Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫнӑ (тĕпĕ: каҫ) more information about the word form can be found here.
Урам урлӑ каҫнӑ чухне Ҫат-ҫат турӗ патинкка.

Help to translate

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Асӑннӑ тӗпчев ӗҫӗнче туйӑн тӗрлӗ тапхӑрӗнче тата вырӑнӗнче (туй пуҫламӑшӗнче, туй ӑсаннӑ чухне, тепӗр ҫурта каҫнӑ чух, урамра, ҫӗнӗ хӑта ҫурчӗн хапхи умӗнче) юрлакан юрӑсенче вырӑнти калаҫу чӗлхи епле палӑрнине сӑнанӑ.

В ходе данного исследования проследили, как отражается говор в свадебных песнях, используемых на разных этапах свадьбы: в начале свадьбы, в конце свадьбы, при переходе в другой дом, во время движения по улице, перед воротами дома нового родственника.

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Мӗн-мӗн курман пулӗ ҫавӑ вунпӗр уйӑхра — шартлама сивӗре шӑн ҫӗре лумсемпе ватса чавнӑ чух, сивӗ бараксенче ҫӗр каҫнӑ чух.

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Маюк, вӑтӑр урлӑ каҫнӑ хӗрарӑм, ӗҫе яланхи пекех ҫирӗм минут малтан ҫитрӗ.

Help to translate

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Вара Мӗтри каялла анчӗ, хӑй урам урлӑ каҫнӑ тӗлех ҫитрӗ, унтан тепре тӑвалла утма пикенчӗ те чарӑнса тӑчӗ.

Help to translate

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Кунта, Шӑмӑршӑ районӗнчи «Восход» колхоз ҫӗрӗ ҫине, эпир сехет каялла килсе ҫитрӗмӗр, анлӑн, лӑпкӑн саралса выртакан хир урлӑ каҫнӑ май хамӑр ӑш-чикре те темӗн анлӑланнине, инҫе ҫул ӗшентернӗ ӳт-пӳ ҫӑмӑлланнине, пушаннӑ, шӑпланнӑ ҫӗр пекех ирӗкленнине туйрӑмӑр.

Help to translate

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Ҫырма урлӑ ишсе каҫнӑ чух шыв курӑкӗсем Тимуш питне те сӗртӗннӗччӗ, анчах Тимуш вӗсене асӑрхаманччӗ те.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Сухан татӑкӗ хыпрӑм та ӗнтӗ ҫавӑркалатӑп ӑна хӗл каҫнӑ пӑрҫа пӗрчине ислентернӗ пек».

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Уйрӑмлӑхӗ, ман шутпа, ҫавӑ ҫеҫ: аллӑ урлӑ каҫнӑ ашшӗн, Тихон Евдокимовичӑн, пичӗ-куҫӗ шыҫмаклана пуҫлана, ӑна шатра шӑтарса пӗтернӗ, кунсӑр пуҫне ашшӗн ҫӳҫӗ тӗксӗмрех, куҫ харшийӗсем аплах ҫуталса тӑмаҫҫӗ.

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Каллех килсе тухӗ те, нӳхрепре хӗл каҫнӑ ҫӗрулмине кӑларса пасарта сутӑпӑр.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Сахал, ҫӗр гектар урлӑ каҫнӑ ҫеҫ-ха.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шыв айӗнчи ҫунатсемпе ҫӳрекен транспорт Ҫӗнӗ Шупашкарти портра хӗл каҫнӑ.

Help to translate

«Валдай» карапсен тапхӑрӗ пуҫланать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=dmCcClbXVlQ

Ҫичӗ-сакӑр теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑ асаннесемпе кукамайсем те паян нацизм ҫулне пӳлме хутшӑнакан мӑнукӗсемпе кӗҫӗн мӑнукӗсем валли ӑшӑ япаласем ҫыхаҫҫӗ, хӑйсен пенси укҫине хываҫҫӗ.

Help to translate

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Ҫичӗ теҫетке ҫул урлӑ тӑватӑ ҫул каяллах каҫнӑ пулин те, кӗлетки ҫирӗп курӑнать Анатолий Васильевичӑн.

Help to translate

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Кӗпер урлӑ каҫнӑ чух вӑл ытла вӑйлӑ силленни, шыв хӑпарнӑ вӑхӑтсенче урана атӑ тӑхӑнсан та шыв кӗни канӑҫсӑрлантаратчӗ.

Help to translate

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Ҫула ятарлӑ ҫӗрте кӑна каҫмалла,каҫнӑ чухне ҫул ҫине яланах пахмалла.

Help to translate

Саккуна пӑсмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60498

«Ҫак инкексем хушшинче ҫул урлӑ каҫакан ҫынсемпе пулса иртнӗ инкексем шутӗнче 4 ҫынни каҫхи вӑхӑтра сул урлӑ каҫнӑ.

Help to translate

Саккуна пӑсмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60498

Сан патӑнта Инесса пӗрре мар ҫӗр каҫнӑ вӗт.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫирӗм пилӗк урлӑ каҫнӑ пулин те, вунулттӑри-вунҫиччӗри хӗрсене аса илтерет: ҫап-ҫамрӑк сӑнлӑ.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хальхинче те ху Сулагаев хӑта патӗнче ҫӗр каҫнӑ, эп пӗлетӗп.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed