Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗтесри телевизор экранӗ ҫинче темле мӗлке йӑлт! йӑлт! сикет.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Пиллӗкӗшӗ ҫырана йӑлт! та йӑлт! сиксе тухма тапратрӗҫ.
Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.
Вӑл ялан таса, тирпейлӗ; унта нимӗнле ӑпӑр-тапӑр та ҫук, йӑлт кирлӗ япала, йӑлт хӑйӗн вырӑнӗнче.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Урасмет ку хаяр сӑмахсене илтсе йӑлтах тилӗрсе кайрӗ, йӗнерӗ ҫинче йӑлт та йӑлт! сиккелеме пуҫларӗ.
7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Йӑлт лавкканнипе вӗт, йӑлт лавкканнипе…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Этем хӑлхи чухлас анлӑшра йӑлт чӗтӗревлӗ, йӑлт сисӗмлӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Килне кайма пуҫтарӑнса алӑк патнелле утакан Динӑна йӗкӗт (ҫук, вӗҫертмест ӑна Виталий: мӗн тумаллине йӑлт паян, йӑлт кӗҫӗр туса ирттермелле-ҫке-ха унӑн) хӑвӑрт ҫулса илчӗ:
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тӑрӑшни харама каймарӗ терӗ Том, мӗншӗн тесен халӗ, хуть те вӗлер, Салли аппа тӗрӗс шутласа кӑлараймасть, йӑлт пӑтрашӑнса кайрӗ вӑл; тӗрӗс шутласан та хӑйне хӑй ӗненмест; тата пӗр-ик кун ҫак ӗҫпе аппалансан, пуҫӗ йӑлт ҫаврӑнса каять унӑн; вара вӑл ҫав ҫӗрҫӑтман кашӑксене шутлама пӑрахӗ, кам та пулин ҫакна тепӗр хут тума ыйтас пулсан та, лайӑх кӑна сӑсӑл вӗҫтерӗ.
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Йӑлт шӑпланчӗ… хӗвелӗн юлашки хӑрушла йӑлтӑрти ҫутинче йӑлт салхуланчӗ.Всё притаилось… всё изнывало под зловещим блеском последних солнечных лучей.
Кӑвакарчӑн // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 172–173 с.
Мӑкӑрланса, йӑлт та йӑлт ҫӳлелле сиккелерӗҫ лампӑсен вутлӑ чӗлхисем.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ун патнелле Шурочка, ҫӑмӑлскер те каҫӑрскер, хӑйӗн шурӑ платйипе тем пысӑкӑш йывӑҫран хура вуллисем хушшинче, вӑрманти ҫут сывлӑш евӗр, йӑлт та йӑлт мӗлтлетсе, васкавлӑн ыткӑнса килетчӗ.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Шурочка куҫӗсене хыттӑн хӗссе лартрӗ те пуҫне ашкӑнчӑклӑн сулкаларӗ, ҫавна май сапаланчӑк ҫӳҫ пайӑркисем ун ҫамки ҫинче йӑлт та йӑлт сиккелесе тӑчӗҫ.
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Чӑнах йӑлт… йӑлт пӗтрӗ-ши?..» тет унӑн чунӗ, анчах каласа пӗтереймест… ҫав чун пӑшӑлтатнине никам ан пӗлтӗрччӗ, ан илттӗрччӗ тесе, Ольга шиклӗн йӗри-тавра пӑхкалать…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ырӑ кунсем иртсех пыраҫҫӗ, пурнӑҫ пӗрмай малаллах каять, йӑлт улшӑнать, йӑлт ишӗлет, ишӗлет.Не остановятся ясные дни, бегут — и все течет жизнь, все течет, все ломка да ломка.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
12. Сирӗн пата килме тухнӑ чухне ҫак ҫӑкӑрсене эпир ӑшӑллах илсе тухнӑччӗ, кунта ҫитиччен йӑлт типсе кӑвакарса пӗтрӗҫ; 13. эрехне те вӗр-ҫӗнӗ тир хутаҫсене тултарнӑччӗ, вӗсем те йӑлт ҫӗтӗлсе пӗтрӗҫ; инҫе ҫула пула пирӗн тумтирӗ те, ура сыррисем те йӑптӑхланчӗҫ, тенӗ.
Нав 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Виҫҫӗмӗшӗсем вара йӑлт правительство айӑплӑ тесе хирӗҫ хуравлаҫҫӗ.
Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html
Кӗтменччӗ каччӑ хӗрӗ ӑна самантрах, кӑвак хуппи йӑлт туса иличченех, тутаран та, питрен те, куҫран та, хӑлхаран та чуптуса илме ӗлкерессе.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Турккӑсенчен ирӗке тухнӑ тӗле хула йӑлт пуш-пушӑ пулнӑ, ҫавна май кунта халӑх ҫӗнӗрен куҫма тытӑннӑ, ҫуртсене вӗсен ҫӗнӗрен ҫӗклеме тивнӗ.
Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC
Ытларах чухне йӑлт пластикран тӑваҫҫӗ.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Хӗлип йӑлт ҫаврӑнса пӑхрӗ.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.