Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тавара шывпа турттарасси чугун ҫулпа турттарассинчен йӳнӗрехе ларать.Перевозка товаров по воде обходится дешевле, чем по железной дороге.
Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Йӳнӗрехе яракан хваттер тупсан аванрахчӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тимӗрпе бронза пластинкисенчен тунӑ кӗпесене тӑхӑнма майлӑрах пулнӑ, вӗсем йӳнӗрехе те ларнӑ.Рубахи с железными или бронзовыми пластинками были удобнее и стоили дешевле.
Кольчуга // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Ҫынсен куҫӗсене сирме Гнедюк та спекуляципе хӑтланатчӗ — япаласене йӳнӗпе туянса хаклӑраха сутатчӗ, хӑш чухне тата йӳнӗрехе те паратчӗ.
«Агентсем» тата «спекулянтсем» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ҫапла вара, юлашкинчен, Маринка амӑшӗпе мирлӗ те килӗштерсе пурӑнни «йӳнӗрехе ларнине» хӑех ӑнланса илчӗ.
10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Христофор атте телейлӗн кулкалать, ахӑртнех, ҫӑмне тупӑшлӑ сутнине манаймасть пуле; ӑна тупӑшӗ мар, урӑххи хаваслантарать: килне таврӑнӗ те акӑ вӑл пӗтӗм пысӑк ҫемйине пухӗ, вара чеен куҫ хӗссе, ахӑлтатса кулса ярӗ; малтан вӑл, ҫӑмне хӑй хакӗнчен йӳнӗрехе сутрӑм тесе, пурне те суйӗ, кайран, Михайлӑна хулӑн бумажник парса, урӑхла каласа хурӗ:
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пур япалана та вӗсем нумай, курттӑмӑн туянаҫҫӗ, укҫине ҫийӗнчех тӳлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та япаласем вӗсене парӑмла илнинчен е вакӑн-вакӑн туяннинчен йӳнӗрехе лараҫҫӗ; япаласене лайӑх пӑхса, ӑнланса, ыйтса-пӗлсе илеҫҫӗ, ҫавӑнпа та япаласем йӳнӗ кӑна мар, лайӑхрах та пулаҫҫӗ; чухӑн ҫынсем вӗсене апла туянаймаҫҫӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лере пӗлекен ҫынсем пӑхнӑ та: «Ку япалана сӑрламалла та кӑларса ывӑтмалла, капла тусан йӳнӗрехе ларӗ», тенӗ.Там знающие люди поглядели и говорят: «Дешевле ее выкрасить да выбросить».
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Акӑ мӗн калать вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче: ҫынсем, сирӗн ҫав хӗрлӗ трико пӗркеннӗ, кукӑр ураллӑ Сатана аллине лексе асап курас килмест пулсан, ҫакна пӗлмелле: хӗрсене, вӗсемпе венчете тӑмасӑр, чуптума юрамасть, мӗншӗн тесен, апла тунипе вӑл хӗрсем проституткӑна тухса кайма пултараҫҫӗ; чиркӳ ирӗк памасӑр, ҫамрӑк ҫынсене чуптума юрамасть, мӗншӗн тесен, апла тусан, арҫын ачасемпе хӗрачасем ҫуралма пултараҫҫӗ: проституткӑсен хӑйсем патне пынӑ хӑнасен кӗсйисенчен укҫа вӑрламалла мар; пӗтӗмӗшпе илсен, пӗр ҫын та юна вӗрилентерсе яракан эрех таврашӗ ан ӗҫтӗр; ҫынсен пурин те хупаха мар, чиркӗве ҫӳремелле, — ку чуншӑн усӑллӑрах та, йӳнӗрехе те ларать…
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Вунӑ штук е ытларах илекенсене йӳнӗрехе те паратӑп.Если кто берет десять штук и более, тому, понимаешь, уступка.
Мӑнтӑрккапа ырханкка // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 11–14 стр.
Ҫакӑн пек меслетпе усӑ курни ыттисем сӗнекен меслетсенчен йӳнӗрехе кайса ларать.Вместе с тем такая перевозка обойдется значительно дешевле, чем все предлагавшиеся ранее.
Ҫирӗм саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
- 1