Шырав
Шырав ĕçĕ:
Микула йӗкӗте тыттарса яма чышкине чӑмӑрланӑччӗ кӑна — чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсен тумне тӑхӑннӑ, вӑтӑр пилӗк ҫулалла ҫитнӗ арҫын Микулан пештӗр кантрине тытнӑ йӗкӗт патне пычӗ те: — Путсӗр этем! Чипер ларакан ҫын ҫумне ма ҫыпҫӑнатӑн?! Сирӗл ун патӗнчен! — терӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫак самантра Вова лавккаран крыльцана ыткӑнса тухрӗ, тин кӑна килсе ҫитнӗ йӗкӗте паллаймасӑр чарӑнса тӑчӗ, пӗрре ашшӗ, тепре ҫав лайӑх тумланнӑ йӗкӗт ҫине тинкерсе пӑхрӗ.
Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫапах та иртнӗ каҫ йӑлтах йӗркерен тухрӗ Сарье, йӗкӗте (вӑл ҫапах та хӑйне йӗкӗт тесе шутлать) пачах итлеми пулчӗ.
9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫав ҫӗре Укка виҫӗ япаларан астуса юлчӗ: йӗкӗт ҫӑварӗнчен тухакан сӑра-эрех шӑршинчен, ачаш ҫӗртине ыраттарса пӗтернинчен, ӳсӗр йӗкӗте хӑй ҫинчен урайне тӗксе антарнинчен.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Йыттисем пӑр ҫинче шӑва-шӑва ӳкме хӑтланса Ухтивана хавассӑн вӗрсе ӑсатаҫҫӗ, ачасем йӗкӗтӗн атти ҫине ӑмсанса пӑхса юлаҫҫӗ, ваттисем сӑнӗпе шӗвӗр ҫӗлӗкӗнчен йӗкӗт чӑваш иккенне палласа вӑл кам таврашне пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ.
Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Чикагоран килнӗ пӗр йӗкӗт шуйттан куртӑм, тесе шантарать; лешӗ ҫӑмламас хӑрушӑ пуҫне шурлӑхран кӑларнӑ та хыттӑн ахӑрса янӑ, йӗкӗчӗ аран тарса хӑтӑлнӑ пулать.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Пурнӑҫ мар, пашалу, Тутисӗр ҫимӗҫ, — старик, лӑкӑштатакан урипех патнаррӑн яра-яра пусса, алӑк кӗтессине таянтарса хунӑ сулӑмлӑ патаккине илчӗ те йӗкӗт хуткупӑсне ҫӗртен ҫӗклесе йӗкӗтпе юнашар лашт пырса лартрӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ой, йӗкӗт, йӗкӗт, — тет ӳпкелесе Роман, — вутпа ан выля.— Ой, хлопче, хлопче, — укоризненно говорит Роман, — не играй с огнем.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Йӗкӗт те, мӗльюн-мӗльюн ҫӑлтӑрпа чиперленнӗ тӗпсӗр анлӑша тӑранайми тинкерекен йӗкӗт, кӗреш юман ҫумӗнче ҫав йӳтӗмпех хавхаланать пулмалла:
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫапла вӗсем нумайччен шавланӑ, унтан хура тутарӗ сиксе тӑнӑ та Жилин патне пырса: «Вырӑс йӗкӗт, йӗкӗт вырӑс!» — тенӗ.Долго лопотали, вскочил черный, подошел к Жилину: — Урус, — говорит, — джигит, джигит урус!
2 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
И-и, аре, ялта ҫук йӗкӗтрен хӑрать-и-ха ӑшне юрату хыпса илнӗ йӗкӗт.Да разве запугаешь письмами парня, если в сердце его пожар заполыхал?
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Часах эпир пӗрене ҫинче тарлӑ питне (ҫанталӑк шӑрӑх) шӑлкаласа ларакан пӗр йӗкӗт патне ҫитрӗмӗр, унӑн сӑнӗ-пуҫӗ ялти йӗкӗте аса илтерет; унпа юнашар икӗ саквояж ларать.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Пӑхӑр-ха, хӗрсем, Кӗтнепуҫ йӗкӗчӗн пуҫӗ ҫӗреллех усӑннӑ, калӑн ҫын пытарма каять, — шӑл йӗреҫҫӗ пухӑннӑ хӗрсем, — эсӗ йӗкӗт пул, савӑнӑҫа ан тӗксӗмлет.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ой эс, йӗкӗтӗм, мӗскӗнех йӗкӗт, Чалӑштар пуҫна кунтарах, ара, Пӑртаках кӑна чалӑштар пуҫна…Ты, мальчишечка, разбедняжечка, Ой, ты склони свою головушку, Ты склони свою головушку…
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мӗнпур романсенче геройсен туйӑмӗсене, вӗсем ҫӳрекен пӗвесемпе йывӑҫ тӗмисене питӗ тӗплӗ ҫырса кӑтартнӑ; анчах йӗкӗчӗ пӗр-пӗр хӗре ҫав тери хӗрӳллӗ юратни ҫинчен ҫырнӑ чухне ҫав интереслӗ йӗкӗт унччен мӗнле пурӑнни пирки нимӗн те каламаҫҫӗ.
V // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Марья Алексевна ун хыҫҫӑн вӑрҫса юлчӗ, ытти лавҫӑсене кӑшкӑрса чӗнчӗ, тӗрлӗ еннелле темиҫе утӑм чупа-чупа илчӗ, аллисене сулкаларӗ, каллех колоннӑсем патне пырса тӑчӗ, тапӑртата-тапӑртата илчӗ, алхасрӗ; ун тавра Гостинӑй двор умӗнче тӗрлӗрен шӑкӑр-макӑр сутакан пилӗк йӗкӗт пуҫтарӑнса тӑчӗҫ ӗнтӗ, йӗкӗтсем ун ҫине пӑхса киленсе тӑраҫҫӗ, ун ҫинчен усал сӑмахсем каласа пӗр-пӗринпе перкелешсе илеҫҫӗ, ӑна ҫивӗч сӑмахсем каласа мухтаҫҫӗ; ырӑ кӑмӑллӑ канашсем параҫҫӗ:
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Леш йӗкӗт — чиркӳ карти ӑшнелле, пӑру — ун хыҫҫӑн, йӗкӗт — чиркӳ крыльци ҫине — пӑру — ун хыҫҫӑн.Хлопец той — в ограду, телушка — за ним, хлопец — на паперть, телушка — следом.
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫак йӗкӗт вӗсем патне пырса тӑрсанах унран сасартӑк вӑйлӑн та тутлӑн хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗн шӑрши мӗншӗн ҫапнине Давыдов каччӑ ҫапла каласан тин ӑнланса илчӗ: йӗкӗтӗн ҫуланса пӗтнӗ сӑран курткине ҫав сирсе сирӗлми тутлӑ шӑршӑ витӗрех витсе илнӗ-мӗн.
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Икӗ ҫамрӑк йӗкӗт пӗр-пӗрин аллине ҫирӗппӗн чӑмӑртарӗҫ.
4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Йӗкӗт ҫӑварӗнчен табак тӗтӗмне ункӑн-ункӑн кӑларчӗ.
1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.