Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

касран (тĕпĕ: кас) more information about the word form can be found here.
Эпир касран каса, килрен киле чупрӑмӑр кӑна — сӑмах-юмах ӑстисемпе калаҫрӑмӑр, сӑвӑ-юрӑ, халап-юмах пайтах ҫырса илтӗмӗр.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ҫӗнӗ касран Вӑрманхӗрри Шӑхаль урлӑ тухса вӑрмана ҫитмелле, малалла Хуравай кӳлли патне, унтан кӳлле шыв илсе ҫитерекен ҫырма урлӑ каҫса хура вӑрмана кӗрсе пӗр виҫӗ километр утмалла.

Help to translate

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Каярахпа Крыловсем ҫемйипех Ҫӗнӗ касран Аял каса куҫса кайрӗҫ.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ҫак вӑхӑтра Ҫырма леш айккинчи касран, халӑхра ӑна «Турци» теҫҫӗ, ҫамрӑксем шавлӑн килсе ҫитрӗҫ.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл пирӗн касран.

Help to translate

Вӗҫелисса // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шурти касран улма-чӑпар ӑйӑр ташласа тухрӗ.

Help to translate

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра Шурти касран улӑх еннелле пӗр лав шӑвӑнса тухрӗ.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кӗпӗрьянпа иксӗмӗр малти касран таврӑнаттӑмӑр.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫӳрерӗн-ҫӳрерӗн пулать те вӗшле йытӑ пек янккаса, касран каса, халь, эппин, сан пуҫунта — арӑм, ача…

Help to translate

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тепӗр кунне пирӗн вӑрӑм курав пӗр ял тӑршшӗ тӑсӑлса кайрӗ: хамӑр касран тухса кайса Аялти каса ҫавӑрса илсе Шапа касси вӗҫӗнчи Пӑла хӗррине ҫитсе перӗничченех.

На следующий день наша выставка растянулась на всю деревню: началась она от нашего дома, обогнула улицу Нижнюю и добралась до крутого берега Булы, который тянется за Лягушачьим переулком.

Самӑр хурт // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 73–78 с.

Ӳкерчӗк йӑтнӑ хӗр ачасемпе арҫын ачасен черечӗ хамӑр касран тухса кайса Аялти каса ҫавӑрса илсе Шапа касси вӗҫӗнчи Пӑла юхан шывӗн чӑнкӑ ҫыраннех ҫитсе перӗнчӗ.

Девочки и мальчики с листочками в руках выстроились вереницей от нашего дома, очередь растянулась по всей нашей улице, обогнула улицу Нижнюю и добралась до реки Булы, которая начинается за Лягушачьим переулком.

Самӑр хурт // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 73–78 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed