Шырав
Шырав ĕçĕ:
иссоп (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Салтаксем сӗрхе сӑхтарнӑ губкӑна иссоп турачӗ вӗҫне тирсе Унӑн ҫӑварӗ патне илсе пынӑ.Воины, напоив уксусом губку и наложив на иссоп, поднесли к устам Его.
Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӑл хайланӑ ытарӑшсен шучӗ виҫӗ пине ҫитнӗ, юррисем унӑн пин те пилӗк юрӑ пулнӑ; 33. вӑл йывӑҫ-курӑк ҫинчен каланӑ, Ливан кедрӗнчен пуҫласа хӳме ҫинче шӑтса ӳсекен иссоп таранах пӗлнӗ вӑл, выльӑх-чӗрлӗх ҫинчен те, кайӑк-кӗшӗк ҫинчен те, ҫӗлен-калта ҫинчен те, пулӑсем ҫинчен те каланӑ.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Таса мар ҫынна тасатмашкӑн ҫылӑхшӑн ҫунтарнӑ парне кӗлне савӑта хуччӑр та унта чӗрӗ шыв яччӑр; 18. кам та пулин, тасаскер, иссоп илтӗр те ӑна ҫав шывпа йӗпеттӗр, кайран чатӑра, унти пӗтӗм ҫынна, савӑт-сапана сирпӗтсе тухтӑр, [этем] шӑммине е вӗлернӗ ҫынна, е ахаль вилене, е тупӑка сӗртӗннӗ ҫынна та сирпӗттӗр; 19. таса этем таса маррине виҫҫӗмӗш тата ҫиччӗмӗш кунне пӗрӗхтӗр, вара ӑна ҫиччӗмӗш кунӗнче тасатса ҫитерӗ; кайран вӑл хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр, [ӳтне те] шывпа ҫутӑр, вара каҫ тӗлне таса пулӗ.
Йыш 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 2. Ҫӳлхуҫа панӑ саккун йӗрки ҫакӑн пек, тенӗ: Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсем сан патна айӑпсӑр, пӗр кӑлтӑксӑр [тата] хӑмӑт тивмен хӗрлӗ пушмак пӑру илсе пыччӑр; 3. ӑна Елеазар священника парӑр, вӑл ӑна тапӑр тулашне [таса вырӑна] илсе тухтӑр, пӑрӑва ун умӗнче пусчӑр; 4. Елеазар священник унӑн юнӗпе пӳрнине йӗпеттӗр те пуху чатӑрӗн мал енне ҫичӗ хутчен юн сирпӗттӗр, 5. пӑрӑва унӑн куҫӗ умӗнче ҫунтарччӑр: унӑн тирне, ашне, юнне унӑн тасамарлӑхӗпе пӗрле ҫунтарса яччӑр; 6. священник кедр йывӑҫӗ, иссоп тата йӑм хӗрлӗ ҫӑм ҫиппи илтӗр те ҫакна ҫунакан пӑру ҫине пӑрахтӑр; 7. кайран священник хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр, хӑй те шывпа ҫӑвӑнтӑр, вара тапӑра таврӑнтӑр, священник каҫ пуличчен таса мар пулӗ.
Йыш 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Пӳрте тасатмашкӑн вӑл икӗ вӗҫен кайӑк, кедр йывӑҫӗ, йӑм хӗрлӗ ҫип тата иссоп илӗ; 50. пӗр вӗҫен кайӑкне ҫӑл шывӗ тултарнӑ тӑм савӑт тӗлӗнче тытса пусӗ; 51. унтан кедр йывӑҫне, иссопне, йӑм хӗрлӗ ҫиппине, чӗрӗ вӗҫен кайӑкне илӗ те вӗсене пуснӑ вӗҫен кайӑкӑн юнӗпе тата ҫӑл шывӗпе йӗпетӗ, пӳртне ҫичӗ хутчен сирпӗтӗ; 52. пӳрте вара вӗҫен кайӑк юнӗпе, ҫӑл шывӗпе, чӗрӗ вӗҫен кайӑкпа, кедр йывӑҫӗпе, иссоппа тата йӑм хӗрлӗ ҫиппе тасатӗ; 53. чӗрӗ вӗҫен кайӑкне хула тулашне хире кӑларса ярӗ, ҫапла пӳрте тасатӗ, пӳрт таса пулӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. тилҫе чирӗпе чирлӗ ҫынна тасатмалла пулсассӑн, ун тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун акӑ ҫакӑ: ӑна священник патне илсе пырӗҫ; 3. священник тапӑр тулашне тухӗ, тилҫе чирӗпе чирлекен ҫын тилҫе чирӗнчен сывалнине курсассӑн, 4. священник тасалакан ҫын валли икӗ таса чӗрӗ вӗҫен кайӑк, кедр йывӑҫӗ, йӑм хӗрлӗ ҫип, иссоп илсе пыма хушӗ, 5. унтан священник пӗр вӗҫен кайӑкне ҫӑл шывӗ тултарнӑ тӑм савӑт тӗлне тытса пусма хушӗ; 6. хӑй вӑл чӗрӗ вӗҫен кайӑкне, кедр йывӑҫне, йӑм хӗрлӗ ҫиппине, иссопне илӗ, ҫакна тата чӗрӗ вӗҫен кайӑкне ҫӑл шывӗ тӗлне тытса пуснӑ вӗҫен кайӑк юнӗпе йӗпетӗ; 7. унтан тилҫе чирӗнчен тасалакан ҫын ҫине ҫичӗ хутчен юн сирпӗтӗ, вара ҫав ҫынна таса тейӗ, чӗрӗ вӗҫен кайӑкне хире вӗҫтерсе ярӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Моисей Израиль [ывӑлӗсен] пур аслӑ ҫыннине чӗнсе пуҫтарнӑ та вӗсене каланӑ: килӗр-йышӑр тӑрӑх хӑвӑр валли путек суйласа илӗр те пасха пусӑр; 22. пӗр пайӑрка иссоп илсе, ӑна савӑтри юнпа йӗпетӗр те алӑксен урлавӗпе икӗ янахне ҫав савӑтри юнпа сӗрсе тухӑр; ирччен хӑвӑр ҫуртӑр алӑкӗнчен никам та ан тухӑр.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1