Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нумай пулнӑ кунта Соломон свитинчи хисеплӗ те паллӑ ҫынсемпе унӑн ҫарпуҫӗсенчен: Бен-Гевер, Аргови облаҫӗн пуҫлӑхӗ, Ахимаас та, Васемафи патшан хӗрне качча илнӗскер, ҫивӗч ӑслӑ Бен-Декер та, Зовуф та, тухӑҫри йӑла тӑрӑх, «патша тусӗ» текен пысӑк ятпа ҫӳрекенскер, Соломонӑн пӗртӑванӗ, Давидӑн пӗрремӗш арӑмӗнчен юлнӑ Далула та, ытлашши мула та ӗҫке пула вӑхӑтсӑрах тӑмсайлӑха кӗрсе ӳкнӗ, хавшака, ҫурма вилӗ ҫын.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫавӑн чухне, Филимонов килӗ тӗлне ҫитичченех, вӗсем тырӑ акса хӑварасси ҫинчен калаҫса пычӗҫ, анчах ҫемьепе йӑла ыйтӑвӗсене урӑх тӗкӗнмерӗҫ вара.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пурнӑҫпа йӑла ыйтӑвӗсенче эпӗ санпа килӗшместӗп.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Утпа ҫӳренӗ чух кӗсье телефонне чиксе ҫӳрес йӑла ҫук, — ҫаплах ӑшталанчӗ Лекҫей ыратакан урине вырнаҫтарса хуркаланӑ май.
Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№
Розалия Наумовна та ӑнран кайрӗ пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл: йӑла тӑрӑх тупӑксӑрах пытармалла ҫав, терӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Еврейӗ, икӗ ҫӗлетмен тӳшек виттинчен тунӑ пӳспе чӗркенӗ вилӗ умӗнче — ку та йӑла тӑрӑхчӗ ӗнтӗ — ҫӗр хута вуласа кӗлтурӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑй аппӑшне вӑл, йӑла тӑрӑх, ҫав вилнӗ кунхинех пытарасшӑнччӗ.Ей непременно хотелось похоронить сестру в тот же день, как полагается по обряду.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫамрӑккисем унта ытларах толстовка тӑхӑнаҫҫӗ, сулахай кӗсйисенче — автомат-ручка (ку вӑл хальтерех кӗнӗ ҫӗнӗ йӑла пулмалла), галифепе, урисенче атӑ мар.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хӗрачасемпе эпир юлташлӑччӗ, анчах та хӗрачасемпе ҫапӑҫас йӑла, ҫитменнине юлашки класра, ҫукчӗ вара пирӗн.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Вӑрҫӑччен пирӗн Бобруйскра ӑслӑ ҫынсен малтан ӗҫлес, унтан вара ӗҫес йӑла пурччӗ, — терӗ парикмахер кулкаласа.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948