Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каласси (тĕпĕ: кала) more information about the word form can be found here.
— Мӗн каласси пур, — терӗ вӑл малалла, — вӑрҫӑ хӑрушӑ ӗнтӗ, тӑвансем.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн каласси пур -ҫамрӑк пулсан та, председатель хӑйӗн сӑмахӗ ҫинче ҫирӗп тӑрать, ваттисем тем пек ӳкӗтлесен те, Атӑл леш енчи хӑвалӑха тасатма ҫын ямарӗ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ывӑлсем хастар ман, мӗн каласси пур.

Help to translate

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн каласси пур, ватӑ ухмах ҫав эпӗ, — терӗ вӑл вырӑнне юсаса хурса.

Help to translate

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн каласси пур, аван хӑтланать аслӑ князь: вӗсене хӑех пӗрне утлӑ ҫар воеводи, тепӗрне кимӗсемпе анакан ҫар воеводи туса хурать, ҫавӑнтах шанса та пӗтереймест иккен, айккинчен сӑнаса тӑма хушать.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн каласси пур, кӑмӑла каять ӑна хӗр!

Help to translate

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн каласси ӗнтӗ, пуйтартӑр!

Help to translate

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Усалли усал ӗнтӗ, мӗн каласси пур.

Help to translate

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн каласси пур, пуян таврӑнать Иван Федорович Бельский Хусан хулинчен!

Help to translate

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн каласси пур, чипер.

Help to translate

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн каласси пур, йывӑҫ ҫуртӑн малти пӳлӗмӗ пысӑках мар та — ҫутӑ, таса.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пысӑк клуб сцени ҫинче оркестрпа пӗрле сӗрме купӑс каласси спектакльсенче пӗр-пӗр роль вылясси мар ҫав: ал чӗтрени сӗрме купӑс сассин илемне пӑсать, чӗре сикни пуҫа ҫавӑрать.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Мӗн каласси пур, кӗтмен япала пулчӗ ку хамӑршӑн та.

Help to translate

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн каласси пур! — терӗ Яхуте.

Help to translate

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Аван сыхлатӑн эсӗ кунта ханлӑх чиккине, мӗн каласси пур! — терӗ Тукай мӑрсана юлташла хӑтӑрса илес шутпа.

Help to translate

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн каласси пур — хитре!

Help to translate

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн каласси пур, Нухрат юлашки вӑхӑтра пиҫнӗ ҫырла пек илемленсе ҫитрӗ.

Help to translate

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн каласси пур, хӑюлӑхӗ ҫителӗклӗ ӗнтӗ Тукай арӑмӗн.

Help to translate

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӑра хыҫҫӑн ҫатма ҫинче ӑшаланӑ шӑрттан ҫыртсан — мӗн каласси пур — турра шӗкӗр!

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пилӗкҫӗр тенкӗ Тоскинеев хӗрҫум укҫи парсан, тепӗр пилӗкҫӗрӗшне Паймук хуҫа хӑй ҫамрӑк мӑшӑра пиллесе парсан — мӗн каласси пур, уйрӑлса тухсан та, телейлӗ пурӑнӗҫ Микихверпе Елюк.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed