Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шӑлне ҫыртса лартса Лось пусмапа аялалла вирхӗнчӗ, карап патне сиксе ҫитрӗ те хул пуҫҫипе тӗршӗнсе тӗртрӗ — мускулӗсем шӑтӑртатаҫҫӗ, — унтан карап кӑшкарне ун хыҫӗнче вӑрттӑн пытанса тӑнисем ҫинелле ывӑтрӗ.
Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Хумсем карап ҫумне пыра-пыра хыттӑн ҫапӑнаҫҫӗ, карапа пӗр аяккинчен тепӗр аяккинелле ывӑтаҫҫӗ, тепре тата ҫӳлелле илсе улӑхаҫҫӗ, е тинӗс тӗпне путарас пек аялалла ывӑтаҫҫӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Чикӗре ҫӳрекен карап ҫывӑхра пулсан, пулӑ вӑррисем унран виҫӗ миль аяккарах чарӑнса тӑраҫҫӗ те карап иртсе каясса кӗтеҫҫӗ, тетелӗсене юсаҫҫӗ, фуфайка ҫыхаҫҫӗ е, Камчатка сопкисене ытарайми пӑхнӑ евӗр, палуба ҫинче уткаласа ҫӳреҫҫӗ.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
— Хирон карапӗпе тухас та Испание ҫитес, унта ҫынсем тата укҫа пухас, икӗ-виҫӗ карап хӗҫпӑшаллантарас, кунта таврӑнас та мӗнпур ҫырансенче пӑлхав тапратас.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Пӗри хӑйӗн хыҫӗнчен Испанин арканнӑ карапне сӗтӗрсе пынӑ, унӑн ялавӗсем, шыв ҫине усӑнса аннӑ, — ку ӗнтӗ карап тыткӑна лексе намӑсланнине пӗлтернӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Карап ҫинчи пӗртен пӗр тупӑна пиратсен чи пысӑк карапне хирӗҫ ҫавӑрнӑ та, ҫапӑҫу пуҫланнӑ.Единственная пушка галеры повернулась против самого большого из пиратских судов, и начался бой.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ҫӗмӗрӗлнӗ, хуҫӑлса пӗтнӗ мачтӑллӑ, хыҫалтан шӑтнӑ карап аран-аран Турци карапӗсен хушшинчен ҫӑлӑнса тухнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ҫапла вара, шӑпах кӑнтӑрла, борт ҫывӑхӗнче хӑпарса пыракан ҫав тери пысӑк пӑр катрамӗ карап ҫинелле ӳпӗннӗ, пӑр катрамӗсем карапӑн шыв айӗнчи пайне шӑтарса пӑрахнӑ.
«Челюскин» пӑрахут ишни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
— Мӗнех тӑвӑн ӗнтӗ, карап ҫинче-тӗк карап ҫинчи пекех тумалла ӗнтӗ!..
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Трубине карап ҫине илсе хучӗҫ — кӑштах карапӗ путмарӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӗчӗк карап тинӗссем, океансем, тинӗс пырӗсем тӑрӑх пӗр чарӑнса тӑмасӑр кӑвак хумсем ҫийӗн шурӗ, ачасене вара чӑн-чӑн карап Вутлӑ Ҫӗр патӗнче ҫил-тӑвӑлпа кӗрешнӗн туйӑнчӗ.
Магеллан карапӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ҫавӑнпа караппа пынӑ чух, яланах, карап хӑш тӗлте иккенне, ӑҫталла кайнине, тинӗс хӗрринчен инҫипе инҫе маррине пӗлсе пыраҫҫӗ.
Магнит // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Аллӑ ҫулалла ҫывхарса пынӑ Жюль Верн нимӗҫсем ҫунтарса янӑ хӑйӗн пӗчӗк карапӗ вырӑнне ҫӗнӗ карап туяннӑ, ӑна вӑл ывӑлӗн ячӗпе «Иккӗмӗш Сен-Мишель» тенӗ.
Автор ҫинчен кӗскен // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Манӑн пӗрех карап ҫинче хуҫа пулса тӑма май ҫукчӗ, эпӗ вара ку таранччен кам пулнӑ, ҫавах пулса юлас терӗм, урӑхла, карап кокӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Карап ҫинче ӗҫ илме мана йывӑрах пулмарӗ: эпӗ моряк вӗт, чура карапӗ ҫинче капитанӑн иккӗмӗш пулӑшаканӗ те пулса курнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Карапа сыхласа хӑварма, ӑна хуҫине ҫитерсе пама Дик Сэнда май килмерӗ пулсан та, вӑл карап ҫинчи ҫынсене типҫӗре тӗрӗс-тӗкел антарчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Чулсем ҫине ҫапӑнса, карап корпусӗ шӑтрӗ, шӑтӑкран карап ӑшне шыв кӗре пуҫларӗ.При ударе корпус судна получил пробоину, и в нее хлынула вода.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пуринчен ытла тӑвӑл вӑхӑтӗнче хытӑ ишрӗ карап: Дик Сэнд шутланӑ тӑрӑх, карап талӑкра вӑтамран икҫӗр мильӑран кая мар турӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Мартӑн 29-мӗшӗнче ҫил кӑштах тамалчӗ, Дик вара карап хӑвӑртлӑхне ӳстерме, карапа руле итлеттерме фокпа марселе лартма шутларӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Хӗвел, пӗлӗтсем хыҫӗнчен курӑнмарӗ пулсан та, яланах карап сӑмси енчен тухрӗ, карап хӳри енче анса ларчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.