Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑла the word is in our database.
йӑла (тĕпĕ: йӑла) more information about the word form can be found here.
— Таврӑнсан та килмӗ паян, каҫхине кантурта ларас йӑла ҫук ун, ирхине вара тӑват-пилӗк сехетрех кунта.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тепӗр арҫыннӑн е хӗрарӑмӑн ют ҫын умӗнче хӑй мӑшӑрне картмасӑр калаҫас йӑла пур.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кам пӗлет сирӗн пеккисене, тус-тантӑша та шеллес йӑла ҫук-и, тен, сирӗн.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫынна улталасси-мӗнӗ ҫук ман, кӗрт йыттилле хӑтланса ҫылӑха кӗрес йӑла та ҫук.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Малалла ялан пулакан йӑла пулӗ.

Help to translate

Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=UVgrbNjD1cc

– Эпир кӑҫалтанпа ҫакӑн пек питӗ лайӑх йӑла пуҫарса ятӑмӑр.

Help to translate

Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=UVgrbNjD1cc

Ку 2016-мӗш ҫултанпах пыракан йӑла.

Help to translate

Ҫамрӑксен балӗ Хӗрлӗ тӳремре иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=D_RFPSpAEeI

Ҫимӗк умӗн мунчара ҫӑвӑнса ҫитмӗл ҫичӗ курӑкран тунӑ милӗкпе ҫапӑнас йӑла пулнӑ.

В преддверии Семика была традиция париться в бане с веником из семидесяти семи трав.

Кукамайсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/625

Паянхи вӑхӑтра та ҫак йӑла пӑрахӑҫа тухма мар, вӑйлӑрах та вӑйлӑрах аталанса пырать.

Help to translate

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Йӑла каяшӗсене илсе тухнӑшӑн укҫа-тенке вӑхӑтра тӳлесе пыма ыйтрӗ.

Help to translate

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов пирӗн тӑрӑхра йӑла каяшӗсене турттарса тухасси, кирлӗ мар ҫӗрте ҫӳп-ҫап пӑрахмалли вырӑнсем туса хурасран асӑрханасси, тавралӑха тирпейлӗ тытасси мӗнле пулса пынипе паллаштарчӗ.

Help to translate

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Центр ӗҫченӗсем ватлӑхри ҫынсене, инвалидсене, ачасемпе йывӑр лару-тӑрури ҫемьесене медицина, психологи, право, экономика, йӑла тӗлӗшӗнчен социаллӑ пулӑшу параҫҫӗ.

Help to translate

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Евгений Захаров заводра ыр йӑла пуррине пӗлтерчӗ.

Help to translate

Тӗп редакторсем Вӑрнарта канашларӗҫ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12709-t- ... anashlar-c

Тарановӑн тахҫантанпах ҫирӗпленнӗ йӑла пур: кирек хӑш кун та кӑнтӑрла иртни пӗр сехет тӗлне киоск умне ҫитсе тӑрать, почтӑран хальтерех ҫеҫ кӳрсе килнӗ хаҫат-журнал хушшинче хӑйне кирлине шырать.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чун-чӗрине килӗшменни ҫинчен пат татса тӳрккессӗн мар, ҫемҫен, йӑвашшӑн тӑрӑхларах асӑрхаттарас йӑла пур унӑн, калаҫнӑ чух хӑй именчӗклӗн йӑл кулса илет.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Субботник ирттересси – ку вӑл ҫынсене пӗрлештерекен ырӑ йӑла, тӑван тӑрӑх тасалӑхӗшӗн, илемлӗхӗшӗн, ҫут ҫанталӑкшӑн усӑллӑ ӗҫ.

Help to translate

Ҫуркунне вӑранать, тӗрлӗ ӗҫ хушӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60606

Ҫак тапхӑрта хӑйне май ырӑ йӑла ҫирӗпленчӗ.

Help to translate

Ӑсталӑх чемпионатне хутшӑнаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60769

— Итле-ха, тусӑм, мӗнле йӑла вӑл санӑн: эсӗ, рояль умне ларсан, час-часах вара малтан «Пӗчӗк акӑшсен ташшине» каласа илетӗн…

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ҫапла ӗнтӗ, ҫак ватӑ ҫыннӑн кил-ҫуртне хӑй ҫамрӑк чухнех ҫамрӑк ҫынсем пӗрре иленнӗ те, вӑл йӑла ку таранчченех пырать.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ҫулсерен Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырас йӑла ҫирӗпленнӗ темелле.

Help to translate

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed