Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫыран хӗрринчи ҫӳллӗрех вырӑнсене вырнаҫса тӑнӑ казаксем, хӗрлисене кӑнтӑрла ҫыран патнелле куҫма памасӑр, вӗсен Дон хӗрринелле тухакан ҫулсем ҫинче кӗпӗрленнӗ ушкӑнӗсем ҫинелле вут-хӗм тӑкса тӑчӗҫ; анчах ку участокри сотньӑсенче ҫапӑҫма юрӑхлӑ мар казаксем (стариксемпе вунҫиччӗрен пуҫласа вунтӑхӑр ҫула ҫитичченхи ҫамрӑксем) пулнӑ пирки, вӗсем хӑйсем те, хӗрлисене хӗссе пырса, сулахай ҫыран тӑрӑх наступлени туса каясшӑн тӑрӑшмарӗҫ, ҫавӑнпа Дон урлӑ каҫасшӑн та тимлемерӗҫ.
XXIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Стариксем, Оленин сӗнмесӗрех, хӑйсемех, ун патне кӗрсе, ӗҫсе ларса ҫӗр каҫасшӑн пулчӗҫ.
XXXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Огнянов ӑна тав тунӑ хыҫҫӑн хӑвӑртрах айламалла анчӗ, вӑл кӗҫӗр те бук катинчех ҫӗр каҫасшӑн.
II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӑртак канашланӑ хыҫҫӑн, вӗсем кӑшт кӑна каялла чакрӗҫ те унтан, сылтӑмалла пӑрӑнса, бук вӑрманӗ урлӑ каҫасшӑн пулчӗҫ, унтан ту хӗрринчи уҫланка мӗнле те пулин тухма пулать, кайран тепӗр енчен йӑлӑма анмашкӑн та май пур.
XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Апла пулин те вӗсем: ашшӗсем, ачисем, пиччӗшсем, арӑмӗсем, тусӗсем, вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, тӑшмансемпе пачах палламан ҫынсем — пӗр ушкӑна пухӑннӑ та, пӗрне-пӗри хавхалантараҫҫӗ, пӗрне-пӗри явӑҫтараҫҫӗ, вилесрен хӑрасан та ҫак пысӑках мар чӑрмав урлӑ каҫасшӑн мар.
IX // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Девяткин та ҫавӑн пекех каҫасшӑн пулчӗ.
25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1
- 2