Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗвене (тĕпĕ: йӗвен) more information about the word form can be found here.
Витене ҫитет Шӑнкӑрч, Утаман пуҫӗнчи йӗвене вӗҫертсе илет.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫапах, ураран ӳкес мар тесе, мӗнпур вӑйне пухса, сылтӑм аллине вӗҫертрӗ те, йӗвене шӑлӗпе ҫыртса лартрӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫтаппан кумӗш мӗн ҫинчен ыйтнине тӑна хывмасӑр: — Йӗвен шыратӑп. Йӗвене таҫта ҫухатрӑм-ха, — терӗ.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӗвене ҫухатрӑм, ара, — илтӗнчӗ ҫурма тӗттӗмрен Ҫтаппанӑн пӑшӑрханчӑк сасси.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ури айне лекнӗ йӗвене ҫӗклерӗ те вӑл ҫынсем хыҫҫӑн чупрӗ.

Он тоже подобрал попавшую под ноги уздечку и помчался следом за людьми.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Апла йӗвене арҫынна тыттарӑр.

Тогда передайте бразды правления мужчине.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пуҫтах Урасмет пысӑкрах ушкӑнпа килессине кӗтсе Иштерек йӗвене ҫын курмалла мар ҫӗререх ҫакрӗ, ҫӗнӗрен тӗрмешӳ пуҫланас пулсан ярса тытма вите кӗтессине йывӑҫ сенӗк таянтарса хучӗ.

Help to translate

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хуҫа Тукай чӑмӑртаса ыраттарнӑ аллине суллакаласа лаша пуҫӗнчи сӳс йӗвене хывса илчӗ (ӑна лашапа пӗрле пама юрамасть, унсӑрӑн килте лаша выльӑх ӗрчемест), ун вырӑнне Тукай аллинчи тем пек илемлетсе пӗтернӗ чӗн йӗвене тӑхӑнтартрӗ, сӑхман аркипе чӗркесе тытнӑ чӗлпӗре Нухрата пачӗ.

Help to translate

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Блюм лашана кӑкарнӑ кантрана салтрӗ, аллине ҫакланнӑ йӗвене тӳрлетрӗ.

Блюм размотал коновязь, расправил захваченную узду.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Унта пӑтаран мурккаллӑ йывӑр йӗвене илнӗ те, унӑн ункисемпе чанкӑртаттарса, хупса тӑракан карта патне пынӑ.

Снял там с гвоздя тяжелую ременную с кистью узду и, погромыхивая баранчиками удил, пошел к затворенному хлеву.

I // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

— Эпӗ йӗвене ҫӑвара хыпӑп, — терӗ Геркулес, ҫӑварне сарлакан карса, — эсӗ хӑвна мӗн чул кирлӗ ҫавӑн чул чӗлпӗрне турткалама пултаратӑн.

— Я возьму узду в рот, — сказал Геркулес, широко раскрывая рот, — а ты можешь дергать за поводья сколько тебе угодно.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Йӗвене ҫиҫӗмрен те хӑвӑрт ярса тытса, лаша пуҫӗнчен уртӑнчӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куҫса ҫӳремелли пурӑнӑҫӑн мӗнпур йывӑрлӑхӗсем ун ҫине ӳкеҫҫӗ: вӑл ачисене хӑмӑш ашӑкпа чӗркесе таҫта та йӑтса ҫӳрет; вӑл сунара ҫӳремелли хатӗрсемпе пулӑ тытмаллисене вырӑнтан-вырӑна куҫарать, вӗсемпе пӗрлех «Pnormium tenax» текен сӗреке ҫыхмалли курӑксене йӑтать, сӗрекине те хӑех ҫыхать; мӗнпур ҫемьине унӑн тӑрантармалла; вӑл калтасем, пӗчӗк кайӑксемпе ҫӗленсем тытать; вут валли хӑрӑк турат пуҫтарса килет; хӳшӗ тума йывӑҫ хуппи сӗвет; вӑл йӗвене ҫакланнӑ мӗскӗн выльӑх пек нихӑҫан та канӑҫ мӗнне пӗлмест; вӑл хӑйне тытса тӑракан хыҫҫӑн тин упӑшки тиркесе хӑварнӑ юлашки апатсене пуҫтарса ҫиет.

Главная тяжесть забот кочевой жизни падает на неё: она всюду таскает за собой детей, завернув их в тростниковую циновку; она переносит с места на место охотничьи и рыболовные принадлежности и запасы растения phormium tenax, из которого она плетёт сети; она должна прокормить всю семью; она охотится на ящериц, мелких зверьков и змей; она собирает валежник для костра, она сдирает кору для шалаша; бедное вьючное животное, она не знает никогда покоя; она ест после своего властелина, доедая остатки, которыми он побрезгал.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл лаша патне чупса пычӗ те урхалӑха хӑвӑртрах пушатса ячӗ (хула ҫынни ун пек хӑвӑрт тума пултарас ҫук темелле), чӳлӗкне салтрӗ, йӗвене карт! туртса пушатрӗ, лашана ура ҫине тӑратрӗ.

Он подбежал к лошади, с непривычной для городского жителя сноровкой быстро отпустил подпругу, рассупонил ее и, рванув на себя узду, поднял лошадь на ноги.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ ухмах пулмарӑм, йӗвене ывӑтса ятӑм та, чи ҫивӗч кушак аҫи пек, пӗр ҫекунд хушшинче телеграф юпи ҫине хӑпарса кайрӑм, ӑна урасемпе яваласа илтӗм те, ларатӑп.

Я, не будь дурак, бросил уздечку и, как самый лихой кот, в один секунд взлетел на телеграфный столб, окорачил его ногами, сижу.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Макар лашана йӗнерлесе тӑратрӗ, ун пуҫне халиччен Титокӑн пулнӑ эрешлӗ йӗвене тӑхӑнтарса, нӑхтине хывса илчӗ те, юланутпа ҫӳреме хӑнӑхнӑ ҫын пек хӑрах урине йӗнерӗн шӑлланса пӗтнӗ пускӑчи ҫине пусрӗ.

Макар оседлал коня, снял с него недоуздок, накинув нарядную уздечку, некогда принадлежавшую Титку, привычно поставил ногу в зазубренное стремя.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл васкаса ывӑлӗ патне чупса пычӗ, йӗвене туртса илсе, кӗтессе пӑрахрӗ.

Она вдруг подбежала к сыну, вырвала у него из рук уздечку и бросила в угол.

22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл стена ҫумӗнчи йӗвене тытрӗ.

Подошел к стене, снял висевшую на стене уздечку.

22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хӗҫе туртса кӑлартӑм та пӗрне пуҫӗнчен патӑм, ӑна ҫӗлӗкӗ ҫӑлса хӑварчӗ, ҫапах та вӑл сулӑнса кайрӗ те йӗвене алӑран вӗҫертрӗ.

Я выхватил саблю и ударил мужика по голове; шапка спасла его, однако он зашатался и выпустил из рук узду.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed