Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

картинчен (тĕпĕ: карта) more information about the word form can be found here.
Хӑраххӑн тӑрса юлнӑ Раман чунӗ тӑвӑнса килнипе вӑйӑ картинчен пуҫран ҫапнӑ пек тухса утрӗ.

Help to translate

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ку таранччен никам та Сухви каччӑпа тӑрса сӑмах хушнине те, вӑйӑ картинчен тарса юлнине те курман.

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗр хут та пулин вӑйӑра пулас килетчӗ Павӑлӑн, Чӗкеҫе вӑйӑ картинчен ҫавӑтса тухса, ял урамӗпе утас килетчӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Хамӑр та вӑйӑ картинчен пӗр-пӗр хӗре ҫавӑтса тухаттӑмӑр та ҫапла ӑҫта ҫитнӗ унта чарӑнса пӑшӑлти пӑтти пӗҫереттӗмӗр ҫав…

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ӑна вӑйӑ картинчен ҫавӑтса тухса, хапха умне ҫитиччен ӑсатма хӑш каччӑ ӗмӗтленмен-ши?

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кунашкал хирӗҫӳ епле майпа бригада «картинчен» тухаймарӗ пулать-ха тата?

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Витрелетсех тӑкӑнать ҫумӑр — кил картинчен урамалла пӑтранчӑк шыв шарласа юхать.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анюк та ӑна курчӗ, вӑл, вӑйӑ картинчен тухса, айккине тӑчӗ.

Help to translate

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

— Ку пӗтнӗ ҫын, пурнӑҫ картинчен тухнӑ ҫын тесе йӗрӗнетӗн-и? — ҫӑварне сигарет хыпрӗ Герасим Федотович.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Паҫӑр сирӗн кил картинчен пӗрӗхсе тухнӑ каччӑ та хӗрсен ҫи-пуҫне хаклама пӗлмест-ши? — тӑрӑхларах каларӗ Герасим Федотович.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Чӑваш ачи чӑвашах» фестиваль вӑйӑ картинчен пуҫланчӗ.

Help to translate

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Тен, эсир тӗрӗс те калатӑр пулӗ: кайӑкхур картинчен татӑлса антӑм пулӗ.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кайӑкхурсен картинчен татӑлса аннӑ пекех тупӑнтӑн эсӗ.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ял ҫине ят ямасӑр Полина юратӑвне тивӗҫлӗ пулас тесе килте те, шкулта та кӳнтем пулчӗ, ҫын ҫинче те, хӑйне хӑй тӑптӑм, серӗплӗ, виҫеллӗн тытса, сӑпай картинчен кӑлармарӗ, хӑтсӑр пуҫтахсенчен, усал шухӑш-ӗмӗтлӗ, каҫсерен ют пахчасенче панулми ҫаратакан, ватка е мулкач пӑхне авраса каппайлӑн пирус мӑкӑрлантарса ҫӳрекен, эрех черкки тӑррине те татса пама ӗлкӗрнӗ ачасен ушкӑнӗсенчен пӑрӑнса ҫӳрерӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем, ыран ирех тӑрса уй-хир ӗҫне каясса пӑхмасӑр, вӑйӑ картинчен кӗме васкамаҫҫӗ.

Help to translate

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл ӗнтӗ пайӑр хирӗҫӳ картинчен тухса икӗ хире-хирӗҫ тӑракан вӑйсен кӗрешӗвӗпе пӗтӗҫсе каять.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫавӑн пек тата темиҫе ҫаврӑм юрланӑ хыҫҫӑн Кавал йӗкӗчӗсем, вӑйӑ картинчен тухса, ункӑланса тӑчӗҫ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑн пек киленсе пӗтӗм кӳлепипе талпӑнса пӑхса тӑнӑ чух чӗнсе кӑларчӗ те ӑна Чечекпи ҫынсен картинчен.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай киремет картинчен чылай аякра, вӗтлӗхре, ҫатан урапа патӗнче тӑрать.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кил картинчен кунсерен ҫын татӑлма пӗлмест.

Help to translate

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed