Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗкӗте (тĕпĕ: йӗкӗт) more information about the word form can be found here.
Алӑк патӗнче кӗтсе тӑрса мӑйран ыталаса илетчӗ салтак арӑмӗ йӗкӗте.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Микула йӗкӗте тыттарса яма чышкине чӑмӑрланӑччӗ кӑна — чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсен тумне тӑхӑннӑ, вӑтӑр пилӗк ҫулалла ҫитнӗ арҫын Микулан пештӗр кантрине тытнӑ йӗкӗт патне пычӗ те: — Путсӗр этем! Чипер ларакан ҫын ҫумне ма ҫыпҫӑнатӑн?! Сирӗл ун патӗнчен! — терӗ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗн пулчӗ ку йӗкӗте?

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ ӑна ыран каҫчен лайӑх вуласа тух, — Степанов хӑй умӗнче тӑракан йӗкӗте пӗчӗк ҫеҫ хӗрлӗ кӗнеке тӑсса пачӗ.

Help to translate

Сергей ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Леш, хам ӗмӗрте ҫитмӗл хӗре качча патӑм, ҫӗр йӗкӗте авлантартӑм тесе мухтанакан Кӗтерне карчӑкран та ӑста эсир, — малалла тӑсрӗ Иван.

Help to translate

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӳтлерех тытӑнсан, аванрах пек туйӑнчӗ йӗкӗте.

Help to translate

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Санпа калаҫмалли пур, — терӗ вӑл тарҫӑ йӗкӗте.

Help to translate

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах хӗрӗн ӑна йӗкӗте малтан хӑйӗн пӗлтерме юрамасть-ҫке-ха.

Help to translate

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пӑрахмастпӑр, — хальхинче те Хрестук йӗкӗте хӑй ыталаса илчӗ.

Help to translate

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хӗр ӑшӑ аллисемпе йӗкӗте ҫепӗҫҫӗн питӗнчен ҫупӑрласа илчӗ.

Help to translate

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье кӗҫӗн шӑллӗн ывӑлне аран палласа илчӗ: халь ҫинех курманччӗ те, ӳссе кайнӑ вӑл, арҫын кӗлетки кӗрсе пырать йӗкӗте.

Help to translate

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра Вова лавккаран крыльцана ыткӑнса тухрӗ, тин кӑна килсе ҫитнӗ йӗкӗте паллаймасӑр чарӑнса тӑчӗ, пӗрре ашшӗ, тепре ҫав лайӑх тумланнӑ йӗкӗт ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Help to translate

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр йӗкӗте пуху пӗтичченех ларма хушрӗ.

Help to translate

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хальхинче Сергей йӗкӗте сулахай хӑлха чиккинчен тыттарса ячӗ.

Help to translate

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Куна Хрестук ӑнланать, аван туять, куҫӗсемпе канӑҫсӑррӑн хӑй юратнӑ йӗкӗте шырать.

Help to translate

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурӑнсан, партиец та пулӗ, ун чухне вара теприне, хӑй пеккине юратса пӑрахӗ те, ӑна хӑйшӗн вут пек ҫунакан йӗкӗте, алӑ сулса хӑварма та манӗ.

Help to translate

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ырӑ каҫ пултӑр эппин, Сергей, — тесе, Хрестук йӗкӗте тахӑш самантра питӗнчен чуптуса илчӗ те ҫил вӗҫтерсе кайнӑ пекех куҫран ҫухалчӗ.

Help to translate

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑ йӗкехӳре пек пӑтратать, — йӗкӗте йӑпатма пуҫларӗ хӗр.

Help to translate

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Инҫе мар ӗнтӗ, чӑт, чӑт, Иливан, — йӑпатасшӑн пулчӗҫ аслӑраххисем йӗкӗте.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чипер те курӑмлӑ, япшар чӗлхеллӗ те йӑпӑлти йӗкӗте чунтанах юратнӑ пулӗ ҫав.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed