Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каччине (тĕпĕ: каччӑ) more information about the word form can be found here.
Микула путсӗр каччине, вӑл эрех ӗҫнине, картла вылянине тата ют ҫӗршывра ҫӳренӗ чухне аскӑн хӗрарӑмсемпе явӑҫнине пӗтӗм ял пӗлнӗ, эсӗ ҫеҫ нимӗн те пӗлмен, пӗлме те тӑрӑшман.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аслӑ прапорщик, эпӗ куҫа уҫнине курчӗ те, пӗшкӗнсе янаха тытса пӑхрӗ, унталла-кунталла хускатрӗ, Ҫӗрпӳ район каччине Миша Трофимова: «Маттур, Трофим, кирзачпа янахӗнчен виҫеллӗ тапрӑн. Ҫӑварӗ уҫӑлнӑ. Сывлать ҫын. Хытӑрах тапнӑ пулсан янах шӑммине хуҫма та пултарнӑ», — тесе ырларӗ.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Ҫав каҫхине Лариса малтан кӳршӗ ял каччине пӑшӑхтарчӗ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Пӗри — упӑшкишӗн, тепри лагерьте каччине ҫухатнӑ хӗрӗшӗн хурланса.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та пике чӗрине никам та тыткӑна илейместха, пӗр каччине те кӑмӑлламасть тейӗн.

Help to translate

3 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел хӗрӗпе Комсомольски каччине Патӑрьелӗнче паллашма шӑпа ҫырнӑ, унтанпа вӗсем пӗр-пӗрне куҫран вӗҫертмен, килӗштерсе ҫемье ҫавӑрнӑ.

Help to translate

Ҫемьесем фестивале пухӑнчӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Савнӑ каччине пӑрахсах тухса тарать вӗт хулана…

Help to translate

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тен, чӑваш каччине маларах Пелепей хулинчи 89№ профтехучилищӗре тракторист-машинист профессине алла илни те ҫак утӑма тума хистенӗ-тӗр.

Help to translate

«Манӑн ҫапӑҫу хирӗнче пулмалла» // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/-%D1%81%D1%8 ... la-3444550

1976 ҫулхи ҫуркунне Тимеш каччине салтака кайма вӑхӑт ҫитнӗ.

Help to translate

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Каччине, темле тутлӑ япала пек, ҫеҫен хир илӗртет, хӗрӗн ӗмӗчӗсем пачах урӑхла: ача-пӑча, коляскӑсем…

Help to translate

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Зоя Степановна вара Куракӑш каччине Генрих Григорьевича суйласа илнӗ.

Зоя Степановна выбрала в женихи Генриха Григорьевича из Коракши.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Питӗ шел каччине.

Help to translate

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Амӑшӗ унӑн, Пӑрасук, ҫак ялти ватӑ хусаха — каччине хӑйне юратса мар — ҫак тавралӑха юратса килнӗ, теҫҫӗ.

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ха, каччине пӗччен ҫӳретет!

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Кам та пулин Лариса ятне асӑнсан аванмарланаттӑм, кансӗрленеттӗм ӗнтӗ, ҫапах та ҫав чипер хӗр Украина каччине кӑмӑлласа пӑрахнӑшӑн, унпа ҫӳреме пуҫланӑшӑн чун-чӗрене ыраттарсах кулянмасттӑм.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Кирлӗ мара пустуй калаҫса ан тӑр-ха, — каччине пӳлчӗ Вера.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Тантӑшӗсем асӑнаҫҫӗ ютри яшсене, Ҫурхи сӗрен ачипе, акатуй каччине

Help to translate

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Эсӗ мӗн, Турра ӗненетӗн-и? — йӗплӗ кулам пекки туса, каччине тӳррӗнех питленӗ пек тинкерсе, куҫне пысӑклатсах ячӗ хӗрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ку магнитофон лентине пӗр палланӑ юлташран тупрӑм, — терӗ Лариса савӑнӑҫлӑн, хӑйӗн каччине ачашшӑн ыталаса.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Епле антӑлса кӗтеҫҫӗ вӗсем ҫак пурнӑҫ сӗткенӗ ҫитессе, — пӗр чечекне татса илчӗ вӑл, — савнӑ хӗрӗ савнӑ каччине кӗтнӗ пек, питӗ кирлӗ вӗсене ҫак ҫумӑр сӗткенӗ… ӑшӑ ҫумӑр сӗткенӗ…

Help to translate

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed