Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каяссӑн (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Мотоцикл вӑхӑт-вӑхӑтӑн сывлӑшалла вӗҫсе хӑпарса каяссӑн, хӑш чух, тикӗс мар вырӑнсенче, кӗҫ-вӗҫ саланса пайӑн-пайӑн тӗрлӗ еннелле сирпӗнессӗн туйӑнать.

Help to translate

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ура ярса пусмассерен сарлака урам чӑнкӑртатса ванса каяссӑн туйӑнать.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫилӗ тата пӑртакҫӑ вӑйлӑраххӑн килес пулсассӑн, хӑвӑнпа пӗр шайра ҫунатне хускатмасӑр ярӑнакан кайӑкпа пӗрле шур пӗлӗтсем патнех вӗҫсе каяссӑн туйӑнать.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан пӗркунхи пекех тухса каяссӑн туйӑнчӗ ӑна, анчах пӗрре те унран уйрӑлас килмерӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тилхепине хускатсанах вырӑнтан сиксе каяссӑн туйӑнать.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урама тухсанах хӑйсене Михха таптаса каяссӑн туйӑнчӗ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппана вӑл та пулӑшу памасӑрах иртсе каяссӑн туйӑнчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку пӑрахут ӑна, ҫуралнӑ ҫӗршывӗнчен уйӑрса, таҫта ют ҫӗршыва, ют ҫынсем хушшине пӗтерме илсе каяссӑн туйӑнчӗ…

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна ача пек таса курса тӑрсан, ҫын хӑй те чунпа тасалса, вӑйланса каяссӑн туйӑнать.

Help to translate

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хулара вара вӑй илсе тата хитреленсе каяссӑн пек…

Help to translate

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫакна тытса пырсанах ҫын лайӑх енне йӑлт улшӑнса каяссӑн туйӑнать.

Help to translate

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унӑн хӗррине ҫитсе, кӑшт хуллен кӑна юрласа ярсанах, вӑрман, калама ҫук пысӑк та пин-пин хӗлӗхлӗ кӗсле пек, янӑраса каяссӑн туйӑнать.

Help to translate

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Аякран-аякран шутарса каланӑ сӑмаха та вӑл хӑй ҫине илсе пӑшӑрханассӑн, унӑн сӑнӗ тата хурлӑрах пулса каяссӑн туйӑннипе ун умӗнче ахаль сӑмах каласа яма та иккӗлентерет, шухӑшлаттарать.

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Баянӗ — куҫ илӗртмӗш ӗнтӗ, кӗмӗл-мерченӗн ҫиҫсе ҫеҫ тӑрать, туртмасӑр-пусмасӑрах, ҫил сӗртӗннипех янӑраса каяссӑн туйӑнать.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Мана вӑл ҫӗкленсе-ҫӗкленсе пынӑн курӑнчӗ, вӗҫсех те каяссӑн туйӑнчӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӑхатӑн та, вӗсем тул ҫутӑлсан каллех хӑйсен ҫулӗпе малалла каяссӑн туйӑнать.

который с рассветом нужно будет продолжать.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Алӑк ҫав тери вӑйлӑ силленнипе халь уҫӑлса каяссӑн туйӑнчӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна ҫав сӑрлӑ алӑка уҫсанах хӑйне хирӗҫ вун икӗ пуҫлӑ ҫӗлен курӑнса каяссӑн туйӑнчӗ.

Help to translate

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйӗн шӗкӗр хулине хан темиҫе ҫӗртен — Казанка хӗрринчен, Атӑл енчен, Арск ҫулӗ ҫинчен — пыра-пыра пӑхрӗ, вӑл пурӑннӑ кремль куҫ умӗнчех ӗнтӗ, ун хапхисем халь-халь яри уҫӑлса каяссӑн туйӑнатчӗҫ, анчах ҫук, уҫӑлмарӗҫ.

Help to translate

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуҫсем тӑрринче тӗнче пӗтнӗ пек ҫил кӗрлет-ахӑрать, алӑ тӑратсан алла татса каяссӑн туйӑнать.

В крышах завывает ветер небывалой силы — вытянешь вперед руку, она падает под его напором, как подрубленная.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed