Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, Тиунов мӗн каланине итлемесӗр, — итлесшӗн те пулмасӑр, — хӑй ӳкӗнни, ӳпкелешни ҫинчен кала-кала нумайччен кӑшкӑрашрӗ; хӗрсе кайсах выляма тытӑннӑскер, вӑл таҫтан, чӗринчи ҫутӑ кӗтесрен, хӑйӗн вӑййипе хӑй киленсе савӑнать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вӑл кирпӗч урайне выртнӑ та, никама хирӗҫ чӗнмесӗр, никам йӑпатнине итлемесӗр чӑмӑрӗсемпе урайне шакканӑ, куҫҫульне юхтарса йӗнӗ.
Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.
Кӳршӗ хӗрӗсем мӑкӑр-мӑкӑр калаҫнине итлемесӗр, вӑл хӑйӗн аллине ҫак юланутҫӑ пулса ҫуралнӑ кукӑр ураллӑ теветкел салтака савӑнсах тӑсса панӑ.
IV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫакан пек ӗненмелле мар каланине итлемесӗр Джемма хӑйне калаҫма никам та чарман пек пулса: — Ҫапла ӗнтӗ, Доминикинӑна мӗнле пулӑшмалли ҫинчен шухӑшламалла… Мӗн пулчӗ Кэтти? Кам та пулин килчӗ-и? Эпӗ пушӑ мар, — терӗ.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ҫав ӗҫе хутшӑнма эпӗ никама итлемесӗр, хам тӗллӗн килӗшрӗм.Я пришла к своему решению вполне самостоятельно, дав себе время обдумать все предприятие.
IX // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Ырӑ пике, арестлейӗ ҫынпа ют ҫӗршыв чӗлхипе калаҫма юрамасть, — тесе пулчӗ ун сӑмахне офицер, анчах Джули, офицер сӑмахне итлемесӗр, ҫаплах акӑлчанла каласа ятлаҫрӗ.
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Эсир мана пачах итлемесӗр тӑма та пултаратӑр…
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ӑна итлеме Алексее йывӑр, анчах вӑл ӑна итлемесӗр тӑма пултараймасть…
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Батманов сӑмахӗ ҫав тери уҫӑмлӑ пулчӗ, начальник кунти ҫынсем ҫинчен каларӗ, ҫавӑнпа та ун сӑмахне итлемесӗр ларма пултараймарӗҫ, унӑн кашни сӑмахнех тӑнласа итлерӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Ҫуралтӑн пулсан пурӑн ӗнтӗ мӗн виличчен, — тенӗ вӑл, анчах Артамонова, ӑна итлемесӗр, малалла каланӑ:— Родился, ну, и живи до смерти, — говорил он, но Артамонов, не слушая его, продолжал:
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Суятӑн, — терӗ вӑл йӗрӗнсе, Никонов пӑшӑлтатнине итлемесӗр.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл аллисене хыҫалалла ярса стена ҫумне таянса тӑчӗ, анчах унӑн ҫав алӑсемпе ҫапса хуҫас, тумтире ҫура-ҫура тӑкас килчӗ; сӑмахсемпе чыхӑнса, куҫҫуль кӑлармасӑр ӗсӗклесе, вӑл хӑйне итлемесӗр тӗлӗнсе кайнӑ упӑшки кӑшкӑрнине илтмесӗр калаҫрӗ, — ҫак ҫуртра вӑл ют ҫын пулни, ӑна никам та юратманни, вӑл кунта тарҫӑ пек пурӑнни ҫинчен каласа ӳпкелешрӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Лена хирӗҫ каланине итлемесӗр, кровать айӗнчи туфлине илет те тухса каять.И, не слушая возражений Лены, берет из-под кровати туфлю и выскальзывает в дверь.
Мишӑн ӗҫӗсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
— Тупата, мистер Стумп, эпӗ пӗртте сире итлемесӗр тӑрас теменччӗ.— Честное слово, мистер Стумп, я вовсе не хотел ослушаться вас.
LVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл хӑйне аяккалла кайма ӳкӗтленине нумайччен итлемесӗр тӑнӑ.
LIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ӑна итлемесӗр тӑраймӑпӑр.
«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.
Вӑл пӗлнӗ, ку — тинӗс кӑшкӑрашни ҫеҫ, анчах вӑл ҫав кӑшкӑрашусене тимлесе итлемесӗр тӳсме пултарайман…Он знал, что это кричит только море, но не мог не прислушиваться невольно к этим крикам…
III // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
Эпӗ нихӑҫан та командовани приказне итлемесӗр тӑманни ҫинчен сире ӗнентерсех калатӑп.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Председатель вара, никама итлемесӗр, хӑнасен хушшинче ҫӳреме пуҫларӗ.
2 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
— Пулмасӑр ара! — терӗ те Сергей, шкул ачисемпе тинӗс хӗррине сад лартма кайни ҫинчен каласа парасшӑн пулчӗ, анчах хӗрача ӑна итлемесӗр малаллах калаҫрӗ:
2 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.