Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каламастӑн (тĕпĕ: кала) more information about the word form can be found here.
Кукамун ытти тӑванӗсем пур пуль тесе шутлаттӑм, ху каламастӑн та, вӗсем пирки аса илтерни сана кулянтарма-кӳрентерме пултарӗ пулӗ терӗм, — ҫула тухма тӳрех килӗшрӗ Олег.

Думал, кто-то из родственников там живёт, сама не поднимала эту тему, я же боялся причинить тебе боль своими расспросами, – Олег сразу откликнулся на просьбу о поездке в деревню.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Пӑхатӑн та нимӗн те каламастӑн.

Поглядишь и ничего не скажешь.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Ма эсӗ мана каламастӑн, Мэри?

Что же ты не подскажешь, Мэри!

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

29. Вӗренекенӗсем каланӑ Ӑна: акӑ Эсӗ халӗ уҫҫӑн калатӑн, пӗрре те ытарлӑн каламастӑн.

29. Ученики Его сказали Ему: вот, теперь Ты прямо говоришь, и притчи не говоришь никакой.

Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

60. Вара аслӑ священник, вӑта ҫӗре тӑрса, Иисусран ҫапла ыйтнӑ: мӗншӗн Эсӗ хирӗҫ нимӗн те каламастӑн?

60. Тогда первосвященник стал посреди и спросил Иисуса: что Ты ничего не отвечаешь?

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

62. Вара аслӑ священник тӑнӑ та каланӑ Ӑна: Хӑвна айӑпланине хирӗҫ мӗншӗн Эсӗ нимӗн те каламастӑн? тенӗ.

62. И, встав, первосвященник сказал Ему: что же ничего не отвечаешь? что они против Тебя свидетельствуют?

Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иеремия пророк пӗтӗм халӑха хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри каланӑ сӑмахсене, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри халӑха Иеремия урлӑ пӗлтернӗ сӑмахсене, каласа парсассӑн, 2. Осаия ывӑлӗ Азария, Карей ывӑлӗ Иоанан тата ытти чӑрсӑр ҫынсем Иеремийӑна каланӑ: эсӗ тӗрӗссине каламастӑн, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сана: «Египета ан кайӑр, унта ан вырӑнаҫӑр» теме яман; 3. сана Варух, Нирия ывӑлӗ, пире хирӗҫ хӗтӗртет, пире халдейсен аллине парас тет-и вӑл, пире вӗлерччӗр, Вавилона тыткӑна илсе кайччӑр тет-и? тенӗ.

1. Когда Иеремия передал всему народу все слова Господа Бога их, все те слова, с которыми Господь, Бог их, послал его к ним, 2. тогда сказал Азария, сын Осаии, и Иоанан, сын Карея, и все дерзкие люди сказали Иеремии: неправду ты говоришь, не посылал тебя Господь Бог наш сказать: «не ходите в Египет, чтобы жить там»; 3. а Варух, сын Нирии, возбуждает тебя против нас, чтобы предать нас в руки Халдеев, чтобы они умертвили нас или отвели нас пленными в Вавилон.

Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed