Шырав
Шырав ĕçĕ:
29. Икӗ ҫул иртсессӗн, Антиох патша Иуда хулисене хырҫӑ пуҫтаракансен пуҫлӑхне янӑ; ҫавӑскер Иерусалима пысӑк ушкӑнпа пырса кӗнӗ; 30. чееленсе, вӗсене тӑнӑҫлӑх суннӑ пек калаҫнӑ, лешӗсем ӑна ӗненнӗ; анчах вӑл кӗтмен ҫӗртен тапӑнса хулана пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, Израиль халӑхне питӗ нумай пӗтернӗ; 31. хулана, ҫаратса тухса, вут тӗртсе янӑ, унӑн килӗ-ҫурчӗпе хӳмисене йӗри-таврипех ишсе хӑварнӑ; 32. хӗрарӑмӗсемпе ачисене тыткӑна илнӗ, выльӑх-чӗрлӗхне хӑваласа кайнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫав кун акӑ епле пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа: санӑн хушшунтан ҫар учӗсене пӗтерсе, ҫар ураписене ҫӗмӗрсе тухӑп, 11. санӑн ҫӗрӳнти хуласене аркатӑп, хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ хӳтлӗхӳсене пурне те ишсе антарӑп, 12. санӑн аллунтан асам ӑсталӑхне туртса илӗп, пӗлӗтсене пӑхса юмӑҫ яраканӗсем те пулмӗҫ санӑн; 13. санӑн хушшунтан хӑв пуҫҫапакан суя турӑсен кӗлеткисене тата йӗрӗхсене пӗтерӗп, эсӗ вара текех хӑвӑн аллу тунӑ япаласене пуҫҫапмӑн.
Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсен чӗрисем икке пайланчӗҫ, ҫавӑншӑн хаса парӗҫ те вӗсене: Турӑ вӗсен чӳк вырӑнӗсене ишсе антарӗ, йӗрӗхӗсене аркатса тӑкӗ.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
96. Эпӗ пур халӑхсене, йӑхсене, ӑрусене ҫапла хушатӑп: Седрахӑн, Мисахӑн тата Авденагон Туррине хурлакан ҫынна касса ваклаччӑр, унӑн ҫурт-йӗрне ишсе тӑкчӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫапла ҫӑлма пултаракан Турӑ урӑх ҫук.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
79. Китсем, шывра мӗн ишсе ҫӳрекенни пурте Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.79. Благословите Господа, киты и все, движущееся в водах, пойте и превозносите Его во веки.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсӗ ишсе ҫӳренӗ ҫӗре ту тӑррине ҫитиччен санӑн юнупа шӑварӑп; лупашкасем санпа тулса ларӗҫ.6. И землю плавания твоего напою кровью твоею до самых гор; и рытвины будут наполнены тобою.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӗҫ Египет ҫине кайӗ, Египетра вилекенсем ӳкме пуҫласассӑн, унӑн пуянлӑхне туртса илсессӗн, никӗсне ишсе пӑрахсассӑн, Эфиопи ҫӗрӗнче те сехӗрленӗҫ; 5. Эфиопи, Ливи, Лиди, пӗтӗм хутӑшнӑ халӑх тата Хуб, халал ҫӗрӗн ывӑлӗсем — пурте вӗсемпе пӗрле хӗҫ айне пулса вилӗҫ.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Мулна ҫаратса пӗтерӗҫ, таварна тустарса тухӗҫ, хӳмӳсене аркатса тӑкӗҫ, илемлӗ ҫуртусене ишсе пӑрахӗҫ, чулусене тата йывӑҫусене, тата ҫӗрне шыва ывӑтӗҫ.
Иез 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара Тир хӳмисене ҫӗмӗрсе тӑкӗҫ, унӑн пашнисене ишсе антарӗҫ; унтан унӑн ҫӳп-ҫапне шӑлса кӑларӑп та ӑна ҫара чул хысак туса хӑварӑп.4. И разобьют стены Тира и разрушат башни его; и вымету из него прах его и сделаю его голою скалою.
Иез 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсир пылчӑкпа сӗрнӗ хӳмене ҫӗмӗрӗп, ӑна ҫӗре ишсе антарӑп, ӗнтӗ унӑн никӗсӗ тухӗ, арканӗ вӑл, унпа пӗрле эсир те пӗтетӗр; Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара, тет.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Сирӗн чӳк вырӑнӗсем пушӑ юлччӑр, арканччӑр тесе, сирӗн йӗрӗхӗрсем саланччӑр, пӗтчӗр тесе, хӗвел юписем ишӗлччӗр, эсир мӗн туни тӗппипех ҫухалтӑр тесе, эсир пурӑнакан пур вырӑнта та хуласене тустарса тухӗҫ, тӳпем вырӑнсене ишсе антарӗҫ.
Иез 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа Турӑ тусемпе сӑртсене, айлӑмсемпе васансене ҫапла калать: акӑ хӗҫӗме сире тӗллесе ярӑп та сирӗн тӳпем вырӑнӑрсене ишсе пӑрахӑп; 4. сирӗн чӳк вырӑнӗсем пушӑ юлӗҫ, хӗвел ячӗпе лартнӑ юпӑрсене ҫӗмӗрсе тӑкӗҫ, вӗлернисене хӑвӑрӑн йӗрӗхӗрсем умне пӑрахӑп; 5. Израиль ывӑлӗсен виллисене хӑйсен йӗрӗхӗсем умне хурӑп, сирӗн шӑммӑрсене хӑвӑрӑн чӳк вырӑнӗсем тавра сапаласа пӑрахӑп.
Иез 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Халдейсем Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умӗнчи пӑхӑр юпасене, сапансене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи пӑхӑр тинӗсе ишсе антарнӑ, мӗнпур пӑхӑрне Вавилона турттарса кайнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗпе пӗрле ҫитнӗ халдейсен ҫарӗ Иерусалим тавра хӑпартнӑ хӳмене йӑлтах ишсе тӑкнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй тинӗсре ишсе ҫӳрекенсем, ӑна тултарса тӑракансем, утравсемпе унта пурӑнакансем, Ҫӳлхуҫана аслӑласа ҫӗнӗ юрӑ юрлӑр, Ӑна ҫӗр хӗрринчен мухтавлӑр.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Санӑн ҫӳллӗ те тӗреклӗ хӳмӳсене аркатӗ, ишсе антарӗ, вӗсенчен тусан тӑвӗ.12. И твердыню высоких стен твоих обрушит, низвергнет, повергнет на землю, в прах.
Ис 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тата: хӑшӗ-пӗри, ишме, хаяр хумсем урлӑ ишсе каҫма шутласассӑн, йывӑҫ таткинчен пулӑшу ыйтать, ҫыннине лартса каякан караппа танлаштарсассӑн вӑл — ӑпӑр-тапӑр ҫеҫ: 2. карапне пуянлӑха ӗмӗтленни шухӑшласа кӑларнӑ, тӑвасса ӳнерҫӗ ӑслайса тунӑ, мӗн кирлине пӗтӗмпе туса ҫитернӗ, 3. анчах, Аттемӗр, карапа Санӑн аллу тытса пырать: тинӗсри ҫула та, хумсем хушшинчи шанчӑклӑ сукмака та Эсӗ панӑ, 4. ҫапла Эсӗ тинӗсе пӗли-пӗлми тухакана та пӗтӗм хӑрушлӑхран ҫӑлма пултарасса кӑтартатӑн.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Акӑ тинӗс — аслӑ та сарлака вӑл: унта чӗрчунсем кӗшӗлтетеҫҫӗ, вӗтти те, шултӑри те — имӗ-сумӗ те ҫук; 26. унта карапсем ишсе ҫӳреҫҫӗ, унта — Эсӗ тинӗсре вылямашкӑн пултарнӑ ҫав левиафан та.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Анчах халӗ Эсӗ ӑна тӗртсе ятӑн, кӗҫӗне хӑвартӑн, Хӑвӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннуна ҫилленсе ҫитрӗн; 40. Хӑвӑн чурупа хывнӑ халала уямарӑн, унӑн пуҫкӑшӑльне ҫӗре пӑрахрӑн; 41. унӑн хӳмисене йӑлтах ишсе антартӑн, тӗреклетнӗ хулисене ишӗлчӗк купи туса хӑвартӑн.
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Кунӑмсем хыпарҫӑран та хӑвӑртрах чупаҫҫӗ, иртеҫҫӗ ҫапла, ыррине курмаҫҫӗ, 26. ҫӑмӑл кимӗ ишсе иртнӗ пек ыткӑнаҫҫӗ, ӑмӑрткайӑк тупӑш ҫине вӗҫсе аннӑ пек вирхӗнеҫҫӗ.
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.