Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах инҫетре ҫав-ҫавах, паҫӑрхи пекех, тинӗс йӑлтӑртатса выртать, хумсем ҫинче те паҫӑрхи карапах.Но море все так же сверкало в отдалении, и корабль был ясно виден.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Хӗвелпе йӑлтӑртатса выртакан тинӗс кукӑрӗн варринче якӑр ярса тӑракан карапа курсан вӑл, хӑйӗн шухӑшне татах та ҫирӗплетрӗ.Он еще более убедился в этом, когда увидел корабль, стоявший на якоре посреди блистающего моря.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Васкамасӑр, шухӑшласа, пӗр пӑлханмасӑр, е ӑраснах интересленмесӗр вӑл ҫак тӗлӗнмелле юханшыва тавракурӑм патне ҫитичченех куҫӗпе сӑнаса кайрӗ те — ҫак юханшыв вӗҫе-хӗррисӗр сарӑлса, йӑлтӑртатса выртакан тинӗсе юхса кӗнине курчӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Акӑ тинех — ҫӳлелле улӑхакан ҫурла ҫутинче — аппаратӑн хурҫӑ витти йӑлтӑртатса илчӗ.Наконец, в свету восходящего серпа блеснула стальная обшивка аппарата.
Хӗвел анни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вилӗ ҫутӑ ҫинче кактус ҫулҫисем йӑлтӑртатса хускалчӗҫ.
Хӗвел анни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Манӑн пуҫ тӑрринчех, хура пӗлӗт хушшинче, ҫиҫӗм йӑлтӑртатса илчӗ.
Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Кӗҫени те, хӗр-тантӑшӗн ним пытанчӑксӑр кӑмӑлне савса, сасартаках пӗлӗт айӗнчен тухнӑ хӗвел пайӑрки пек йӑлтӑртатса, ҫак эреветлӗ курӑнма пӗлекен ӑшпиллӗ ҫынна ҫӑт ҫупӑрларӗ: «Ырӑ ҫын эсӗ, Елькка, каҫар», — терӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӗрлӗрех куҫӗсемпе йӑлтӑртатса вӑл калатчӗ:
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӗсем лайӑх йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, анчах — ӑҫта-ши вӗсен чӑн пичӗ, пӗр-пӗр шухӑшӑн хӑш енӗ Уҫӑпшӑн ҫывӑхрах-ши, хаклӑрах-ши?
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл макӑратчӗ, куҫҫулӗ унӑн сухалӗ ҫинелле юхса анатчӗ те, пурҫӑнла сухал пӗрчисем ҫинче кӗленчерен тунӑ шӑрҫасем пек йӑлтӑртатса тӑратчӗ.Он плакал, слезы стекали ему на бороду и светились на шёлке волос стеклянными бусами.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӗленче шарсене мачча ҫумнех хӑпартса лартнӑ, унта ҫекӗлсем ҫинче, тӗтӗм тӗтри ӑшӗнче, кӑваккӑн йӑлтӑртатса ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗлле суту-илӳ начар, ҫавӑнпа та усламҫӑсен куҫӗсем сыхланчӑкӑн, ҫӑткӑнӑн, йӑлтӑртатса тӑни ҫук, ҫулла пулсан ҫавӑ вара вӗсене пӑртак илем парса чӗрӗлтерсе тӑрать.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пит хурланмалла пекчӗ; карташӗнче праҫник кунӗ йӑлтӑртатса тӑрать, ҫуртӑн крыльцине, хапхана ҫамрӑк хурӑнсемпе капӑрлатнӑ; кашни тумба ҫумнех чӗрӗ вӗрене, пилеш турачӗсене ҫыхса лартнӑ, пӗтӗм урам савӑнӑҫлӑн ешӗрсе тӑратчӗ, пурте пит ҫамрӑк, ҫӗнӗ; иртенпех мана ҫурхи праҫник нумайлӑха килсе ҫитнӗ пек, ҫак кунтанпа пурӑнӑҫ тасарах, ҫуттӑрах, савӑнӑҫлӑрах пулса каяс пек туйӑнатчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫынсем ырланӑ пек туса шикленнӗ пек саланса карӗҫ; тӗттӗмрех ҫенӗхре эпӗ кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑмӑн ҫаврака шурӑ пичӗ ҫинче шывланнӑ куҫӗсем ҫилленчӗклӗн йӑлтӑртатса тӑнине куртӑм.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ман тӗлте симӗс турачӗсем ҫинчен сывлӑм тумламӗсене силентерсе лӑсӑллӑ вӑрман янтраса ларать; сулхӑнра, йывӑҫсем айӗнче, упа саррин тӗрӗллӗ ҫулҫисем ҫинче ирхи тӑм кӗмӗл парча пек йӑлтӑртатса тӑрать.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл ҫырма хӗрринче ларать, тутӑр сарса хунӑ, ун ҫине ҫӑкӑр, хӑярсем, ҫарӑк, улмасем хунӑ; ҫав мӗнпур ырлӑх хушшинче хрусталь пробкӑллӑ — Наполеон пуҫӗллӗ, пит хитре пӗчӗк графин хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса ларать, графинӗ ӑшӗнче чей курӑкӗ ярса йӳҫӗтнӗ пӗр шкалик эрех пур.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унта уйӑх ҫутин пайӑркисем шӑппӑн курӑнаҫҫӗ, турӑшсем умӗнче нихҫан сӳнтермен лампада ҫути чӗтрет, стена ҫинче ҫӗҫӗсем, пӑр тумламӗсем пек, йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, ҫӳлӗксем ҫинчен — хура ҫӑматсем, такамсен куҫсӑр пичӗсем пек туйӑнаҫҫӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чун вӗҫӗ-хӗррисӗр, тӗпсӗр пушӑ ҫӗрте ярӑнса ҫӳрет те, шӑрпӑк ҫути тӗттӗмре сӳнсе ларнӑ пек, сӳнсе пӗтсе ларать, вӑл ҫав пушӑ ҫӗр талккӑшӗнче йӑлтах ирӗлсе каять, унта ҫын ҫитмелле мар ҫӑлтӑрсем ҫеҫ йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, ҫӗр ҫинче пурте пӑчланнӑ, пурте кирлӗ мар, йӑлтах вилнӗ пек туйӑнать.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑйсем пиллӗкӗшӗ те шлем тӑхӑннӑ, шлемӗсем уйӑх ҫутипе йӑлтӑртатса кӑна пыраҫҫӗ.
35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл тӗрлӗ тӗслӗн йӑлтӑртатса куҫа йӑмӑхтарать, инҫете-инҫете тӑсӑлса каять те унта пачах ҫухалать.Она горела, ослепительно сверкала, переливаясь всевозможными красками, и терялась где-то вдалеке.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.