Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каламалли (тĕпĕ: кала) more information about the word form can be found here.
Г. N — вӑл ман еннелле ҫаврӑнчӗ, — пӗр-ик сӑмах каламалли пур.

Г. N, — он обратился ко мне, — я должен сказать вам несколько слов.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Паллах, Верочка, питӗ юрататӑп; мӗн каламалли пур ун ҫинчен.

— Конечно, Верочка, очень; об этом что говорить.

XXV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Апла пулсан, ман сана хирӗҫлесе каламалли ҫук пекех, санӑн та ҫакна хирӗҫ каламалли ҫук.

Следовательно, тебе против этого возразить нечего, как мне нечего возразить против твоих слов.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Манӑн сана нимӗн каламалли те ҫук.

Я не имею ничего сказать тебе.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Каламалли те ҫук ӗнтӗ, хӗрсем малтанхи кунсенчен пуҫласах вулассине юратса пӑрахрӗҫ, хӑшпӗрисем унччен те вулама юратнӑ пулнӑ.

Нечего и говорить, что девушки с первых же дней пристрастились к чтению, некоторые были охотницы до него и прежде.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах халӗ, калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн, манӑн сире каламалли пур — калаҫса татӑличчен ун ҫинчен калаҫни ахалех пулнӑ пулӗччӗ.

Но теперь, когда мы решили, я должен сказать вам то, о чем напрасно было бы говорить прежде, чем сошлись мы.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ну чее, мӗн каламалли пур ӗнтӗ!

Ну, хитра, нечего сказать.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сирӗн мӗн те пулин хирӗҫ каламалли пур пулсан, эпӗ кӗтетӗп.

Если вы имеете возразить что-нибудь, я жду.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Каламалли те ҫук, эпир те саншӑн хӗн куратпӑр.

А нас-то зачем впутал?

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Ҫав ылханлӑ юрату авӑ мӗн патне илсе ҫитерет вӑл, тӗрлӗ авланусемпе туйсем ҫинчен каламалли те ҫук: Эсӗ, Ҫемушка, манӑн тусӑм, Варькӑна качча иличчен малтан ҫӗр хут шутласа пӑхсамччӗ.

Вот до чего она доводит, эта проклятая любовь, не говоря уж про разные женитьбы и свадьбы: Ты бы, Семушка, жаль моя, сто раз подумал, допрежь чем жениться на Варьке.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ун чухне пуҫласа курнӑччӗ эпир ӑна, ҫав пирвайхи велосипед хуторти ҫынсемшӗн те тӗлӗнмелле япала пулнӑ пулсан, йытӑсем ҫинчен каламалли те ҫук.

Тогда они только что появились, и уж ежели в хуторе был этот первый велосипед всем людям в диковинку, то про собак и говорить нечего.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ кирлине, Кондрат Майданников ҫинчен кала, ним каламалли те ҫук пулсан вара, ҫӑварна хуп та, йӗркеллӗ ҫынсем пек, шӑпах лар.

— Ты говори по существу, про Кондрата Майданникова, а ежели тебе сказать нечего, заткнись и сиди тихо, как все порядочные люди.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Кунта ним каламалли те ҫук.

— Тут и говорить нечего.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Урӑх ним каламалли те юлмарӗ, ҫавӑнпа Давыдов ура ҫине тӑчӗ те хуҫа ҫине шухӑша кайнӑн пӑхса илчӗ.

Больше говорить было не о чем, и Давыдов поднялся, задумчиво посмотрел на хозяина.

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ман сана, кӳршӗ, кӳрентермелли сӑмах каламалли пур.

— У меня к тебе неприятный разговор, сосед.

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӗлхӳне ҫыртрӑн-и е каламалли ним те ҫук-и?

Язык проглотил или сказать нечего?

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Каламалли ним те ҫук санӑн!

И сказать тебе нечего!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Мӗн каламалли унта…

— Да что там говорить…

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ман каламалли нумай мар, анчах вӗсене ниепле те каласа яраймастӑп.

— Я должен сказать всего несколько слов, но не могу их произнести.

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Эп ун патне хыҫран пырса тӑтӑм та: — Пичче, ман сана каламалли пур, — терӗм ҫав тери тӳлек те кӑмӑллӑ сасӑпа.

Я остановился позади него и с исключительным спокойствием, чрезвычайно вежливо обратился к нему: — Брат, я должен тебе что-то сказать.

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed