Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Пусмӑрпа хӗн-хур ҫӗрӗ тӑрӑх, ама арӑслансемпе аҫа арӑслансен ҫӗрӗ тӑрӑх, аспидпа вӗҫекен ҫӗлен ӗрчекен ҫӗр тӑрӑх кӑнтӑралла каякан выльӑхсем ҫинче — йывӑр ҫӗклемсем: вӗсем хӑйсене усӑ кӳме пултарайман халӑх валли ашаксен ҫурӑмӗ ҫинче хӑйсен пуянлӑхне, тӗвесен курпунӗ ҫинче хӑйсен хаклӑ мулне илсе каяҫҫӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пӑхӑнман ывӑлсене хуйхӑ ҫитӗ, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсем Мансӑрах канашлаҫҫӗ, Манӑн кӑмӑлӑма тивӗҫтермен килӗшӳсем тӑваҫҫӗ, ҫылӑх ҫумне ҫылӑх хушмашкӑн 2. вӗсем Манран ыйтмасӑрах Египета каяҫҫӗ — вӗсем фараон вӑйӗпе хал илесшӗн, Египет хӳтлӗхне пытанасшӑн.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах кусем те эрехе пула тайкаланса ҫӳреҫҫӗ, ҫиккер ӗҫнипе ҫултан аташса каяҫҫӗ; священникпе пророк хаяр шӗвеке пула такӑнаҫҫӗ; эрехе парӑннӑ, ҫиккер вӗсене ӑсран тайӑлтарнӑ, вӗсене мӗн курӑнни тӗрӗс мар, татӑклӑ сӑмах каламалла чухне такӑнаҫҫӗ, 8. мӗншӗн тесессӗн сӗтелсем ҫине хӑсса тултарнӑ, таса вырӑн ҫук.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Урисем ӑна ют ҫӗршывра, аякра, пурӑнма илсе каяҫҫӗ.
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Мул управӑшӗсем уҫӑлса каяҫҫӗ те — унтан пӗлӗтсем вӗҫен кайӑк пек вӗҫсе тухаҫҫӗ.15. Отверзаются сокровищницы и вылетают из них облака, как птицы.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫуралсассӑн эпӗ те пурте сывлан сывлӑшпах сывлама пуҫланӑ, ҫак ҫӗр ҫинех ҫуралнӑ, ыттисем пекех чи малтан макӑрса сасӑ панӑ, 4. мана та кипкепе пиелесе, кӑкӑр парса ӳстернӗ; 5. пӗр патша та урӑхла ҫуралман: 6. пурӑнӑҫа пурте пӗр пекех килеҫҫӗ, пӗр пекех каяҫҫӗ.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Этем ывӑлӗсен чунӗ усаллӑхпа тулнӑ, вӗсен чӗринче, вӗсен пурӑнӑҫӗнче — ӑссӑрлӑх; ҫавӑн хыҫҫӑн вара вӗсем вилнисем патне каяҫҫӗ.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ усал ҫынсене мӗнле пытарнине куртӑм, кайран ҫынсем сӑваплӑ вырӑн патӗнчен каяҫҫӗ, килӗсене саланаҫҫӗ, — хула вара ҫав усал ҫынсене манӑҫа хӑварать.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын инкеке курать те — пытанать; пурӑнӑҫа пӗлменнисем малалла каяҫҫӗ те — асап кураҫҫӗ.12. Благоразумный видит беду и укрывается; а неопытные идут вперед и наказываются.
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Элекҫӗ сӑмахӗсем — пылак ҫимӗҫ пек, вӗсем ӑшчикех кӗрсе каяҫҫӗ.22. Слова наушника - как лакомства, и они входят во внутренность чрева.
Ытар 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын инкеке курать те — пытанать; пурӑнӑҫа пӗлменнисем малалла каяҫҫӗ те — асап кураҫҫӗ.3. Благоразумный видит беду, и укрывается; а неопытные идут вперед, и наказываются.
Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чухӑна пур тӑванӗ те кураймасть, унран тусӗсем те пӑрӑнса каяҫҫӗ: калаҫасчӗ тесе вӗсем хыҫҫӑн чупать вӑл — калаҫакан та ҫук.
Ытар 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Тӳрӗ ҫынсен ҫулӗсем Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ; вӗсем урлӑ тӑшмансем те туссем пулса каяҫҫӗ.][Приятны пред Господом пути праведных; чрез них и враги делаются друзьями.]
Ытар 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вӑл вӗсене пиллет те — вӗсем питех те ӗрчесе каяҫҫӗ, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне те чакармасть.38. Он благословляет их, и они весьма размножаются, и скота их не умаляет.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Тинӗс тӑрӑх караппа каякансем, пысӑк шывсем ҫинче ӗҫ ӗҫлекенсем 24. тӗпсӗр шыв ҫинче Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсене, Унӑн кӗтречӗсене кураҫҫӗ: 25. Вӑл калать те — вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухать, тинӗс хумӗсене ҫӗклентерсе ярать: 26. вӗсем тӳпене ҫитиех ҫӗкленеҫҫӗ, тӗпсӗр авӑрах анса каяҫҫӗ; ӗнтӗ чунӗсем инкекпе хавшаҫҫӗ; 27. вӗсем ӳсӗр ҫын пек сулкаланаҫҫӗ, тайкаланаҫҫӗ, ӑспуҫне йӑлтах ҫухатаҫҫӗ.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тӗпсӗр шыв ӑна тумтирпе витнӗ пек витнӗ; тусем ҫинче шывсем тӑраҫҫӗ; 7. Эсӗ хӑтӑрса илнипе вӗсем чупаҫҫӗ, аслатийӳ сассине илтсе хӑвӑрт каяҫҫӗ; 8. тусем ҫине хӑпараҫҫӗ, айлӑмсене — Эсӗ вӗсем валли палӑртнӑ тӗле — анаҫҫӗ.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Патша хӗрӗн мӗнпур чапӗ — унӑн чӗринче; унӑн тумтирне ылтӑнпа тӗрленӗ; 15. чеченленӗ хӳхӗм тумпа ӑна Патша патне илсе каяҫҫӗ; ун хыҫҫӑн Сан патна хӗрсене, унӑн тус-хӗрӗсене, ертсе пыраҫҫӗ, 16. савӑнса, хавасланса пыраҫҫӗ, Патша керменне ҫитсе кӗреҫҫӗ.
Пс 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл вырӑнӗнчен хускалсассӑн, вӑйламас ҫынсем хӑраса каяҫҫӗ, сехӗрленнипе аптӑраса ӳкеҫҫӗ.17. Когда он поднимается, силачи в страхе, совсем теряются от ужаса.
Иов 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пӑрушӗсене пӑруланӑ, путекӗсене пӑранланӑ чухне, хӑйсен ӑшне пушатнӑ чухне вӗсем авкаланаҫҫӗ; 4. пӑрушӗсем, путекӗсем аталанаҫҫӗ те хирте ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ, пӗр уйӑрӑлса каяҫҫӗ те амӑшӗ патне таврӑнмаҫҫӗ.
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Акӑ вӗсем, пушхир ашакӗсем пек, тупӑш шыраса, ир-ирех хӑйсен ӗҫне тума тухаҫҫӗ; ҫеҫенхир вӗсем валли, вӗсенӗн ачи-пӑчи валли ҫӑкӑр парать; 6. вӗсем ют уйра тырӑ выраҫҫӗ, йӗркесӗр ҫын пахчинче иҫӗм ҫырли пуҫтараҫҫӗ; 7. ҫарамасскерсем ним витӗнмесӗр, пӗр тумтирсӗр сивӗ ҫӗрте ҫӗр каҫаҫҫӗ; 8. тусем хушшинче ҫумӑрпа исленеҫҫӗ, хӳтӗлӗх тупаймасӑр чул хысакӗ ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ; 9. тӑлӑх арӑмран ӗмӗртекен ачине туртса илеҫҫӗ, кӗлмӗҫрен парӑмӗ вырӑнне ачине илсе каяҫҫӗ; 10. тумтирсӗр хӑварса ҫарамас ҫӳретеҫҫӗ, выҫӑхса ҫитнисене пучах ҫитереҫҫӗ; 11. вӗсем ҫу йывӑҫҫисем хушшинче ҫу ҫапаҫҫӗ, юхтаркӑчра иҫӗм ҫырли таптаҫҫӗ, хӑйсем ӑш хыпнипе аптӑраҫҫӗ.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.