Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Една ӗнтӗ Рагуил каланӑ пек тунӑ; Саррӑна пӳлӗме илсе кӗнӗ те йӗрсе янӑ, хӗрӗ те амӑшӗ йӗнине курса йӗре пуҫланӑ; амӑшӗ хӗрне каланӑ: 17. ан йӗр, хӗрӗм, лӑплан; тӳпепе ҫӗрӗн Ҫӳлхуҫи сана хурлӑху вырӑнне савӑнӑҫ парӗ.
Тов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсӗ пирӗн аттемӗрсем Египетра хӗн-хур тӳснине курнӑ, Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче вӗсем епле кӑшкӑрса йӗнине илтнӗ, 10. вӗсене епле мӑшкӑлланине пӗлсе, Эсӗ фараона, унӑн пӗтӗм чурине, ун ҫӗрӗнчи пӗтӗм халӑха хӑват паллисемпе кӗтретсем кӑтартнӑ — ҫапла Хӑвӑн ятна ӗмӗрлӗхе чапа кӑларнӑ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Халӑх ӗнтӗ хӑй савӑнса кӑшкӑрнипе йӗнине пӗр-пӗринчен уйӑрса та илеймен, мӗншӗн тесессӗн халӑх хытӑ шавланӑ, унӑн сасси питӗ аякра илтӗнсе тӑнӑ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Эсир каялла таврӑнтӑр та Ҫӳлхуҫа умӗнче куҫҫулӗ тӑкрӑр, анчах Ҫӳлхуҫа эсир ӳлесе йӗнине илтмерӗ, сире тӑнламарӗ.45. И возвратились вы и плакали пред Господом: но Господь не услышал вопля вашего и не внял вам.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кил-йышсерен йӗнине, кашнийӗ хӑйӗн чатӑрӗ умӗнче йӗнине Моисей илтнӗ; ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Моисей питӗ куляннӑ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тӑлӑх арӑмсене те, тӑлӑх ачасене те ан хӗсӗрлӗр; 23. эсӗ вӗсене хӗсӗрлесессӗн, вӗсем Мана тилмӗрсе йӑлӑнӗҫ те, Эпӗ вӗсем йӗнине илтӗп, 24. вара Манӑн ҫиллӗм тулса ҫитӗ, сире хӗҫпе вӗлерсе тухӑп, арӑмӑрсем тӑлӑх арӑм пулса юлӗҫ, ачӑрсем тӑлӑха тӑрса юлӗҫ.
Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ Израиль ывӑлӗсем Египет ҫыннисен чуралӑхӗнче йынӑшса йӗнине илтрӗм, вара Хамӑн халалӑма асӑма илтӗм.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.