Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑпатса (тĕпĕ: йӑпат) more information about the word form can be found here.
Икӗ ывӑлӗпе кинӗсем тем тӗрлӗ те ыйтса пӗлме тӑрӑшатчӗҫ, йӑпатса та, хӑратса та калаҫатчӗҫ.

Help to translate

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Кам йӑпатса пулӑшӗ йывӑр хуйха тӳссе ирттерме?..

Help to translate

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Апла та капла йӑпатса, сахӑр парса, ачаран ятне-шывне ыйтса пӗлет вӑл майӗпен, вара пач кӗтмен-туман чухнех ыталаса чуптума: «Эпӗ сан аҫу вӗт! Паян кӗҫнерни кун-иҫ!» — теме тытӑнать.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӑрҫӑ пуҫлансан вӑл, ҫитмӗл ҫулхи старик, военкомата пынӑ, анчах ӑна унтан лӑпкӑн кӑна йӑпатса кӑларса янӑ…

Help to translate

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Сана йӑпатса калама та, улталама та эпӗ пӗчӗк ача мар.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Крючниксем, ӑна йӑмӑкӗ пекех шутласа, йӑпатса хӑварма тӑрӑшрӗҫ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ан тив, кӗтӗр, ним чул та хӑрамастӑп. Лашана ҫеҫ ан тивтӗрччӗ», — хӑйне хӑй йӑпатса кӑмӑлне хытарма тӑрӑшрӗ Анук.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, чӑлана кӗрсе, хӗрачине алла тытрӗ, йӑпатса макӑрма чарчӗ.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗне сӑвакансем вӗрентнипе ҫеҫ «вӑкӑр хуҫи» унпа пӗр чӗлхе тупнӑ: малтан апат лайӑх ҫитермелле, кайран йӑпатса, ачашласа кирлӗ ӗҫсене тумалла.

Help to translate

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Ҫак вӑхӑтра кил хуҫи хӗрарӑмӗ тухрӗ те Лорӑпа мана йӑпатса васкатсах пӳрте илсе кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Шывхуҫи Эсекеле йӑпатса хӑйӗн керменӗпе паллаштарма шут тытать.

Help to translate

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Йӑпатса хавхалантарасшӑн ҫеҫ ҫырчӗ-ши е чӑнах та эп тӑван литературӑна таврӑнасса шанать-и?

Help to translate

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫырӑвне тепӗр хут вуланӑ чух тин асӑрхарӑм, ҫавӑнтах мана лӑплантарма тӑрӑшать курса паллашман юлташӑм: «Ун пекки пулать вӑл пирӗн…» — тет йӑпатса.

Help to translate

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Йӗри-тавра тирпейлӗх хуҫаланать, кашни кӗтесре куҫа йӑмӑхтаракан илемлӗ чечексем ҫеҫке ҫурнӑ, ача-пӑчана йӑпатса вылятмалли хатӗрсем те (вӗсенчен чылайӑшне шӑпӑрлансен ашшӗ-амӑшӗсен пуҫарӑвӗпе тунӑ) темӗн тӗрли те пур.

Help to translate

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Сирӗн, вӗреннӗ ҫынсен, хӗрпе темиҫе ҫул калаҫса, туслӑ пулмалла та, пӗр-пӗрне йӑпатса, тарӑхтарса, ҫӗтӗлтерсе пӑхмалла та — тин авланмалла.

Help to translate

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Эс, юратнӑ аттеҫӗм, мана аплах ан мӗн ту-ха… — тет Хвати пӗррехинче, йӑлтӑркка куҫӗпе мана йӑпатса.

Help to translate

Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.

Вӑл ачана йӑпатса ыйтать.

Help to translate

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ Ҫатюка йӑпатса та пӑхатӑп, вӑл ман сӑмаха итлемест.

Help to translate

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫук-ха, хушшӑн-хушшӑн ӑшӑ ҫил, ҫамрӑк та шухӑскер, ҫан-ҫурӑма ачашшӑн ҫупӑрлакаласа, чун-чӗрене канӑҫ хумӗ ҫинче ярӑнтарса йӑпатса, йывӑҫ ҫулҫисем ҫине вакланса сапӑннӑ хӗвел пайӑркисене йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫиҫкӗнлентерсе, пуса каччи ташшине тӑпӑр-тӑпӑр ташлаттаркаласа иртет.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ун пеккине Рая, хуллен лӑпкаса, йӑпатса ещӗке ярать.

Help to translate

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed