Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑпӑлтатса (тĕпĕ: йӑпӑлтат) more information about the word form can be found here.
Ир тӑрса ларать ҫеҫ Тамара — кӑмака ҫинче ҫӗрӗпе тутлӑ тӗлӗк курса выртнӑ ама кушак тӑрс сиксе анать те ун патне йӑпӑлтатса пырать, мӑрӑлтата-мӑрӑлтата: «Тамарр, Тамарр», тесе ун ури тавра сӗртӗнсе ҫаврӑнать.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лапсӑркка та ӑслӑскер, Левен патне темиҫе хутчен те тухса, йӑпӑлтатса, хапха айӗпе каялла кӗре-кӗре каять.

Help to translate

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юратап эп, ват ухмах, аслисене килӗштерсе, сан пек йӑпӑлтатса, мӗн кирлине малтанах тупса хуракан шӗшлӗсене.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Ку телевизора эпӗ сана йӑпӑлтатса, вырӑсла каласан, «подхалимаж» шучӗпе памастӑп вӗт, ырӑ Савельич, — лӑпкӑн ӳкӗте кӗртме тӑрӑшнӑ ҫамрӑк инженер ватӑ маҫтӑра.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Стена хаҫачӗ ҫине ҫапнӑранпа Укань темиҫе хут та йӑпӑлтатса калаҫкаларӗ Кулюккапа.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗмӗл тирки ҫинчи парнине парасшӑн, Патша кӑмӑлне, ырлӑхне курасшӑн, — Хӑй кӑкри умӗнче хаваслӑ ҫӗклесе Пӗр шуралса, хӗрелсе, тепре чӗтресе, Йӑпӑлтатса калаҫрӗ патшапа самайччен Йӗри-тавра пурнан халӑхсем ҫинчен.

Help to translate

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӑнланатӑн-и ҫакна, Карпеев юлташ? — тет мана, чеен йӑпӑлтатса.

Help to translate

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ҫав фашистла бандит Прелл вӗсемпе йӑпӑлтатса калаҫрӗ.

Этот фашистский бандит Прелл заигрывал с ними.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— «Аттесемпе асаттесен ҫӗрӗ!..» — ыттисен умӗнче Хородничану майлах йӑпӑлтатса каларӗ вӑл, унран мӑшкӑласа.

— «Земля предков…» — умильно произнес он, передразнивая Хородничану.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Луччӑ йӑпӑлтатса юрама тӑрӑшас.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл арӑмӗ мӗн хушса янине аса илчӗ те, темӗнле ӗҫ пирки чӗннӗ пулсан та, парӑнса, кирлӗ пулсан, йӑпӑлтатса калаҫса, Михха кӑмӑлне ҫырлахтарма шухӑшларӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тилӗ ҫӗлӗкӗ, ун ҫывӑхнерех куҫса, йӑпӑлтатса калаҫма пуҫларӗ.

Help to translate

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл Иван патша умӗнче йӑпӑлтатса Астраханьте хӑй хан пуласшӑн.

Help to translate

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иван патша умӗнче йӑпӑлтатса тӑмастӑп.

Help to translate

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлашкинчен, ҫӗрпӳсене кун пек кӑмӑлпа кӑларса яма ҫуккипе пӗлсе йӑпӑлтатса та пӑхрӗ.

Help to translate

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусана парӑнтарнӑ хыҫҫӑн йӑпӑлтатса ярлыксем илчӗҫ, эпир яланах сирӗн майлӑ пулӑпӑр тесе тупа турӗҫ.

Help to translate

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытла йӳнӗ хак пулӗ ку, киле таврӑннӑ ятпа йӑпӑлтатса пӗрререн пӗрре сӗтел хушшине лартни.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑс патши патне кӗме сӑлтав сахал мар ҫав тутар мӑрсисен: пӗрисем вырӑссен аллинче тыткӑнра пурӑнакан тӑванӗсем патне кайса килме ирӗк ыйтса илесшӗн, теприсем хӑйсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тесе ун умӗнче кӑшт йӑпӑлтатса пӑхасшӑн, хӑшӗсем вырӑссене пулӑшас тесе аслӑ княҫа мӗнле те пулин хыпар пӗлтерме кӗресшӗн.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав кун тата Шигалей Черемисинова йӑлт тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ: вӑл паян ҫӗнӗрен ҫуралнӑ тейӗн, стрелецки голова умӗнче йӑпӑлтатса ҫеҫ тӑрать.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сафа умӗнче йӑпӑлтатса ҫеҫ тӑнӑ Чапкунпа Карамыш Булюка хан туса хумалла тесе кӑшкӑраҫҫӗ.

Help to translate

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed