Шырав
Шырав ĕçĕ:
…Пӗр кунхине, Урпаш ҫинчи арман пӗви чӑнкӑр-чӑнкӑр пӑрланса шӑнсан, Сантӑрпа Караҫӑм ку вӑрмана ҫамрӑк ҫӑка хунавӗсене пушӑтлӑх касма килнӗччӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ун алли хӑй вӑхӑтӗнче тискер тӑшман пуҫне касма та пӗлнӗ.
Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ку йывӑҫа касма питӗ йывӑр, — терӗ Савантер.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӑй ҫав кунах тепӗр ушкӑн ҫынна Хырла урлӑ ертсе кайрӗ, чиркӳ никӗсӗ валли ҫӗр ҫулхи юмансем касма хушрӗ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫавӑнпа Укаслу вӗсене тытнӑ-тытманах пуҫӗсене касма хушӗ…
Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗсем, паллах, пуҫ касма тытӑнӗҫ, тӗнче ҫаврӑна пуҫлать вара каллех…
Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Айӑплисене хӑй пуҫ касма пулнӑ.
Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Мунчара, — терӗ карчӑксенчен пӗри, — ача кӑвапине касма хатӗрленӗ ӑна.
Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Салтака тухса кайнӑ кун вӑл юратнӑ мӑшӑрне чун кӳтнипе урӑх нимӗн калаймасӑр: «Санюк, ывӑла лайӑх пӑхса ӳстер… Ман йӑмрасене те пӗтерме ан пар: вутӑшӑн-шанкӑшӑн касма пӑхӗҫ», — тесе хӑварчӗ.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Хӑйӗн пулас арӑмне, Санюка та, ҫавӑнтах тӗл пулчӗ вӑл: лешӗ те, ун пекех, кунта вӑрман касма вербовкӑпа пынӑччӗ…
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Кирук Федьӑна ҫӳҫе хуллисем касма ячӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Паҫук, ҫӗҫӗ илсе, чул ӳплерен тухрӗ те ҫӳҫе касма васкарӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Вӑрмана хӑрӑк-марӑкран, ҫатракаран, шӗкӗ тӗкӗннӗ е мӑкӑлтаннӑ йывӑҫсенчен, кӑмӑртан тасатма, типтерлеме алӑ та, укҫатенкӗ те патшалӑхӑн ҫитмест пулсан, кама кирлӗ, ҫавна укҫа тӳлемесӗрех ирӗк памалла мар-ши касма е кӑклама?
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Йӗрӗсен тарӑнӑшне те 3 миллиметртан ытлашши касма юрамасть…».
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Паян виҫӗ станок ҫине втулка касма парас, материалӗ штамповка участокӗнчи порезкӑра выртать, ҫирӗм иккӗмӗш диаметрлӑ пӑрӑх, — хушусем пачӗ Корнеев, вӑхӑтлӑха аслӑ мастер вырӑнне йышӑннӑскер.
12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Унпа килӗшӳллӗн вӑрмана талккӑшӗпех касма чарнӑ, шурлӑха ҫутҫанталӑк палӑкӗ шутне кӗртнӗ, фермерсене пулӑшма ятарласа программа йышӑннӑ.
Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.
Вӑл эрне каялла вӑрман касма кайнӑ.
Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.
Ҫиччӗ виҫсе пӗрре касма юратать…
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Эпӗ аллӑмсем ҫине арҫынла суртӑм та хайхи хыра касма пикентӗм.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Майӗпен эпир, «йӗре-кула Микула» тенӗ пек, йывӑҫ касма вӗрентӗмӗр, анчах ӑста ӳкерме пӗлейместпӗр.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.