Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ унӑн аллине тытса тутасем патне илсе пытӑм, ӑна ӳкӗнӗҫ куҫҫулӗпе йӗпетсе пӗтертӗм.Я схватил ее руку и прильнул к ней, обливая слезами умиления.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ыратнипе ӑнран тухса каяс патне ҫитсе, вӑл протезсем сӑтӑрӑннипе урисенче хӑпарса тухнӑ юнлӑ кӑвак вырӑнсене, шӑйрӑлса хӗрелнӗ суранӗсене йӗпетсе ҫунӑ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уҫӑлса тӑнӑ май, халат унӑн салтак чапне пытарман, Степан Иванович пӗтӗмӗшпех, кивӗ керзовӑй атӑ сӑмсинчен пуҫласа йӗпетсе «шӗшлӗ вӗҫӗ пек» ҫӳлелле пӗтӗрсе лартнӑ ҫинҫе уссийӗсем таранах, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче, раштав чух пичетлесе кӑларнӑ карточкӑсем ҫинчи ӗлӗкхи паттӑр вырӑс салтакӗ пекех курӑннӑ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл, мунчалине йӗпетсе Алексей патне пырсан, унӑн ӳт-тирне асӑрхарӗ те, мунчала тытнӑ алли сывлӑшра ҫаплипех хытса тӑчӗ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӗпчӗке сурчӑкӗпе йӗпетсе пусма умне ывӑтрӗ.
Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив
Хамӑрӑннисем илӗм-тилӗмпех авӑн ҫапма тухмасса эпир чухларӑмӑр: ҫӗрлехи ҫумӑр ҫӗре самаях йӗпетсе хӑварнӑ.Но так как ночью промочило, наши молотить рано не поедут, мы знали.
Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.
Эпир пӗр-пӗрин ҫине пӑхса савӑнатпӑр, пӗр чарӑнми ҫӑварти шурӑ катӑка сурчӑкпа йӗпетсе чӗлхепе ҫавӑратпӑр, туртсах ӗметпӗр.
Сахӑр катӑкӗ // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7332.html
23. Вӑл тамӑкра асапланнӑ чухне ҫӳлелле пӑхнӑ та, аякран Авраампа унӑн ҫумӗнчи Лазаре курса, кӑшкӑрса каланӑ: 24. «эй Авраам аттем! хӗрхенсем мана — Лазаре кунта ярсам, вӑл пӳрни вӗҫне шывпа йӗпетсе манӑн чӗлхеме сивӗтинччӗ; эпӗ ку ҫулӑм ӑшӗнче чӑтма ҫук асапланатӑп» тенӗ.
Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫав хулари пӗр хӗрарӑм, ҫылӑхлӑскер, Иисус фарисей ҫуртӗнче апатланнине пӗлнӗ те Ун патне алавастӑр савӑтпа мирӑ илсе пынӑ; 38. вӑл, хыҫалтан пырса, Иисус ури умне чӗркуҫленсе ларнӑ та йӗре-йӗре Унӑн урисене куҫҫулӗпе йӗпетсе, ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ, Унӑн урисене чуптуса мирӑ сӗрнӗ.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тепӗр кунхине вӑл вителӗк илнӗ те, ӑна шывпа йӗпетсе, патша пичӗ ҫине хунӑ, патша вилнӗ вара.15. А на другой день он взял одеяло, намочил его водою, и положил на лице его, и он умер.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.