Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑли (тĕпĕ: йӑла) more information about the word form can be found here.
Ял-йыш, — йӑли пур, — хисеплерӗ: Ярт уҫрӗ анлӑ хапхана.

Help to translate

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Ҫул ҫӳренӗн Йӑли: сана, тӗнче те кур.

Help to translate

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл халӑх кӑмӑлӗ, ун ӑсӗ, Аваллӑхӑн таса йӑли.

Help to translate

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ятламас, ку сӑмахсем мӗне пӗлтернине питӗ лайӑх пӗлекенскер, хӑйӗн Альпине хӳтӗлеме ыткӑннӑччӗ, ӑна темиҫе ҫын ярса илчӗҫ, «юрамасть, санӑн хутшӑнма юрамасть, йӑли ҫапла, Ятламас» тесе айккинелле сӗтӗрсе кайрӗҫ.

Help to translate

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун йӑли ҫавӑн пек: кӑнтӑрла вӑл боярсене, тӗрлӗ ҫӗр-шывсенчен килнӗ элчӗсене йышӑнать, каҫхине е ҫӗрле пысӑкрах ӗҫсенчен пушансан хӑйне кирлӗ ытти ҫынсене чӗнтерет.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тирпей-илемӗн 2-мӗш объекчӗ - «Тури чӑвашсен культурипе йӑли» этнокартишӗн иккӗмӗш тапхӑрӗн пӗрремӗш пайӗ (этнокартишӗн тул енчи территорийӗ).

Help to translate

Тирпей-илем объекчӗсемшӗн сасӑлаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/tirpej-ilem-obekc ... lacce.html

Тирпей-илемӗн 1-мӗш объекчӗ - «Тури чӑвашсен культурипе йӑли» этнокартишӗн пӗрремӗш тапхӑрӗн пайӗ (этнокартишӗн шалти территорийӗ).

Help to translate

Тирпей-илем объекчӗсемшӗн сасӑлаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/tirpej-ilem-obekc ... lacce.html

Старик мӗнле пупленинчен ҫынсем ҫакна чухлаҫҫӗ: Пикпав вӑл вырӑна лайӑх пӗлет, тен, ыттисенчен маларахах пулса курнӑ-ха вӑл унта, хӑй тӗллӗн ку сӑрт киремет карти тума майлӑ тесе шутласа хунӑ, анчах йӑли ҫапла — ват ҫын сӑмахне итлемесӗр ӗҫе татса пама ҫук.

Help to translate

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ман шутпа, яппун халӑх йӑли пит ӑслӑ: ача ҫуратман хӗре арҫын качча илмест.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Аван та-ҫке халӑх йӑли!

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Йӑли ҫапла чӑвашсен.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ку вӑл ваттисен йӑли.

Help to translate

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку вӑл хӗвел тухӑҫӗнчи халӑхсен тахҫанхи йӑли.

Help to translate

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ырӑ ҫынна ырӑпа тӳлеҫҫӗ — вӑл халӑх йӑли, — кӑмӑллӑн каларӗ Марье.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каҫарсамӑр: вырӑссен йӑли ҫапла, — терӗ те Соня патне ҫывхарчӗ Богданов.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Йӑли ҫавнашкал: вӑрӑм ҫула тухас умӗн кӑшт лараҫҫӗ ҫынсем.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ача-пӑчан хӑйӗн йӑли: кунӗ-кунӗпе мӗн те пулин шаккасси те ватасси.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Йӑли ҫапла.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ҫо-ок, майралла пулма кирлӗ мар — хамӑрӑн пек, чӑвашӑн пек пултӑр йӑли: килти сӑмах — яла ан тухтӑр, харкашу тавраш — урамра ан илтӗнтӗр.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах юлашки ҫулсенче чӑваш ачисем Атӑл тӑрӑх сулӑ юхтарнӑ ҫӗрте, баржа ҫинче матросра пулнӑ чух, е хохолсем хушшинче ҫӗркӑмрӑк кӑларас ҫӗрте пурӑннӑ чух — урӑх халӑхсен йӑли ҫинчен чылай илтнӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed