Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртнинчи (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Иртнинчи пекех, ку хутӗнче те ӑна хирӗҫ урампа Силпи утса пырать.

Help to translate

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Иртнинчи пекех пуҫламан пачка укҫа имӗш.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ку хутӗнче те, иртнинчи пекех, ҫын йышлӑ унта: вӗсем телефон аппарачӗсем лартса тултарнӑ вӑрӑм сӗтел умӗнчи карлӑк ҫине сӗвенсе тӑраҫҫӗ, канӑҫсӑррӑн уткаласа ҫӳреҫҫӗ, стена ҫумӗнчи пукансем ҫинче лараҫҫӗ.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Паллах, ку иртнинчи юрату сукмакӗ ҫинчи «тумхах» хӗрпе каччӑ кӑмӑлне «ҫурхи вӑйӑри чуччу ярӑнтараймарӗ», анчах ӑна, кӑмӑла, шартах хуҫса та пӑрахаймарӗ, вӑш-вӑш вӑшлаттарса вӗрекен ҫилӗ те вӗсене сивӗтеймерӗ, анӑҫра анакан хӗрлӗ шан пек ӑшӑ хӗвел те халӗ ылтӑннӑн-кӗмӗллӗн йӑлтӑртатакан, вӗсен пӗрлехи пуласлӑх ҫулне яр ҫуттӑн ҫутатакан ырӑ паллӑ пек курӑнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Иртнинчи пекех, кӗҫех кашкӑр мӑнӑш овчарка чупса та ҫитрӗ, Крапивина тапӑнса, тата хытӑрах хамлатрӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хуть мӗнле чавалансан та иртнинчи паянхи пурнӑҫа лайӑхлатса яраймасть, енчен те эсир ун йышши шутлатӑр.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи: паянхи кун // Аскольд Де Герсо. https://chuvash.org/blogs/comments/4738.html

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed