Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑпшӑнкаласа (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Янтул ҫӗре анчӗ те йӑпшӑнкаласа Киремет варӗ еннелле утрӗ.

Яндул спустился с дуба и осторожно двинулся в сторону Киреметева вара.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лавҫӑ тавралӑха каҫ сулхӑн ҫапсан йӑпшӑнкаласа, хӗсӗнкелесе килсе кӗчӗ.

Как только стемнело, возница прокрался к поповскому дому.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пысӑк хӗрле кушак аҫи сарлака утӑмсемпе йӑпшӑнкаласа пире хирӗҫ утса тухрӗ.

Большой рыжий кот широкими крадущимися шагами шел нам навстречу.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑрттӑн йӑпшӑнкаласа ҫитсе, ыйтса пӗлсе каялла тавӑрӑнма сахалтан та икӗ сехет кирлӗ, вӑл пӗр сехетрен ытла та ҫӳремерӗ, ҫав вӑхӑтрах тата юманран чукмар туса хатӗрлеме те ӗлкернӗ.

Если крадучись пробираться да порасспросить и вернуться, тут как раз в два часа еле-еле управишься, а он ходил никак не больше часа и за это время успел еще дубовую палку вырезать и обделать.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эпӗ тӑтӑм та йӑпшӑнкаласа урама тухрӑм.

Я поднялся и, крадучись, вышел за калитку.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Широкихпа иксӗмӗр линолеум сирнӗ чухне эпӗ каскӑн синдо мӗнле йӑпшӑнкаласа ҫӳренине куртӑм.

Вскрывая вместе с Широких линолеум, я видел, как юлит пройдоха синдо.

I // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.

Тухать те, йӑпшӑнкаласа, ачасем хушшине кӗрсе ҫухалать.

И, прячась, шмыгнул в ребячью толпу.

Юлташ пул // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Лупашкари хӑвалӑх хӳтлӗхӗпе йӑпшӑнкаласа, боецсем вӑрмана ҫитрӗҫ.

Скрытно двигаясь по течению ручья, люди добрались до леса.

9 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Ну, мӗн, ҫӗленсем! — ҫиллессӗн кӑшкӑрса пӑрахрӗ Соколов темӗн пакӑлтатакан нимӗҫсене, унтан пирӗн хыҫра йӑпшӑнкаласа тӑракан кил хуҫи еннелле ҫаврӑнчӗ:

— Ну что, гады! — зло бросил Соколов лопотавшим что-то немцам, затем посмотрел на топтавшегося за нашими спинами хозяина:

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тепӗр сехетрен вӑл йӑпшӑнкаласа утса садран тухрӗ, хӗссе ыратакан чӗрепеле тахҫан хӑйӗн ҫамрӑклӑхӗ чечекленсе иртнӗ вырӑна, — унта халь пушӑ картиш кӑмрӑклӑ сарай юписемпе, кӑмакасен тата пӳрт никӗсӗн ҫунӑк ишӗлчӗкӗсемпе хурлӑхлӑн, та хуран курӑнса ларать, — юлашки хут ҫаврӑнса пӑхрӗ те тӑкӑрлӑк тӑрӑх майпен утса кайрӗ.

Через час она крадучись вышла из сада, в последний раз со стиснутым болью сердцем оглянулась на место, где некогда отцвела ее юность, пустынный двор угрюмо чернел обуглившимися сохами сараев, обгорелыми развалинами печей и фундамента, — и тихо пошла по проулку.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Местечкӑна пырса кӗнӗ чух вӑл темле ҫеҫ патруль ҫине ҫитсе тӑрӑнмарӗ, ҫавӑнпа та халӗ кашкӑр пек хыпаланса, хӳмесем ҫумне йӑпшӑнкаласа, сылтӑм аллине шинель кӗсйинчен кӑлармасӑр асӑрханса утать.

При входе в местечко он едва не наткнулся на патруль и теперь шел с волчьей торопкостью, прижимаясь к заборам, не вынимая правой руки из кармана шинели.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шуйттан ӗнтӗ хуллен те вӑрттӑн йӑпшӑнкаласа уйӑх патне ҫитрӗ, ӑна ярса илес тесе, аллине те тӑсрӗ; анчах сасартӑк, пӗҫертсе янӑ пек, каялла туртса илчӗ, пӳрнисене ӗмкелерӗ, унтан вара, урипе тапӑлтаткаласа илчӗ те уйӑх патне тепӗр енчен пычӗ, каллех каялла сиксе ӳкрӗ.

Между тем черт крался потихоньку к месяцу и уже протянул было руку схватить его, но вдруг отдернул ее назад, как бы обжегшись, пососал пальцы, заболтал ногою и забежал с другой стороны, и снова отскочил и отдернул руку.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пилӗк ҫулсене ҫитнӗ тепӗр ачи, сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗскер, куҫӗсене телейлӗн выляткаласа ашшӗпе юнашар ларать, вӑл та пӑтӑ ҫиет, хушӑран-хушша ачашшӑн ашшӗ ҫумне йӑпшӑнкаласа илет.

Другой сын, лет пяти, белокурый и вихрастый, сидел рядом с отцом, счастливо поблескивая глазами, тоже ел кашу и иногда, преисполненный счастья, прижимался головой к боку отца.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed