Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

касакансен (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вӑрман касакансен хорне Миша баянпа выляса ертсе пычӗ.

Help to translate

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Куратӑр-и, вӑрман касакансен пуҫӗсем мӗнле пӑсланаҫҫӗ?

Help to translate

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрман касакансен пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен питӗ хавасланса каласа кӑтартрӗ, Рамана Юманлӑха чӗнчӗ.

Help to translate

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрман касакансен урисем тӗрленӗ пӗртен пӗр сукмак Кӗҫӗн Ҫавал хӗррине илсе анать.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ун хыҫҫӑн шӑматкуна вӑрман касакансен пӳртӗнче — ку вӑхӑтра, йӗпе-сапаллӑ кӗркуннере, унта никам та ҫукчӗ — ирттерчӗҫ те вырсарникун ирхине Йӗпреҫ еннелле ҫул тытрӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрман касакансем Смолярчука хӑйсем кунта, уҫланкӑна, мӗнле ҫулпа килнине каласа пачӗҫ, вара вӗсем пулӑшнипе старшина ҫак вӑрман касакансен йӗрӗ ҫӗршыв чиккине пӑснӑ ҫынсен йӗрӗ урлӑ хӑш тӗлте каҫса кайнине чухласа илчӗ.

Смолярчук с помощью лесорубов выяснил, каким путем они пришли сюда, на поляну, и установил, где именно их следы пересекали следы нарушителей.

6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Вӑрман касакансен бригадисем пуртӑсемпе качлаттарма; пӑчкӑсемпе янӑратма тытӑнчӗҫ, шурлӑхлӑ вырӑнсенче йывӑҫ сарса ҫуллахи ҫул тума тата телефон юписем валли пӗренесем татса хатӗрлеме пуҫларӗҫ.

Бригады лесорубов зазвенели топорами и пилами, готовя впрок бревна для устройства лежневки — накатной летней дороги на маревых местах — и для столбов связи.

Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӑрман касакансен бригади йывӑҫсем тӳнтерсе вӗсен еннелле пырать.

Бригада лесорубов валила лес, двигаясь навстречу инженерам.

Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Телее пула, Джон Мангльс вут касакансен пӗр юхӑннӑ хӳшшине тӗл пулчӗ, ӑна тупман пулсан, ҫулҫӳревҫӗсем пӗтӗмпех йӗпенсе пӗтетчӗҫ.

Путешественники вымокли бы насквозь, если бы, по счастью, Джон Мангльс не обнаружил хижины дровосеков, заброшенной владельцами.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӑӑ-ӑх! — ирӗксӗрех тухса кайрӗ ҫав самантра ун карланкинчен аш касакансен ҫех пулакан хӑрӑлти сасӑ.

В то же время он невольно издал горлом тот характерный звук — хрясь! — который делают мясники, когда рубят говядину.

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ун ҫӳҫне касакансен хушшинче хайхи шӑпах леш «Революцилле ҫара» ҫыракан Цзоу Жун та пулнӑ.

В этом был замешан Цзоу Жун, тот самый, который написал «Революционную армию».

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed