Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах тӑнлӑхӗ, харпӑр хӑйне сыхлас инстинкчӗ те ӑна пачах хӑварман иккен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑл пултарулӑх инстинкчӗ вӑранса ҫӗкленнӗ чухнехилле.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫав вӑхӑтра слонсем шыв ҫукран ҫав тери касӑхса ҫитнипе тертленеҫҫӗ, тепӗр темиҫе кунран вӗсенчен хӑрушлӑх инстинкчӗ хӑпать.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Анчах халӗ, вӑл «Фелицата» ҫине пӑхнӑ вӑхӑтра, ҫак сӑлтав уншӑн хӑйӗншӗн те уҫӑмлах мар-ха, ун пирки вӑл хӑйӗн тӗлӗнмелле инстинкчӗ кӑтартса пынипе каларӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Ку пӗтӗмпех — хӗрарӑм инстинкчӗ, — пӗтӗмлетрӗ Нок, — арҫыншӑн пачах ют кӑмӑл-туйӑмран.Это все инстинкт пола, — решил Нок, — бессознательное к мужчине.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Аян хӑй итлев пулса тӑчӗ, унӑн инстинкчӗ — куҫӗсем, вӑл хыпашла-хыпашла кӗрешет.Аян превратился в слух, инстинкт стал зрением, борьба шла ощупью.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ватӑраххисем, чӗлӗмӗсене паклаттара-паклаттара тата суркала-суркала, револьверӗсене кӑларчӗҫ: вӗсенче опытлӑх — тискер кайӑксен тӗлӗкре те асӑрханулӑх пирки аса илтерекен авалхи инстинкчӗ — пӑшӑлтатать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Эпӗ ҫынсене вӗсен инстинкчӗ тата пурӑнӑҫри кичемлӗхӗ хӑваласа кӗртнӗ ҫак шӑтӑксенче ухмахла сӑмахсенчен юратӑвӑн пӑлханӑвӗсемпе асапӗсем ҫинчен чӗрене пырса тивекен юрӑсем хунине, «вӗреннӗ ҫынсен» пурӑнӑҫӗ ҫинчен киревсӗр легендӑсем епле пулса тухнине, ӑнланмалла мар япаласем ҫине мӑшкӑларах, тӑшманла пӑхасси епле пуҫланса кайнине сӑнарӑм, «чуна лӑплантармалли ҫуртсем» манӑн юлташсем питех те хаяр, ҫилӗллӗ пӗлӳсем илсе тухакан университетсем пулса тӑнине куртӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ӑна вилӗмпе кӗрешекен пурнӑҫ инстинкчӗ ҫеҫ малалла хӑваларӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Хӑйӗн теорисенчен пӗринче вӑл: этемлӗхӗн пур тивӗҫлӗхӗ те ҫынра ҫиелтен ҫеҫ курӑнса тӑрать, тӗрӗссипе ҫав тивӗҫлӗх тискер кайӑксен инстинкчӗ, тесе ӗнентерме тӑрӑшать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫакна вӑл ирӗксӗр ҫӗртен, харпӑр хӑй пурнӑҫне сыхлас инстинкчӗ тӗртсе янипе турӗ; вара вӑл, кӗпӗрленсе утакан юлташӗсем хушшине хӗсӗннӗскер, кашни этемрех пурнӑҫ хӑвачӗ мӗнешкел вӑйлӑ та ҫирӗп пулнинчен тӗлӗнсе, Анна вилнӗренпе пӗрремӗш хут тутине ҫилӗллӗн пӗрӗнтерсе, кулса илчӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Халичченхи пек мар сасӑпа ыйтнӑран, темле тӗтреллӗ асӑрханулӑх инстинкчӗ Ромашова суйма хистерӗ, вара вӑл: — Ҫук, пач та час мар, — тавӑрчӗ тирпейсӗртереххӗн.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
- 1