Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Спирт какӑрпа кӑшкӑртса янӑ, — пӗр шухӑшлӑ ҫынна еретик шӳчӗпе йӗкӗлтекен либералла, кӑмӑллӑн сӑмахлать Сурдрег, — вӑл организма силлесе кисретнӗ, ӑна хӑрушлӑх пирки евитленӗ.
ХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Часах какӑрпа кӑшкӑртни илтӗнсе кайрӗ.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
22. Виҫҫӗр ҫын ҫапла какӑрпа кӑшкӑртнӑ хушӑра Ҫӳлхуҫа тапӑртисене пӗр-пӗрне хирӗҫ хӗҫ ҫӗклемеллех ҫапӑҫтарса янӑ, ӗнтӗ мадиансен ҫарӗ Царера енне Бефшитта хулине ҫитичченех, Табафа ҫывӑхӗнчи Авелмехола чиккине ҫитичченех тарса кайнӑ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ӗнтӗ виҫӗ ушкӑнӗ те какӑрпа кӑшкӑртса янӑ, кӑкшӑмӗсене ҫапса салатнӑ, сулахай алӑпа ҫутаткӑҫ тытса, сылтӑммипе какӑрпа кӑшкӑртнӑ, хӑйсем: Ҫӳлхуҫапа Гедеон хӗҫӗ! тесе кӑшкӑрнӑ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара ҫур ҫӗр тӗлӗнче Гедеонпа ҫӗр ҫын тапӑр патне пынӑ та, хуралҫӑсене вӑратса, какӑрпа кӑшкӑртса янӑ, аллинчи кӑкшӑмӗсене ҫапса салатнӑ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Каланӑ вӗсене: ман ҫине пӑхӑр та эпӗ мӗн тунине тӑвӑр; акӑ эпӗ тапӑра анатӑп, эпӗ мӗн тӑватӑп, эсир те ҫавна тӑвӑр; 18. эпӗ тата манпа пӗрле пыракансем какӑрпа кӑшкӑртса ярсан, эсир те пӗтӗм тапӑр тавра какӑрпа кӑшкӑртса ярӑр, ҫав хушӑра «Ҫӳлхуҫапа Гедеон хӗҫӗ!» тесе кӑшкӑрӑр, тенӗ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара вӑл виҫҫӗр ҫынна виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ та вӗсене пурне те какӑрпа пушӑ кӑкшӑм тата кӑкшӑма лартма ҫутаткӑҫ тыттарнӑ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Гедеона Турӑ Сывлӑшӗ хупӑрласа илнӗ; вӑл какӑрпа кӑшкӑртнӑ та Авиезер йӑхне хӑй хыҫӗнчен пыма йыхӑрса илнӗ.34. И Дух Господень объял Гедеона; он вострубил трубою, и созвано было племя Авиезерово идти за ним.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. [Израиль ҫӗрне] таврӑнсан вара [Аод] Ефрем тӑвӗ ҫинче какӑрпа кӑшкӑртса янӑ та, Израиль ывӑлӗсем унпа пӗрле ту ҫинчен аннӑ, хӑй вӑл вӗсен умӗнчен пынӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1