Шырав ĕçĕ:
21. Эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫапа патшаран хӑра; пӑлхавҫӑсемпе ан хутшӑн: 22. вӗсем пӗр кӗтмен ҫӗртен пӗтерсе пӑрахӗҫ — вӗсенчен килес инкеке кам малтанах пӗлес пур?
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсӗ чиккине кӑтартнӑ, вӗсем унтан иртес ҫук, ҫӗре хуплама та каялла килес ҫук.9. Ты положил предел, которого не перейдут, и не возвратятся покрыть землю.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫакӑн ҫинчен килес ӑру валли ҫырса хурӗҫ, вара пулас ӑрусем Ҫӳлхуҫана мухтавлӗҫ: 20-21. касмӑкрисем йынӑшнине илтесшӗн, вӗлерес ывӑлсене хӑтарасшӑн Вӑл Хӑйӗн ҫӳлти сӑваплӑ вырӑнӗнчен пӗшкӗнсе пӑхрӗ, Ҫӳлхуҫа тӳперен ҫӗр ҫине хӗрхенсе пӑхрӗ: 22-23. халӑхсемпе патшалӑхсем Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлеме пӗрле пухӑнсассӑн, вӗсем Сион ҫинче Ҫӳлхуҫа ятне, Иерусалимра Унӑн мухтавлӑхне пӗлтерччӗр терӗ.
Пс 101 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хамӑр мӗн илтнине, мӗн пӗлнине, аттемӗрсем хамӑра каласа хӑварнине 4. вӗсен ачисенчен пытарса тӑмӑпӑр, килес ӑрӑва Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ ҫинчен, Унӑн вӑй-хӑвачӗ ҫинчен, Вӑл пултарнӑ кӗтретсем ҫинчен каласа парӑпӑр.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18-19. Эй Турӑҫӑм, ватӑлса ҫитиччен, ҫӳҫӗм шураличчен, ҫак ӑрӑва Санӑн вӑй-хӑвату ҫинчен пӗлтериччен, пӗтӗм килес ӑрӑва Санӑн хӑвату ҫинчен пӗлтериччен, Санӑн тӳрӗлӗхне ҫӳле ҫити аслӑличчен, Эсӗ пултарнӑ аслӑ ӗҫсене тӳпене ҫити мухтиччен ан пӑрахсам мана, Турӑҫӑм; эй Турӑҫӑм, Сан пекки кам пултӑр тата?
Пс 70 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ сана хирӗҫ кӳнтелетӗп: Эпӗ — Турӑ, Санӑн Турру. 8. Сана парнӳсемшӗн ӳпкелемӗп; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнӳсем яланах Ман умӑмра; 9. санӑн килӗнти пӑрӑву та, картусенчи качакусем те кирлӗ мар Мана: 10. вӑрманти пур тискер кайӑк та, пин-пин ту ҫинчи выльӑх та — Манӑн, 11. тусем ҫинчи пур вӗҫен кайӑка та пӗлетӗп, хирти выльӑх та Манӑнах. 12. Ҫиессӗм килес пулсан та сана калассӑм ҫук, мӗншӗн тесессӗн тӗнче те, унти пӗтӗм пурлӑх та — Хамӑн. 13. Эпӗ вӑкӑр ашӗ ҫиетӗп-и, качака юнӗ ӗҫетӗп-и?
Пс 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сион тавра кайӑр, йӗри-тавра ҫаврӑнӑр, унӑн пашнисене шутласа тухӑр; 14. килес ӑрӑва каласа кӑтартмашкӑн унӑн тӗрекӗсене тӗсесе пӑхӑр, керменӗсене тишкерӗр: 15. ҫак Турӑ — ӗмӗр-ӗмӗрлӗхе пирӗн Турӑ: Вӑл ӗмӗрлӗхех пирӗн ҫулпуҫӗ пулӗ.
Пс 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пӗлӗт шӗвелсе пырать те ҫухалать; ҫӗр тӗпне анса кайнӑ ҫын та каялла килес ҫук, 10. вӑл хӑйӗн ҫуртне каялла таврӑнаймӗ, хӑй пурӑннӑ вырӑнӗ те ӑна манса кайӗ.
Иов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара ӑна Олоферн тарҫисем чатӑра илсе кӗнӗ, вӑл унта ҫур ҫӗрччен ҫывӑрнӑ; ирхи хурал черечӗ килес умӗн тӑнӑ та 6. Олоферн патне ҫапла хыпар янӑ: хуҫамӑм хуштӑрччӗ: мана, хӑйӗн чурине, кӗлле тухма ирӗк паччӑр.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн тарҫисем кунта пирӗн ҫӗре пӑхса-тӗпчесе каяс та кайран тустарма килес шухӑшпа ҫитмен-и? тенӗ.Не для того ли пришли слуги его к тебе, чтобы разведать и высмотреть землю и разорить ее?
1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Акӑ сана, [Езекия,] паллӑ паратӑп: кӑҫал эсир ӳксе шӑтнӑ тырӑран пулнине ҫийӗр, килес ҫул та — хӑй тӗллӗн ӳссе пиҫнине, виҫҫӗмӗш ҫулхине вара акӑр та вырса илӗр, иҫӗм пахчийӗсем лартӑр та унти ҫимӗҫе ҫийӗр.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Силомран Ҫӳлхуҫанӑн саккун арчине илсе килес, вӑл пирӗнпе пӗрле пырӗ, пире хамӑр тӑшмансен аллинчен хӑтарӗ, тенӗ.
1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Упӑшки вара, ӑна кӑмӑлне ҫавӑрса каялла илсе килес тесе, ун патне кайнӑ.3. Муж ее встал и пошел за нею, чтобы поговорить к сердцу ее и возвратить ее к себе.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Темиҫе кунран вӑл ҫав хӗрарӑма илсе килес шутпа тепре кайнӑ; ҫула май арӑслан виллине курма пӑрӑнса кӗнӗ — акӑ ӗнтӗ арӑслан кӑшкарӗ ӑшне ҫӑвӑр хурт сӑрӑннӑ, пыл пухнӑ.
Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. [Сисара] ӑна каланӑ: эсӗ алӑк патне тӑр, кам та кам килес пулсан, «кунта ҫын пур-и?» тесе ыйтас пулсан, эсӗ «ҫук» те, тенӗ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Израиль ывӑлӗсен килес ӑрӑвӗсем, вӑрҫӑ курманскерсем, вӑрҫӑ мӗнне пӗлччӗр, ҫапӑҫма вӗренччӗр тесе, израильсене — Ханаан вӑрҫисене пӗлменскерсене — сӑнама Ҫӳлхуҫа хӑварнӑ халӑхсем ҫаксем: 3. пилӗк пуҫлӑха пӑхӑнса тӑракан Филисти халӑхӗ, мӗнпур ханаан, Сидон халӑхӗ тата Ливан тӑвӗ ҫинче, Ваал-Ермон тӑвӗпе Емаф хули хушшинче пурӑнакан евейсем.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫак ҫӗр мӗнле пӗтсе ларнине, Ҫӳлхуҫа ӑна мӗнле чир-чӗрпе хавшатнине курсассӑн, килес ӑру — хӑвӑр хыҫҫӑн пурӑнас ачӑрсем — тата инҫетри ҫӗртен килнӗ ют халӑх ҫынни те ҫапла калӗҫ: 23. «пӗтӗм ҫӗрӗ — кӳкӗрт те тӑвар, кӑмрӑк та кӗл; акмаҫҫӗ те, унта нимӗн те ӳсмест, нимӗнле курӑк та шӑтмасть ун ҫинче — Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ҫиллипе, Хӑйӗн хаярлӑхӗпе Содома, Гоморрӑна, Адмӑпа Севоима пӗтерсе пӑрахнӑ хыҫҫӑнхи пекех» тейӗҫ.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара ача аппӑшӗ фараон хӗрне каланӑ: еврей арӑмӗсем хушшинчен сан патна кӑкӑр ӗмӗртекен чӗнсе килес мар-и?
Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иаков хӑйӗн ывӑлӗсене чӗнсе илнӗ те каланӑ: пухӑнӑр, эпӗ сире килес кунсенче хӑвӑра мӗн пулассине каласа хӑварам.
Пулт 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иаков Иосифа каланӑ: Пурне те Пултаракан Турӑ мана Лузра — Ханаан ҫӗрӗнче — курӑнса, мана пиллерӗ, 4. Вӑл мана каларӗ: акӑ Эпӗ сана ӗрчетӗп, сана йышлӑ тӑвӑп, санран темӗн чухлӗ тӗрлӗ халӑх кӑларӑп, ҫак ҫӗре сан хыҫҫӑн килес тӑхӑмна ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе парӑп, терӗ.
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.