Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайтӑр (тĕпĕ: кай) more information about the word form can be found here.
«Шуйттана кайтӑр!

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вара санӑн ҫав счетчике хирӗҫ юри мӗнле те пулин йӗркесӗртерех ӗҫ тӑвас е ӑна йывӑртарах нагрузка парас килсе каять, хӑй шакканӑ ҫӗртех чыхӑнтӑр та… хӑйне йывӑр килнипе тата хӑй тарӑхнипе ҫурӑлса кайтӑр.

Help to translate

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн вӑхӑтра ҫиес пулать, ытти хуть те шуйттан шӑтӑкне анса кайтӑр!

Help to translate

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӑҫта кайтӑр вӑл?

Help to translate

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Иртсе кайтӑр.

Help to translate

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Паян улӑх тӑрӑх кӗтӳ иртсе кайтӑр.

Help to translate

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шуршӑлти космонавтика музей тӗпрен ҫӗнелсе улшӑнтӑр, проект ӗҫлесе кайтӑр тесе сӗнӳ тӑратрӗ.

Help to translate

2024 ҫулта Андриян Николаев космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тӑвӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/06/2024 ... uralnaranp

Астӑвӑр: укҫа чун лӑпкӑлӑхӗ валли кӑна кайтӑр.

Также стоит помнить, что получение крупной финансовой цели должно быть направлено только на улучшении гармонии.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Ял аталанса, чечекленсе пытӑр, унпа мухтанмалла пултӑр. Тӑрӑшни нихӑҫан та сая ан кайтӑр, ҫитӗнӳсем патне илсе пытӑр. Тӑван кӗтес яланах сирӗн чӗрере пултӑр», — тенӗ Александр Федоров ял ҫыннисене саламланӑ май.

Help to translate

Кайӑкяль — 290 ҫулта // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d0%ba%d0% ... %82%d0%b0/

Ҫунса кайтӑр!

Help to translate

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Кӗрхи ҫӗртме сухи, юр тытни, тӑпра типсе ан кайтӑр тесе сӳрелени, унтан — культиваци, акни, калчасене сайралатни, ретсем хушшине кӑпкалатни, апатлантарни.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Ытах кӗтме май ҫук пулсан, Кивар кайтӑр, сире ыран таксипе ӑсатӑп.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Халех киле тухса кайтӑр вӑл.

Help to translate

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Выльӑх-чӗрлӗх хире тухса кайтӑр та тырра ваттӑр-им?» — теҫҫӗ ӑна.

Help to translate

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Алран кайтӑр тесе ӗҫлени пулманччӗ ку таранччен, малашне те ан пултар.

Help to translate

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Шутлӑр-ха ӗнтӗ хӑвӑрах: строительсен бригади ҫинчен очерк ҫырса пӗтеретӗп те, пурте вырӑнлӑ пултӑр, йӑнӑш-мӗн ан кайтӑр тесе, ӑна бригада ҫыннисене вуласа паратӑп; килӗшеҫҫӗ вӗсем эпӗ ҫырнипе, тав тӑваҫҫӗ мана, кайран, очерк пичетленсе тухсан, ҫыру яраҫҫӗ: бригада ӗҫ-хӗлне тӗрӗс кӑтартса паман…

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫил ҫӗкленет те, пахчасенчи тӗмсем, ҫыхланас мар ку усалпа, иртсе кайтӑр тенӗн, ҫӗр ҫумне харӑссӑн лӑпчӑнаҫҫӗ; капмар йӑмрасем аплах мӗскӗнленмеҫҫӗ, вӗсем тӗреклӗ кӗлеткисене танлӑн тытса мӑнаҫлӑн кашлаҫҫӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Цехра тӗрлӗ тасамарлӑх пухӑнса ан кайтӑр ҫеҫ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӑва патне кайтӑр ку чиперкке тесе Таранов автобуссем чарӑнмалли вырӑн еннелле утма хатӗрленнӗччӗ ҫеҫ — ӑна палланӑ сасӑ карт! сиктерчӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Нумай пуҫлӑх «тӳрӗ линие» ҫитнӗ ҫитменлӗхсене пӗтерессипе яваплӑ тӑрӑшнӑ пулсан, алран кайтӑр текенсем те тупӑннӑ иккен.

Help to translate

Ыйту пур, апла хуравламалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60722

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed