Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирпе (тĕпĕ: ир) more information about the word form can be found here.
«Пирӗн атте-анне ҫул ҫинче инкек пуласран ан пӑшӑрхантӑр тетпӗр эпир ирпе шкула тухса кайсан, каялла таврӑннӑ чухне. Хисеплӗ водитель, сана та килте ҫывӑх ҫынсем кӗтнине ан ман», - ҫакӑн евӗрлӗ ҫырнӑ акцие хутшӑнакансем водителе адресланӑ ҫырура.

Help to translate

Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн // К.ПУДРИКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9098-ul-j-r- ... -rl-khsh-n

Ирпе ирех фермӑра мӑшӑр — ирхи сӑвӑмра.

Help to translate

Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe

Кунтан Юмансар хӗрӗсемпе каччисем яланлӑхах тухса кайсассӑн ирпе те каҫпа кам хитре юрӑсем юрласа мухтӗ сана?

Help to translate

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ирпе ирех ӗҫлеме тухатпӑр та каҫхине 11 сехетре ӗҫ пӗтерсе кӗретпӗр. тепӗр икӗ сехетрен каллех ӗҫлеме тухмалла.

Help to translate

Иртнине манма ирӗк ҫук // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b8%d1% ... %83%d0%ba/

— Ахтупай, сана мӑрса ыран ирпе ирех тӗкӗрҫӗсен ушкӑнне пыма хушрӗ, — терӗ вӑл ҫӗлӗкне хул хушшине пӗтӗркелесе чиксе.

Help to translate

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр кун ирпе, тул ҫуталас умӗн, Эльгеевпа Ефремов Шупашкаралла ҫул тытрӗҫ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тепӗр ирпе вӑл, диагнозне тӗрӗслесе пӑхас тесе, ун чӗрине касса пӑхрӗ, анчах унта нимле кӑлтӑк та асӑрхамарӗ.

Help to translate

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ирпе пӗрле апатланнӑ хыҫҫӑн Павӑл хӑй савнине вӑрлӑх тӗрӗслекен станци тӗлне ҫитерсе ячӗ, лаборатори пӳлӗмӗсене те кӗрсе курчӗ.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тепӗр ирпе Павӑл ҫӑвӑнма пахчана тухайнӑччӗ — Иван Петухов пырса кӗчӗ, аллинче пулӑ тытмалли хатӗрсем.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ваҫлей пиччӗшӗ Павлуша ҫӗр выртмасӑр ярасшӑн марччӗ, анчах тепӗр ирпе ун клиникӑра пулмаллине шута илсе, касхи пуйӑспа кайма ирӗк пачӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Телеграммине паян ирпе кӑна илтӗм, ҫавӑнпа вӑхӑтра ӗлкӗреймерӗм, — инкӗшӗнчен каҫару ыйтрӗ Павӑл.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ирпе куҫ хупанкисем пӳрленсе лараҫҫӗ тет.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хусана ирпе ҫитрӗ Эльгеев.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тепӗр ирпе, кун сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлем-ха тесе, палатӑна кӗрейнӗччӗ — австриец мана хирӗҫ чупса пычӗ:

Help to translate

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Паян ирпе вара Ульянинсен горничнӑйӗ пулнӑ хӗрарӑм патне кайса килтӗм.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Евӑпа пӗрле ӗҫлесе ларни ҫинчен, вӑхӑта сисмесӗр хӗр патӗнче тул ҫутӑличченех ларни ҫинчен, хваттере ирпе таврӑнма лайӑхмарланнӑ пирки шкул пахчине кайса выртни ҫинчен — пурне те пӗр пытармасӑр каласа пачӗ Эльгеев.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ыран ирпе Матильда сӗт тупса килет.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ирпе сӗт сутакан хӗрарӑм кантӑкран шаккаканччӗ — вӑл та килмерӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ирпе кайӑн.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Арҫури» сӑввине илтнисем, ҫамрӑкраххисем, «Ирпе тухать Хӗветӗр — эсир ӑна пӗлетӗр» тесе, Хӗветӗртен тӑрӑхласа та кулкаланӑ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed