Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл лӑпкӑ та итлекен Буланый лашана ҫавӑтса килчӗ; унӑн ҫурӑмӗ ҫине хӑйӗн пир кипкине сарчӗ, кантраран тунӑ урхалӑха ҫиелтен ҫакса ячӗ, вара вӑл Федор Лукича тӑма пулӑшасшӑнччӗ, анчах Федор Лукич, туя ҫине таянса, хӑех тӑчӗ, хӑйӗн шуралнӑ ҫӳҫлӗ, итлеми пулнӑ пуҫне мӑнаҫлӑн тытма тӑрӑшрӗ; лаша патне хӑех пычӗ, пӳрнисемпе ҫилхерен ҫатӑртаттарса тытрӗ, анчах кипке ҫине Евсей пулӑшнипе те улӑхса лараймарӗ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑй тахҫанах пӗлекен пӗчӗк вӑрман ҫывӑхне ҫитсе пынӑ ҫӗртех Федор Лукич кӑкӑрне аллипе ярса тытрӗ, вӑл, чирлӗ чухнехи пек, вӑйсӑрлӑха туйса, утма чарӑнчӗ; урисем хӑйӗн мар пекех такӑнаҫҫӗ, аллисем йывӑрланса ҫитнипе мӗн хушнине итлеми пулчӗҫ, вӗсем туя та тытасшӑн мар; кӑкӑрта йӗплеме пуҫларӗ, йӗпписем нумайланса пыраҫҫӗ, вӗсем пӗр тӗле пухӑнса йӗпленипе питех те ыраттараҫҫӗ; чӗре пӑчӑртанать — ӑна такам хӗскӗчпе ярса илсе, пӗрре хӗстернӗ, тепре пушатнӑ пек туйӑнать…
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Чжан Пэй-цзюнь кӗтсе ывӑнчӗ, туйӑмӗ майӗпенех мӑкала пуҫларӗ, вӑл ӗнтӗ машинасем кӑшкӑртнине те итлеми пулчӗ.Он устал ждать, постепенно напряжение притупилось, и он уже не прислушивался к автомобильным гудкам.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Эпӗ чун-чӗрепеленех тарӑннӑн та ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп — вӑхӑт ҫитет те акӑ, пиртен, патентланнӑ маттурсенчен, сирсе яма ҫукла илӗртӳҫӗсенчен, питӗ чаплӑ вӗҫкӗн-куштансенчен, хӗрарӑмсем вӑтанса йӗрӗнме пуҫлӗҫ, юлашкинчен салтаксем те итлеми пулса тӑрӗҫ.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хавхаланманни те сехре хӑпни пур ҫӗрте те палӑрать, ҫынсем каланине итлеми пулчӗҫ, ӳкӗнӗҫ те ӳпкелешӳ, мӑкӑртатасси тапранчӗ — ҫак пӑтраштарса ярать те халӑха.
XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах ҫак сӑмах тӗлне ҫитсен, Марья Алексевна итлеми пулчӗ:Но на этом слове Марья Алексевна уже прекратила свое слушание:
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Совет влаҫӗ хушнисене те итлеми пултӑр-им?
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӳрнисем ӑна итлеми пулнӑ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӗне сума йывӑр ӗнтӗ мана: пӳрнесем итлеми пулчӗҫ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пурнӑҫа йӗркелӗх кирли ҫинчен шухӑша кайнӑскер, вӑ эпӗ калаҫнине итлеми пулчӗ.Поглощенный думами о необходимости в жизни порядка, он не слушал моих речей.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
— Сан ватӑ шуйттану мана пачах итлеми пулчӗ: ҫырткаламалли ыйтатӑп — ҫук, эрех ыйтатӑп — эрех те памарӗ.— И твой старый черт совсем от рук отбился: спрашиваю закусить — нету, водки — и той не дал.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
…Чи кансӗрри вӑл куҫа хуптаракан тӗтрепе кӗрешесси ӗнтӗ, — ҫав тӗтрене пулах алӑ та хама итлеми пулчӗ.…Самое трудное было бороться с этим туманом, от которого закрывались глаза, слабели и падали руки.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эп ӑна малалла итлеми пултӑм.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл вара, савӑнса, машинӑпа пӗр-пӗр кӑткӑсрах фигура тума пикенчӗ, анчах ҫавӑнтах хӑйӗн хусканӑвӗсем тӗрӗс маррине, самолёт хӑйне итлеми пулнине сиссе, хӑй ӗмӗчӗ тулайманшӑн чунтан кӳренсе, ҫӗнӗрен тренировка тума тытӑнчӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн пӗтӗм шӑмшакки савӑнса тӑчӗ, вӑл ыранхи кун самолёт хӑйне итлеми пуласси, катастрофа пулма пултарасси ҫинчен шухӑшламарӗ те.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
9. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Иуда арӗсем те, Иерусалим ҫыннисем те хӑйсем хушшинче кавар тунӑ: 10. вӗсем каллех хӑйсен мӑн аслашшӗсем тунӑ йӗркесӗр ӗҫсем еннелле ҫаврӑнчӗҫ, лешӗсем Ман сӑмахӑмсене итлеми пулнӑччӗ те ют турӑсем хыҫҫӑн кайнӑччӗ, вӗсемшӗн ӗҫлесе тӑма тытӑннӑччӗ.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ паян хӑвна мӗн ӳкӗтлесе каланине туса тӑрсассӑн, [Ҫӳлхуҫа Туррун ӳкӗчӗсене итлесессӗн,] Ҫӳлхуҫа Турруна юратса тӑрсассӑн, Унӑн [пӗтӗм] ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене, Унӑн саккунӗсене тытса пурӑнсассӑн, эсӗ чӗрӗ тӑрӑн, хунаса кайӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗрӳ ҫинче пиллӗх парӗ; 17. эхер те санӑн чӗрӳ Турӑран сивӗнсессӗн, эсӗ итлеми пулсассӑн, аташса кайса урӑх турӑсене пуҫҫапма, вӗсене ӗҫлесе тӑма тытӑнсассӑн, 18. сире паянах каласа хуратӑп: эсир пӗтсе ларатӑр, хӑвӑн аллуна илме Иордан урлӑ каҫса каякан ҫӗр ҫинче, [хӑвна Ҫӳлхуҫа Турӑ паракан ҫӗр ҫинче,] чылайччен тытӑнса тӑраймӑр.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.