Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑвӑр сукмак йывӑҫ тӗми хушшипе чӑнкӑ вырӑналла улӑхать; чул ту катӑкӗсем ҫав ҫутҫанталӑк пусмин шанчӑксӑр картлашкисем пулнӑ, йывӑҫ тӗмисенчен тыткаласа эпир ҫӳлелле улӑхма тытӑнтӑмӑр.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кунта хула ҫыннисем тӗрлӗ ҫӳпӗ-ҫапӑ килсе тӑкнӑ вырӑн пулнӑ; уйӑх ҫутинче кантӑк ванчӑкӗсем, консерва банкисем, чӳлмек катӑкӗсем ҫуталса выртнӑ; пӗр-пӗринпе калаҫса пынипе, вӗсем ҫав тери илемсӗр вырӑна килсе тухнине те асӑрхаман.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Фаянс хӑма ҫинче йывӑҫ ҫулҫи хулӑмӑш касса хунӑ ҫӑкӑр татӑкӗсем, ваза тӗпӗнче вӗттӗн-вӗттӗн катнӑ сахӑр катӑкӗсем выртаҫҫӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
мӑнаҫлӑн юхса пыракан пӑр катӑкӗсем ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пекех курӑннӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӑр катӑкӗсем ретӗн-ретӗн выртнӑ: аялта — витӗр курӑнакан, симӗсрех тӗслисем, ҫӳлте — кӑпӑшкарах, сарӑрах тӗслисем.Льдины лежали рядами: снизу — зеленовато-прозрачные, сверху — желто-рыхлые.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Нумай калаҫма юратман Биденко хӑйӗн миххине салтрӗ те, «Суворовский натиск» хаҫат ҫине пӗр пысӑк ывҫӑ сахӑр катӑкӗсем кӑларса хучӗ.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Савӑтран сахӑр катӑкӗсем йӑкӑрта-йӑкӑрта каҫхи апатне ҫинӗ хушӑра Полли мӑнаккӑшӗ ӑна тӗрлӗрен, питех те чее ыйтусем пачӗ, хӑй лартакан «серепесене» Том пырса лекӗ те каламалла маррине те астумасӑр персе ярӗ тесе ӗмӗтленчӗ вӑл.
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пӳртсенчен ҫӳллӗ пӑр катӑкӗсем пӗр-пӗрне хире-хире шыв юххипе шӑваҫҫӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Ача-пӑчашӑн ҫеҫ ҫак вӑхӑт хӑрушшӑн туйӑнмасть, ҫырмара пӗр-пӗрне хирсе юхакан пӑр катӑкӗсем хыҫҫӑн кӑшкӑрса чупаҫҫӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
— Кӳлленчӗке кӗнӗ чух яланах асӑрхануллӑ пулмалла, — ӑс пачӗ мана ҫак кунсенче руль умӗнчи пысӑк стажлӑ водитель. — Шывра асфальт, чул е кирпӗч катӑкӗсем курӑнаҫҫӗ-тӗк — эпӗ хӑвӑртлӑха май пур таран чакаратӑп.
Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№