Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Ҫакӑ пӗтӗмпе ӗмӗлке пек, хӑвӑрт сӳнекен сас-хура пек ҫухалчӗ. 10. Хумханакан шыв ҫийӗн карап иртсе кайсассӑн, ӗнтӗ хумсем хушшинче унӑн йӗрне те, унӑн тӗпӗ хӑварнӑ ҫула та тупаймӑн; 11. сывлӑшра вӗҫсе иртекен кайӑк хыҫҫӑн та унӑн ҫулӗн нимӗнле палли те юлмасть, кайӑкӗ хӑвӑрт вӗҫсе пынӑран ҫуначӗ сывлӑша ҫурса пырать, сывлӑшӗ варкӑшса юлать, кайӑкӗ вӗҫсе иртрӗ — сывлӑшра пӗр паллӑ та юлмарӗ; 12. е тата — тӗллесе янӑ ҫӗмрен те ҫавӑн пекех: вӑл ҫурса иртекен сывлӑш ҫийӗнчех каялла пӗрлешет те — ҫӗмрен ӑҫтан вӗҫсе иртнине те пӗлейместӗн; 13. ҫавӑн пекех эпир те ҫуралнӑ та — вилнӗ, ырӑ ӗҫӗн пӗр паллине те кӑтартаймарӑмӑр, хамӑрӑн усаллӑхпах хӑрӑнтӑмӑр» тейӗҫ.
Ӑсл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗрисем — ӗҫлеҫҫӗ, темскер ҫӗлеҫҫӗ е, конторкӑсем ҫине пуҫӗсене пӗксе, темскер шутлаҫҫӗ; теприсем, кашни самантрах куҫ умӗнчен чупса иртекен вагонсене пӑхса, чӳрече умӗнче ним ӗҫсӗрех лараҫҫӗ е чӳрече ани ҫинче кӑкӑрпа таянса выртаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Кун хыҫҫӑн эпӗ вырӑс литераторӗсен пурнӑҫне хупах пӗтерсе хуни ҫинчен, йывӑр ӗҫре иртекен пурнӑҫра пӗртен-пӗр йӑпанӑҫ паракан эрехпе вилнӗ пысӑк та тӳрӗ кӑмӑллӑ талантсем ҫинчен каларӑм.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Тӳпери ҫӑра сӑрӑ пӗлӗт те, кӗскен-кӗскен ҫуса иртекен ҫумӑр та, уйра чавкасем ним йӗркесӗр чакӑлтатни те, Петька кунтӑксем авса, йӳнӗ хакпах сутнипе нимӗнле тупӑш та пулмасть текелесе нӑйӑлтатса пыни те савӑнтараймасть ӑна паян.
25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак улшӑнусем унӑн час-часах та кӗтмен ҫӗртен пулса иртекен ӗҫсем урлӑ палӑра пуҫларӗҫ.Оно стало заметно только по обильным, неожиданным и бесконечным последствиям.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗншӗн кӑна итлемерӗм эпӗ ҫавӑн чух чӗрен тӗтреллӗ туртӑмне, хӑйӗн хӑвӑрттӑн пулса иртекен вӑрттӑн сисчӗвлӗхӗсем тӗлӗшпе — пӗр иккӗленмесӗрех ӗненетӗп куна эп халӗ! — нихӑҫан та йӑнӑшмасть-ҫке вӑл.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӑл пулса иртекен ӗҫсен тӗрӗс пӗлтерӗшне час-часах тӗрӗс ӑнлантарса ун патне тӳррӗн илсе пырать.Она тотчас видит прямой смысл события и подходит к нему по прямой дороге.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Пӗр юрату ҫеҫ мар вӗт, пӗтӗм пурнӑҫ ҫапла… — сасартӑк пырса кӗчӗ ун пуҫне. — Тата кашни пулса иртекен ӗҫех йӑнӑш вырӑнне хурса тӗртсе ярсан, хӑҫан йӑнӑш марри пулать?
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ урӑхла юрататӑп, — терӗ Ольга, ҫурӑмӗпе сак ҫине тайӑнса тата хӑвӑрттӑн шуса иртекен пӗлӗтсем ҫине пӑхкаласа.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Андрей тӑтӑшах, ӗҫрен е чаплӑ ҫынсен ушкӑнӗнчен уйрӑлса, вечертан е балран тухса кайса, Обломовӑн сарлака диванӗ ҫинче ларма, кахаллӑн иртекен калаҫура хӑйӗн пӑлханнӑ е ывӑннӑ чӗринчи йывӑрлӑха сирсе яма, лӑплантарма ун патне пынӑ, вара яланах, тӗлӗнмелле чаплӑ залӑран тӑван килне таврӑннӑ пек е кӑнтӑр ҫанталӑкӗн илемӗнчен уйрӑлса хӑй ача чухнехи выляса-кулнӑ хурӑн ращине таврӑннӑ ҫын пек, чуна лӑплантаракан туйӑма сиснӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫав сӑнарсенче чаплӑ вӑхӑтсен, ҫапӑҫусен, ятсен историйӗсене курать; ӗлӗк-авалхи ҫинчен ҫырнӑ повеҫе вулать; ашшӗ чӗлӗм туртнӑ май суркаласа, Саксонири тутлӑ кӑшманпа ҫӗрулми хушшинче, пасарпа хула хушшинче иртекен пурнӑҫ ҫинчен каласа пани пеккисене мар…
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Малтанах карчӑксем ялта кам мӗнле пурӑннине, кам мӗн тунине пӗтӗмпех суйласа тухаҫҫӗ; вӗсем ҫемьери йӑласемпе йӗркесене, вӑрттӑн пулса иртекен ӗҫсепе ҫеҫ мар, кашнин ӑшӗнчи шухӑшӗсемпе ӗмӗчӗсене те тишкереҫҫӗ, чунӗсене кӗреҫҫӗ, ятлаҫҫӗ, тивӗҫсӗррисене хурлаҫҫӗ, пуринчен ытларах шанчӑксӑр упӑшкасене лекет, унтан тӗрлӗрен пулса иртнӗ ӗҫсене: менельниксене, тӗне кӗртнисене, ача ҫуратнисене, кам мӗнле хӑна тунине, кама чӗннине, кама чӗнменнине шутласа тухаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кунта вӗсен пӗтӗм пурнӑҫӗпе науки, кунта вӗсен пӗтӗм хуйхи-суйхипе савӑнӑҫӗ; ҫавӑнпа та вӗсем ытти кирек мӗнле ӗҫпе чӑрмавран парӑнаҫҫӗ, урӑхла савӑнӑҫа пӗлмеҫҫӗ; вӗсен пурнӑҫӗ ҫак тӗпре тӑракан, пурпӗрех пулса иртекен япаласемпе ҫеҫ ҫыхӑнса тӑрать, вӗсен ӑсӗпе чӗринче те ҫав япаласем кӑна.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, ача сӑмахсене те аран-аран кӑна каланӑ пулӗ-ха, тен, пачах та калама пултарайман пулӗ, утайман та пулӗ, пур япаласем ҫине те, ҫитӗнсе ҫитнисем каланӑ пек, айванла, тӗлӗнса кайса, ачалла пӑхнӑ пулӗ, вӑл ун чухнех хӑй таврашӗнче пулса иртекен япаласен пӗлтерӗшне тата вӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑнине ӑнланнӑ пулӗ, анчах ун ҫинчен хайне те, ыттисене те шарламан.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗррехинче тата ял хӗрринчи канавра, кӗпер патӗнче, пӗр ҫынна тупнӑ, ку вӑл ял витӗр хулана иртекен эртельтен юлнӑскер пулнӑ пулас.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫавӑнпа кунти хаҫатсем тинӗсре пулса иртекен ӗҫ-пуҫпа интересленсех тӑраҫҫӗ.Здесь газеты проявляют повышенный интерес ко всяким морским происшествиям.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Унӑн ҫулсерен иртекен ларӑвӗсене нумай-нумай ҫӗршывсенчи карап ӑстисем пуҫтарӑннӑ.На его годичные заседания съезжались кораблестроители всего мира.
Вунпиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Теорие вӗрентнӗ вӑхӑтрах тинӗсре пулса иртекен тӗрлӗ тӗслӗхсене илсе кӑтартмалла, ҫав тӗслӗхсемпе пӗтӗмлетӳсем тумалла тесе шутланӑ.
Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Крылова физикӑпа иртекен лекцисем питӗ килӗшнӗ.
Вунмккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑл халӗ каҫ пулсан, чӗнмесӗр, салху ларать, тӗнчере пулса иртекен ӗҫсем ҫинчен мӗн шухӑшламаллине те пӗлмест.
XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949