Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: кай та чӳлмекҫӗрен тӑм кӑкшӑм туян; хӑвпа пӗрле халӑх хушшинчен тата священниксем хушшинчен чи аслисене ил, 2. Чӳлмек хапхи патӗнчи Енном ывӑлӗсен айлӑмне тух та Эпӗ хӑвна каласа тӑракан сӑмахсене пӗлтерсе 3. кала: Иудея патшисемпе Иерусалим ҫыннисем, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр!
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: тӗп хапха патне кай — вӑл хапхаран Иудея патшисем кӗрсе-тухса ҫӳреҫҫӗ, Иерусалимӑн пур хапхи патне те кай, 20. вӗсене ҫапла кала: Иудея патшисем, мӗнпур Иудея, Иерусалимра пурӑнакансем, ҫак хапха витӗр кӗрсе-тухса ҫӳрекенсем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр, те.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫакна хирӗҫ Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Ман енне ҫаврӑнас пулсассӑн, Эпӗ сана ҫӗклӗп, эсӗ Манӑн куҫӑм умӗнче тӑрӑн; пахине-хаклине ӑҫтиҫук хушшинчен уйӑрса илейсессӗн, Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм пекех пулӑн.
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа каларӗ: Эпӗ сана ырӑ ӗҫ тума тӗреклентермерӗм-и, йывӑр вӑхӑтра, инкек-синкеклӗ вӑхӑтра сана тӑшманусенчен хӳтӗлемерӗм-и?
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: Ман умӑма Моисейпе Самуил тухса тӑрас пулсассӑн та, Эпӗ ҫак халӑха хӗрхенмӗп; хӑваласа яр вӗсене Ман умӑмран — кайччӑрах вӗсем.
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: пророксем малашнехи ҫинчен Ман ятӑмпа суйса калаҫҫӗ; Эпӗ вара вӗсене яман та, хушман та, каламан та; вӗсем сире суя курӑннине, юмланине, ниме тӑманнине, хӑйсем шухӑшласа кӑларнине каласа ҫӳреҫҫӗ.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: ҫак халӑхшӑн ырӑлӑх ыйтса ан кӗлту.11. И сказал мне Господь: ты не молись о народе сем во благо ему.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Чылай кун иртсессӗн Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Евфрат патне кай та унтан Эпӗ сана пытарса хума хушнӑ пӗҫӗ ҫыххине ил, терӗ.
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: кай та хӑвна валли йӗтӗн пир татӑкӗ туян, ӑна пӗҫҫӳ тавра ҫавӑрса ҫых, анчах ӑна шыва ан хур, терӗ.
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Иуда арӗсем те, Иерусалим ҫыннисем те хӑйсем хушшинче кавар тунӑ: 10. вӗсем каллех хӑйсен мӑн аслашшӗсем тунӑ йӗркесӗр ӗҫсем еннелле ҫаврӑнчӗҫ, лешӗсем Ман сӑмахӑмсене итлеми пулнӑччӗ те ют турӑсем хыҫҫӑн кайнӑччӗ, вӗсемшӗн ӗҫлесе тӑма тытӑннӑччӗ.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ҫак мӗнпур сӑмаха Иуда хулисемпе Иерусалим урамӗсенче пӗлтер: ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлӗр те вӗсене туса тӑрӑр, те.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Эпӗ панӑ саккуна, хӑвӑра панӑ саккуна, пӑрахнӑшӑн, Манӑн сӑмахӑма итлеменшӗн, ӑна уяса пурӑнманшӑн, 14. хӑйсен ашшӗсем вӗрентсе хӑварнӑ пек, тӳрккесленсех хӑйсен еккипе Ваалсем хыҫҫӑн кайнӑшӑн 15. Эпӗ вӗсене, ҫак халӑха, армути ҫитерӗп те ватпа хутӑштарнӑ шыв ӗҫтерӗп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри; 16. вӗсене хӑйсем те, хӑйсен ашшӗсем те пӗлмен халӑхсем хушшине сапаласа ярӑп та хыҫҫӑн хӗҫ ярса тӗппипе пӗтерсе тӑкӑп.
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: Мана пӑрахнӑ Израиль хӗрӗ ултавлӑ Иудейӑран тӳрӗрех пулчӗ.11. И сказал мне Господь: отступница, дочь Израилева, оказалась правее, нежели вероломная Иудея.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иосия патша вӑхӑтӗнче Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: Мана пӑрахнӑ Израиль хӗрӗ мӗн тунине куртӑн-и эсӗ?6. Господь сказал мне во дни Иосии царя: видел ли ты, что делала отступница, дочь Израиля?
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те ҫурҫӗртен инкек килсе хуплӗ, терӗ.14. И сказал мне Господь: от севера откроется бедствие на всех обитателей сей земли.
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: тӗрӗсех куратӑн эсӗ; Эпӗ те тӗлӗрместӗп, Хамӑн сӑмахӑма пурӑнӑҫа килтеретӗп, терӗ.
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа вара аллине тӑсрӗ те манӑн тута-ҫӑвара сӗртӗнчӗ, Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: акӑ санӑн чӗлхӳ-ҫӑварна Хамӑн сӑмахӑма хыврӑм.
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: «эпӗ ҫамрӑк» тесе ан кала: кам патне ярӑп сана — ҫавӑнта кайӑн, мӗн калама хушӑп сана — ҫавна калӑн.
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл ҫапла каларӗ: Иаков сыпӑкӗсене ҫӗнетме, Израилӗн йӑлкӑмне каялла тавӑрма ҫеҫ Манӑн чурам пулмӑн Эсӗ, Манӑн ҫӑлӑнӑҫ ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех сарӑлтӑр тесе, Эпӗ Сана халӑхсемшӗн ҫутӑ тӑвӑп.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мана мӗн каларӗ — ҫапла турӗ те Вӑл. Чунӑмри хурлӑха асра тытса, юлашки пурӑнӑҫӑма сапӑр пурӑнса ирттерӗп. 16. Эй Ҫӳлхуҫамӑр! ҫапла пурӑнаҫҫӗ, ҫакӑ мана та чӗм кӗртрӗ; Эсӗ мана сыватӑн, мана пурӑнӑҫ пиллӗн. 17. Маншӑн ырра пулчӗ ҫак пысӑк хуйхӑ, Эсӗ манӑн чунӑма вилӗм шӑтӑкне лекесрен хӑтартӑн, манӑн пур ҫылӑхӑма Хӑвӑн ҫурӑму хыҫне пӑрахрӑн. 18. Сана ҫӗр тӗпӗ мухтамасть, Сана вилӗм те аслӑламасть, Санӑн тӳрӗлӗхне шанакансем — виле шӑтӑкӗ мар. 19. Эпӗ паян мухтанӑ пек, Сана чӗрри, чӗрри ҫеҫ мухтавлӗ: ашшӗ ачисене Санӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерӗ. 20. Ҫӳлхуҫа ҫӑлӗ мана; эпир вара хамӑр пурӑнӑҫ тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче хӗлӗхӗме янӑратса, аслӑласа юрлӑпӑр».
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.