Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫнипе (тĕпĕ: калаҫ) more information about the word form can be found here.
Фильмра каярах VI Георг патша пулса тӑракан Альберт принц пирки каласа кӑтартнӑ, тытӑнчӑклӑ калаҫнипе вӑрах вӑхӑт хушши вӑл мӗнле кӗрешнине кӑтартса панӑ.

В фильме рассказана история принца Альберта – будущего короля Георга VI – и показана его длительная борьба с заиканием.

VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3

Мӗн пӗчӗкрен Альберт тытӑнчӑклӑ калаҫнипе нушаланнӑ.

С детства Альберт страдал заиканием.

VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3

Кунта калаҫнипе кӑна ирттерсе ямалла мар, кунта ҫав инкекӗн сӑлтавне, уншӑн кам айӑплине шыраса тупса ҫирӗп ответ тыттарасси пирки те шухӑшламалла.

Help to translate

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хумкка мучи, вӑрах калаҫнипе халран кайнӑ пек хашӑлтаткаласа, пит-куҫне ал тутрипе шӑлкаларӗ, васкамасӑр чӗлӗмне авӑрласа, сцена хыҫнелле тухасшӑнччӗ, ҫав вӑхӑтра малта ларакан Ылтӑн Петрукӗн сасси илтӗнчӗ:

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах пуп Кӗтерукпа хаяррӑн калаҫнипе тепӗр хӗрарӑмӗ писесрен хӑрарӗ.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мучи тултан сӑмсине самаях хӗретсе, Хӗл мучипе тӗл пулса «калаҫнипе» хавхаланса кӗчӗ.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ҫапла вара Арсентьев сессире тухса калаҫнипе хаҫатри статья чиперех усса килчӗҫ пулмалла.

Help to translate

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Эсир хӑвӑра хӳтӗлемелли сӑмаха пирӗн вӑхӑт ҫинчен калаҫнипе пуҫларӑр, — терӗ вӑл малалла, Звягинцева хӑй шухӑшӗсене пӗр ҫӗре пухса ответлеме памасӑр.

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Вилнӗ ӗнене калаҫнипе чӗртес ҫук.

Help to translate

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӗкленсе калаҫнипе палламан ҫыннӑн тӑрӑхларах пит-куҫӗ хӗрелсе кайрӗ, ырхан мӑйӗ ҫинчи юн тымарӗсем тулса тӑртанчӗҫ.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Ҫӗкле! Ҫӗкле хӑвӑртрах!», «Эпӗ ӗҫленине курса, ҫӑварна карсах хутӑна? Сварщика чикмекне куҫарса лартма пулӑш хӑть!», «Лашманов! Эсех-и ку, эс мар-и? Мӗн ҫак таранчченех пӗр ҫӗрте чакаланан? Халь те аллу чӗтреме пӑрахман-им санӑн?» — илтӗнет унӑн хытӑ кӑшкӑрса калаҫнипе тытӑннӑ сасси.

Help to translate

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах та куҫӗсем хӑйӗн СУ начальникӗ ҫине ыйтуллӑн, вӑл ҫапла ҫеҫ хуравласа калаҫнипе ҫырлахмасӑр тинкереҫҫӗ.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Музыка театрӗ пирки калаҫнипе пӗрлех драма театрӗ ҫинчен те сӑмах хускатас килет.

Help to translate

6. Драма ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

— Юрӗ, ҫитӗ Глафира ҫинчен кун чухлӗ калаҫнипе.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ӗҫ ҫинчен кун чухлӗ калаҫнипе ҫитӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Калаҫнипе кӑмӑлӗ тулнӑ Ревлен Петрович хуньӑш хваттерне савӑнӑҫлӑн пырса кӗчӗ.

Help to translate

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӑй ҫинчен калаҫнипе именсе кайнӑ хӗр ваттисен сӑмахне урӑх итлесе тӑмарӗ, сӑлтав тупса, килкартине пушӑ витресем ҫӗклесе тухрӗ.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑйӗн йӑнӑшне инструктор ҫав тери нумай та хӗрӳллӗн калаҫнипе тӳрлетрӗ.

Свою ошибку инструктор искупил длинной и энергичной речью.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӗрсе калаҫнипе хӗрӗн кӗре пичӗ хӗрелнӗ, ҫаврака хура куҫӗсем ҫӑлтӑр пек ялкӑшаҫҫӗ, кулса илмессерен йӑлтӑрти шурӑ шӑлӗсем курӑнаҫҫӗ.

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Мӗн калаҫнипе ҫитӗ!

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed