Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пилат иудейсене каланӑ: акӑ сирӗн Патшӑр! тенӗ.
Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Шӑпах ҫав Каиафа ӗнтӗ иудейсене «халӑхшӑн пӗр ҫын пӗтни аванрах пулӗ» тесе канаш панӑ пулнӑ.14. Это был Каиафа, который подал совет Иудеям, что лучше одному человеку умереть за народ.
Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кайран эсир Мана шырама пуҫлӑр, халӗ Эпӗ сире иудейсене каланинех калатӑп: эсир Эпӗ каякан ҫӗре ҫитеймӗр.
Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйне ӗненнӗ иудейсене каланӑ: эсир, Ман сӑмахӑма тытса тӑрсан, чӑнах Манӑн вӗренекенӗмсем пулатӑр; 32. вара чӑнлӑха пӗлӗр, чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ, тенӗ.
Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл пире, суя тӗнлисемпе иудейсене, пӗрлештерчӗ, икӗ халӑхран пӗр халӑх турӗ, вӗсене уйӑрса тӑракан хӳмене аркатрӗ, 15. саккун хушнине Хӑйӗн вилӗмӗпе пӑрахӑҫа кӑларчӗ, Хӑйӗнче иккӗшӗнчен пӗр ҫӗнелнӗ ҫын туса, тӑнӑҫлӑх парса, 16. тӑшманлӑха хӗрес ҫинче пӗтерсе хӗрес асапӗпе иккӗшне те пӗр Ӳт урлӑ Турӑпа килӗштерчӗ.
Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Иудейсене те, эллинсене те, Туррӑн ӗненекен ушкӑнне те улталанмалла ан тӑвӑр; 33. эпӗ те пурне те пур тӗлӗшрен те юрама тӑрӑшатӑп; хамшӑн ырӑлӑх шырамастӑп, нумайӑшне усӑ парасчӗ, нумайӑшӗ ҫӑлӑнччӑр тесе тӑрӑшатӑп.
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпӗ, хам ирӗклӗ пулсассӑн та, ӗненекенсен йышӗ ӳстӗр тесе пуриншӗн те чура пек пултӑм: 20. иудейсене хам енне ҫавӑрас тесе вӗсемшӗн эпӗ иудей пек пултӑм; саккуна пӑхӑнакансене хам енне ҫавӑрас тесе (хам саккуна пӑхӑнмастӑп пулин те) вӗсемшӗн эпӗ саккуна пӑхӑнакан пек пултӑм; 21. саккуна пӗлменнисемшӗн (хам Турӑ саккунне уяса пурӑнатӑп пулин те, Христос саккунне пӑхӑнса пурӑнатӑп пулин те) саккунсӑрри пек пултӑм.
1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Виҫӗ кунран Павел чи паллӑ иудейсене чӗнтерчӗ, лешӗсем пухӑнса ҫитсессӗн, вӗсене ҫапла каларӗ: эй тӑван ҫыннӑмсем! халӑха хирӗҫ е аттемӗрсенӗн йӑлине хирӗҫ эпӗ нимӗн те туман, ҫапах мана Иерусалимра тытса тимӗрлерӗҫ те Рим ҫыннисен аллине пачӗҫ; 18. кусем ӗнтӗ мана сут турӗҫ те, манӑн вилӗме тивӗҫлӗ нимӗнле айӑп та ҫуккине кура, ирӗке те ярасшӑнччӗ, 19. анчах иудейсем хирӗҫ тӑчӗҫ те, манӑн вара кесарь сутне ыйтмалла пулчӗ, эпӗ ҫакна хамӑн халӑхӑма мӗн те пулин тӗлӗшӗпе айӑпласшӑн ыйтман.
Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иудейсене эпӗ нимӗн тӗлӗшпе те усал туман, эсӗ ӑна ху та лайӑх пӗлетӗн; 11. эпӗ айӑплах пулсассӑн, вилӗме тивӗҫлӗ усал ӗҫ тунӑ пулсассӑн, вилӗмрен тармастӑп; вӗсем мана мӗн айӑплани пӗтӗмпе тӗрӗс мар пулсан, мана никам та вӗсен аллине тытса пама пултараймасть.
Ап ӗҫс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Фест, иудейсене юрасшӑн пулса, Павела ҫапла хуравласа каланӑ: эсӗ Иерусалима каясшӑн мар-и, унта сана ҫак ӗҫ тӗлӗшпе ман умӑмра сут тӑвӗҫ, тенӗ.
Ап ӗҫс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем сан ҫинчен вӑл суя тӗнлӗ халӑхсем хушшинче пурӑнакан иудейсене пурне те: «ачӑрсен ӳтне ан кастарӑр, авалхи йӑлапа ан пурӑнӑр» тесе Моисейрен пӑрӑнма вӗрентет тенине илтсе пӗтнӗ.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Лешӗсем ун патне килсе ҫитсессӗн, вӑл вӗсене каларӗ: Асийӑна килнӗ кунранпа эпӗ сирӗн патӑрта мӗнле пурӑннине эсир пӗлетӗр: 19. эпӗ Ҫӳлхуҫашӑн пур тӗлӗшрен те йӑвашшӑн, куҫҫуль юхтарса, иудейсен каварлӑхӗсене пула хӗн-хур тӳссе ӗҫлесе тӑтӑм; 20. эпӗ сирӗншӗн усӑллӑ пулма пултарнине нимӗн те сиктерсе хӑвармарӑм: сире пӗтӗм халӑх умӗнче те, килӗрсенче те вӗрентрӗм; 21. Турӑ умӗнче ҫылӑхран ӳкӗнмеллине, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра ӗненме кирлине иудейсене те, эллинсене те кала-кала кӑтартрӑм.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Аполлос Ахаие кайма шухӑш тытсассӑн, тӑвансем унти вӗренекенсем патне хыпар янӑ, вӗсене ӑна хапӑл тума ӳкӗтленӗ; унта ҫитсессӗн вӑл Турӑ тивлечӗпе ӗненме пуҫланисене нумай пулӑшнӑ, 28. Иисус чӑн Христос иккенне Ҫырури сӑмахсемпе кӑтартса парса, вӑл иудейсене пӗтӗм халӑх умӗнче пӗр чӗнейми тунӑ.
Ап ӗҫс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Павел ҫӑвар та уҫма ӗлкӗреймен-ха, Галлион иудейсене ҫапла каланӑ: эй иудейсем! калаҫу пӗр-пӗр киревсӗр ӗҫ ҫинчен е усал ӗҫ ҫинчен пулсан, манӑн сире итлесе пӑхма сӑлтав пулӗччӗ; 15. анчах та сӑмахсем ҫинчен, ятсем ҫинчен, хӑвӑр саккунӑр ҫинчен тавлашатӑр пулсассӑн, хӑвӑрах татса парӑр, эпӗ ку тӗлӗшпе тӳре пулмастӑп, тенӗ.
Ап ӗҫс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Македонирен Силапа Тимофей ҫитсессӑн вара, Павел, иудейсене вӗрентес ӗҫе пуҫӗпех парӑнса, Иисус ҫинчен Вӑл Христос иккенне уҫҫӑн кӑтарта-кӑтарта панӑ.
Ап ӗҫс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем нумаях пулмасть Италирен килнӗ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Клавдий кесарь иудейсене пурне те Римран тухса кайма хушнӑ.недавно пришедшего из Италии, - потому что Клавдий повелел всем Иудеям удалиться из Рима, -
Ап ӗҫс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Савл ӗнтӗ хӑватлӑланнӑҫемӗн хӑватлӑланса пынӑ, Иисус шӑпах Христос пулнине ҫирӗплетсе парса, вӑл Дамаскра пурӑнакан иудейсене нимӗн чӗнейми тунӑ.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Шӑпах ҫавсем ӗнтӗ иудейсене, чурасене илсе килнӗ пек, тӗрӗсрех каласассӑн, элек сарса айӑпа кӗнӗ ҫынсене илсе килнӗ пек, сӑнчӑрласа, вӑйпах илсе килчӗҫ, вара вӗсене, тӗлли-паллине пӑхса тухмасӑрах, тӗпчесе тӑмасӑрах, скифсен йӑлинче те пулман мелпе хаяррӑн асаплантарса вӗлерсе тӑкасшӑнччӗ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Пирӗн хӑш-пӗр туссем, тӑтӑшах усал шухӑш тытса, патшалӑхӑмӑрта пурӑнакан иудейсене пурне те пӗрле пухса, сутӑнчӑксене тӗп тунӑ пек, нихӑҫан пулманла асаплантарса вӗлерме сӗнетчӗҫ, ӳкӗтлетчӗҫ, 3. тата ҫапла хушса калатчӗҫ: ҫакна тумасассӑн, иудейсем пур халӑха та кураймасӑр тӑнӑран пирӗн патшалӑх ӗҫӗсем нихӑҫан та лайӑхланса йӗркене кӗреймӗҫ, тетчӗҫ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иудейсене пӗтме суннисем, вӗсене ҫӑткӑн вӗҫен кайӑксене апат вырӑнне пӑрахса пама хатӗр тӑнисем, вӗсене хаваспах шута илсе ҫырса тухнисем, халӗ ӗнтӗ намӑсланса, ахлатсах хуйхӑрма пуҫланӑ, вӗсенӗн вут сирпӗтсе тӑнӑ чӑрсӑрлӑхӗ мӑшкӑла юлса сӳнсе ларнӑ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.