Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫулӗ чылай вӑрӑм та калаҫмалӑх пур, калаҫсах кайрӗҫ.
Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Калаҫмалӑх вӑхӑт ҫитет.
13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Эй, мӗн калаҫмалӑх пур уншӑн! — терӗ Макар та.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ку вӑл кӑштах калаҫмалӑх, чӗлхене ҫемҫетмелӗх кӑна.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Арҫынсен ҫеҫ мар, хӗрарӑмсен те калаҫмалӑх сӑмах тупӑнчӗ ку тӗлӗнтермӗш ӗҫ хыҫҫӑн.
7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Турӑ пани сахал мар ҫав нухай мӑрса хӗрӗн: пӑхса киленмелӗх сӑнӗ пур, арҫынсемпе тан калаҫмалӑх, упӑшкипе патшалӑх ӗҫӗсем пирки канашламалӑх ӑсӗ пур, юрламалӑх сасси пур.
2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мӗн хӑпартнӑ ӑна, тӗттӗм чӑваш ялӗнчен тухнӑ ачана-йӗкӗте-ҫынна, штабри офицерсемпе вырӑсла пӗр тан калаҫмалӑх?
I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ак ҫул ҫинче темӗн ҫинчен калаҫмалӑх та вӑхӑт пур…
6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Япалусем санӑн чӑнахах калаҫмалӑх пур-тӑк, вӗсене так ахаль сая ан яр, сут пасарта.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Калаҫмалӑх та тӑмаҫҫӗ.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Манӑн шутпа, ку вӑл калаҫмалӑх та ҫук, — ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатрӗ атте.
1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
«Калаҫмалӑх ҫук, Хавронья Никифоровна: ку типӗре атте мӗнпурри те пӗр вунпилӗк михӗ ҫуртырри, тӑватӑ михӗ яхӑн вир кӗрпи, тата тепӗр ҫӗре яхӑн книш кӑна пухнӑ; чӑххисене шутлас-тӑк, аллӑ та пулас ҫук; ҫӑмартисем ҫурри ытла пӑсӑк.
VI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫак тӗп япала, вӗсен час-часах пулман вӑрӑм калаҫӑвӗсенче вырӑн питӗ сахал йышӑнса тӑраканскер, кӗске калаҫӑвӗсенче те кӑшт ҫеҫ палӑрса тӑраканскер, ҫак япала вӑл вӗсен пӗр-пӗрин хушшинчи туйӑм пулман, — ҫук, уяв каҫхине хӑйсен пӗрремӗш калаҫӑвӗнче пуҫласа паллӑ мар сӑмахсем калаҫнӑ хыҫҫӑн вӗсем туйӑм ҫинчен пӗр сӑмах та каламан: ун ҫинчен калаҫма вӗсен вӑхӑт пулман; итлессинчен хӑрамасӑр калаҫмалли 2–3 минут хушшинче вӗсем урӑх япала ҫинчен калаҫса илме аран кӑна ӗлкӗрнӗ, — туйӑм ҫинчен калаҫмалӑх вӑхӑт та пулман, калаҫас та килмен, — ку вӑл Верочка хӑйӗн хӑрушӑ пурнӑҫӗнчен хӑҫан тата мӗнле хӑтӑлса тухасси пирки шухӑшлани, ҫавӑн пирки тӑрӑшни пулнӑ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кунта хуть кӳршӗ-аршӑ пур, калаҫмалӑх ҫын пулать…
Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Каҫхине — пӗлӗш хӗрарӑмсемпе калаҫмалӑх пултӑр тесе — халӑх кӑмӑллакан сериалсене пӑхатӑп, ҫӗнӗ хыпарсем итлетӗп.
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
- 1