Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

инфекциллӗ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Сӑмахран, иртнӗ ҫул республикӑра диспансеризаци вӑхӑтӗнче 41 пин ытла ҫыннӑн тӗрлӗ чирне тупса палӑртнӑ, вӗсенчен 23688-ӗшӗн вӑраха кайнӑ инфекциллӗ мар чир, 489-ӗшӗн усал шыҫӑ пулнӑ.

Help to translate

Чир-чӗр ҫулне пӳлет // Э.КУЗНЕЦОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %b5%d1%82/

Диспансеризаци 2 тапхӑрта иртет: I тапхӑр (скрининг) пациентсен хроникӑллӑ инфекциллӗ пулман чирсен паллисене, вӗсене аталану хӑрушӑ факторӗсен, наркотик хатӗрӗсемпе тата психотроплӑ япаласемпе усӑ курнин факторӗсене тупса палӑртас тӗллевпе врач паллисемсӗр кӑна ирттереҫҫӗ; II тапхӑра диагноза тӗрӗс палӑртма хушма тӗрӗслевсем ирттермешкӗн медицина кӑтартӑвӗсем уҫӑмласан ирттереҫҫӗ.

Help to translate

Профилактика — лайӑх сывлӑх никӗсӗ! // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... syvlx-niks

Чирлес умӗн юлашки 2 ҫулта пӑруланӑ ӗнесене, кӗтӳри пур инфекциллӗ выльӑхсене те тупса палӑртмалла.

Help to translate

Ӗне урни // А.СИДОРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/e%d0%bd%d0% ... %bd%d0%b8/

Ку чухне (выльӑха инфекциллӗ апатпа тӑрантарнӑ) регистраци ҫинчен калакан кӑтартусене тӗпе хурса чирлӗ ӗнесен йӑхне тупса палӑртмалла.

Help to translate

Ӗне урни // А.СИДОРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/e%d0%bd%d0% ... %bd%d0%b8/

Чукчасен организмӗнче инфекциллӗ чирсене хирӗҫ тӑракан иммунитет ҫук, ҫавӑнпа вӗсен хушшинче грипп эпидемийӗ те пысӑк инкек кӳме пултарать: тепӗр ҫӗрте чума е холера бациллисем кӑна кӳме пултараҫҫӗ ун пек инкеке.

У чукчей нет естественного иммунитета против инфекционных заболеваний, поэтому даже эпидемия гриппа у них может вызвать такие последствия, которые в другом месте могут вызвать только бациллы чумы или холеры.

Хура хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Инфекциллӗ чирсемпе (ОРЗ) 71,7 проценчӗ чирленӗ.

Инфекционными заболеваниями (ОРЗ) заболели 71,7 процента.

Прививка тутарни чиртен хӳтӗлет // О. ТАКМАКОВА. «Авангард», 2020.12.11

Кӑҫалхи 11 уйӑхра районта ҫынсем инфекциллӗ тата паразитлӑ чирсемпе чирленӗ 3485 тӗслӗх пулнӑ.

За 11 месяцев текущего года в районе было выявлено 3485 случаев заражения людей инфекционными и паразитарными заболеваниями.

Прививка тутарни чиртен хӳтӗлет // О. ТАКМАКОВА. «Авангард», 2020.12.11

Суран урлӑ е инфекциллӗ кӑшлакан чӗрчун ҫыртсан та чирлеме пулать.

Help to translate

Геморраги сивчирӗнчен асӑрханӑр // Алина ЛУКИЯНОВА. Сывлӑх, 2015.06.03

ВИЧ инфекциллӗ ҫынсенчен хӑраса шарт! сикмелле мар.

Не нужно пренебрегать ВИЧ-инфекционными.

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed