Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

киленсе (тĕпĕ: килен) more information about the word form can be found here.
Малтан ун куҫӗсем ним ҫинче те чарӑнса тӑмарӗҫ, ыраш пуссин илемӗпе ҫеҫ киленсе пычӗҫ, кайран вӑл ҫывӑхрах ҫӗмелсем йышлӑн ӳссе ларнине асӑрхарӗ, юлашкинчен ун куҫӗсем ура айӗнчи сап-сар хӑмӑл ҫине ӳкрӗҫ.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Йӗрӗнсе мар, вӗсем киленсе, пӗр-пӗринпе тупӑшса кӑшкӑраҫҫӗ, — терӗ Липа.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ытарма ҫук картинӑна киленсе пӑхса тӑрас терӗ пулас, ҫурӑм ҫинчи кутамккине вӗҫертрӗ те, ҫерем ҫине выртса канма хатӗрленнӗ пек, хӑйӗн умне хучӗ.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Васкаман ҫын вара вӑрман ҫулӗпе киленсе ҫеҫ пырать, вӑл ҫак вӑхӑтра пӗтӗм чунӗпе канать.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑнах та, кашни иртсе каякан ҫын вӗсен ҫурчӗ енне киленсе пӑхать.

Help to translate

Ӗҫчен алӑ хӑйне валли ӗҫ тупать // Надежда Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/28/ec%d1%87%d ... %82%d1%8c/

Сире комплимент нумай калӗҫ, эсир пурнӑҫпа киленсе пурӑнатӑр.

Вы будете купаться в комплиментах и наслаждаться жизнью.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫакӑнпа киленсе юлӑр.

Просто наслаждайтесь вниманием.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Яланах ун юррисене вӗренсе юлма тӑрӑшаҫҫӗ, кайран пӗр-пӗрне «Янтуш кӗввисене» киленсе каласа кӑтартаҫҫӗ вара.

Help to translate

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

А.С. Пушкина, М.Ю. Лермонтова, Н.В. Гоголе, И.С. Тургенева, С.Т. Аксакова, Ф.М. Достоевскине, А.Н. Толстоя, А.П. Чехова, И.А. Бунина, совет саманинчи классиксене А.М. Горькине, А.Н. Толстоя, М.А. Шолохова ӑсталӑхӗсенчен тӗлӗнсе те киленсе вулаттӑмччӗ.

Help to translate

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Театрпа музыка искусстви ҫыннисем ҫинчен киленсе ҫырнӑ вырӑссене маларах асӑннӑччӗ.

Help to translate

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

— Аккомпанементсӑр соло выляма йывӑр пулӗ оркестрта, — терӗ Эльгеев, Слуцкин сӗрме купӑсӗн тӗлӗнмелле илемлӗ сассипе киленсе.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Майӗпен анса мунча умне пырса ларчӗ, пӗр самант улӑм ҫивиттинчен чӑх сӑхнӑ пек хӑвӑрттӑн юхакан тумла ҫине, ҫамрӑк йӑмра тӑрринче хӑйӗн савӑнӑҫлӑ юррине шӑрантаракан шӑнкӑрч ҫине, юр ирӗлме тытӑннӑ-тытӑнман папка кӑларма хатӗрленекен ҫӳҫе йывӑҫҫисем ҫине киленсе пӑхрӗ.

Help to translate

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумайччен пӗтӗм чунтан киленсе итлерӗ вӑл ҫурхи шыв юххи пек пӗрре лӑпкӑн та хурлӑхлӑн, тепре ҫӗр ҫӗмӗрттерсе янӑракан кӗвве.

Help to translate

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи те каччӑ ҫине савӑнса та киленсе пӑхать: Ахтупайӑн мӑрса хуралӗнче тӗкӗрҫӗ пулма ҫул ҫитнӗ, вӑл каччӑ шутне кӗнӗ.

Help to translate

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Вӑл тӗрӗс ӗнтӗ, — ҫав-ҫавах тиха ҫине киленсе пӑхрӗ Урасмет.

Help to translate

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑна юрланӑ чухне Тукай, хӑнасем пекех, Чураппан илемлӗ сассипе киленсе шарламасӑр тӑрать.

Help to translate

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухратӑн утпа ҫӳренӗрен анис пек хӗрелсе кайнӑ пичӗ ҫине ашшӗ киленсе пӑхрӗ.

Help to translate

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӑйӗн тӗшмӗртӗвӗпе ҫителӗклех киленсе ӗлкӗреймерӗ, акӑ ун ҫумӗнчех, мӗлкепе ҫутӑн чӑпар тӗттӗмлӗхӗнче, асӑрхануллӑ чӑштӑртату илтӗнсе кайрӗ.

Он не успел достаточно насладиться своей догадливостью, как возле него, в пестрой тьме тени и света, послышался осторожный шорох.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Эпир пурте бак ҫинелле васкатпӑр, — нимӗн те ӑнланмасӑр, мӗншӗн тесен пирӗн умри анлӑ курӑнупа — ҫӑлтӑрсемпе тулсах ларнӑ сӗм тӗттӗмлӗхри ҫивӗч те капӑр-селӗмлӗхпе — киленсе ҫав тери тӗлӗнетпӗр, савӑнса хавхаланатпӑр.

Все мы поспешили на бак, ничего не понимая, так были удивлены и восхищены развернувшимся зрелищем, острым и прекрасным во тьме, полной звезд.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл хаяр ролӗпе киленсе тата чӗлпӗрне ҫыртса кӑшкӑрашать.

Он декламировал, наслаждаясь грозной ролью и закусив удила.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed