Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пысӑк тӗрӗсене йӗпкӗн, хантӑс, каснӑ шӑтӑкла йышши ҫӗвӗсемпе усӑ курса тӗрленӗ.
Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Хӗрлӗ ҫинчи чӑпар эрешсене ҫӑм ҫиппе (тӗве ҫӑмӗнчен арланипе) тӗртсе тунӑ, вӗсенче хӗрлӗ, сарӑ, ҫутӑ сарӑ, ешӗл симӗс, йӗпкӗн симӗс тӗссем палӑрса тӑнӑ.
Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Тӗррисене ҫинҫе ҫиппе, питӗ вӗтӗ йӗпкӗн тата хантӑс ятлӑ ҫӗвӗсемпе тунӑ.
Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Пӗр вӑхӑтрах ансат та самай мӑнаҫлӑ трон ҫинче ларакан король йӗпкӗн хӗрлӗ тӗслӗ тумтир тата юс тирӗнчен ҫӗлетнӗ манти тӑхӑннӑ пулнӑ.Облаченный в пурпур и горностай, он восседал на троне — очень простом и все же величественном.
X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Шакӑр! шакӑртатса илчӗҫ унӑн ҫап-ҫут пушмаклӑ урисем, лӑстӑрр! силленчӗ тепӗр хут йӗпкӗн хура ҫӳҫӗ, ӗнси ҫине хумханса анакан ҫӑра ҫӳҫӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Павӑл тӗпеле иртрӗ те куҫкӗски умӗнче кӗпе тӳмисене ҫаклатрӗ, йӗпкӗн хура ҫӳҫне тураса якатрӗ, — вӑл ҫӑл кутӗнче пилӗк таран ҫӑвӑннӑ, ӳчӗ хӗп-хӗрлӗ пуличчен шӑлӑннӑ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Усӑк хӑлхаллӑ вӑл, кӗске сӑмсаллӑ, ҫӑмӗ юр пек шурӑ, куҫӗсемпе сӑмси вӗҫӗ ҫеҫ йӗпкӗн хура.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Ҫӳҫӗ халех тӑкӑнса пӗтнӗ, ӗнси ҫинче ҫеҫ ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн типсе ҫитме ӗлкӗреймен йӗпкӗн хура кӑтрашкасем йӑлтӑртатаҫҫӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Улмуҫҫийӗ вӑл, чӑн та ӗнтӗ, йӗпкӗн хура ҫӗре кӑмӑлласах каймасть, тӑмлӑ-мӗнлӗ ҫӗр пултӑр ӑна.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Йывӑҫ-курӑкшӑн кун пек ҫанталӑк вӗри ӑрша ӗнтни мар ӗнтӗ — ҫуркуннеренпех сулхӑн тӑрать пулсан та, кӗр варринелле ҫитсе пыратпӑр пулсан та, йӗпкӗн симӗссӗн курӑнаҫҫӗ вӑрмансемпе садсем.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫӳҫӗ ӗлӗкхи пекех йӗпкӗн хура.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Хӗвел паҫӑрах аннӑ ӗнтӗ, симӗсрех кӑвак тӳпене хӗвеланӑҫ енче пӗр йӗпкӗн ҫӑлтӑр шӑтарма ӗлкӗрнӗ, анчах ҫанталӑк тӗттӗмленсех ҫитмен-ха, ҫурт-йӗрпе йывӑҫ кӳлеписем уҫӑмлӑнах палӑраҫҫӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Темиҫе ҫӳҫ пӗрчи — йӗпкӗн хура ҫӳҫ пӗрчи хитре ҫамки ҫине ӳкнӗ.
Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Утаман йӗпкӗн хура лашапа Вӗҫсе пырать висӗ улӗ умӗнче: Сулахайри хӗҫӗ умри пӑшалпа Пит хаяррӑн курӑнаҫҫӗ ҫумӗнче…
XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫийӗнчи йӗпкӗн кӗрен кӗпи тӑвӑр.
Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.
Кӑшман чечекӗ евӗрлӗ чечексем юнашар нумаййӑн ларнипе кӑвар пек йӗпкӗн хӗрлӗ курӑнать ҫак чечек.
Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Аркадий, хура ӗҫ пичет ҫапнӑ ҫаврарах питлӗ каччӑ, сӗтел хушшинче чӑвашра тухса тӑракан пӗр хулӑн журнала тишкерӳллӗн вуласа лараканскер, пуҫне палт ҫӗклерӗ те ҫӗрлехи пӗлӗтсӗр каҫсенчи янкӑр тӳпе пек таса, йӗпкӗн кӑвак куҫӗпе тантӑшне ҫирӗппӗн, тӗлӗнӳллӗн тӗллерӗ:
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Киккирикӗ те, тӗпекки те йӗпкӗн хӗрлӗ.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
Алкум вӗҫӗнче ҫунатлӑ тӑрантаса кӳлне йӗпкӗн хура урхамах кукалесе тӑрать.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ман енчен пӗр ултав та ҫук, — терӗ Иванюк, йӗпкӗн хура ҫӳҫне, виҫкӗтеслӗ сухалне шурӑ аллипе кӑмӑллӑн сӑтӑркаласа.
Иванюк лавккинче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.