Шырав
Шырав ĕçĕ:
24. Унтан хӑй умӗнче тӑракансене каланӑ: «унран минӑна илӗр те вунӑ минӑллине парӑр» тенӗ.24. И сказал предстоящим: возьмите у него мину и дайте имеющему десять мин.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Укҫа енчӗкӗ те, хутаҫ та, ура сырри те ан илӗр, ҫул ҫинче чарӑнса никампа та калаҫса ан тӑрӑр.4. Не берите ни мешка, ни сумы, ни обуви, и никого на дороге не приветствуйте.
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл вӗсене каланӑ: ҫул ҫине нимӗн те — туя та, хутаҫ та, ҫӑкӑр та, кӗмӗл те — ан илӗр, тумтир те икшер ан пултӑр; 4. пӗр ҫурта кӗрсен ҫавӑнтах тӑрӑр, кайнӑ чухне ҫавӑнтанах тухса кайӑр.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл вӗсене каланӑ: хӑвӑра илме хушнинчен ытлашши нимӗн те ан илӗр, тенӗ.13. Он отвечал им: ничего не требуйте более определенного вам.
Лк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑра илсе пилленӗ те ӑна вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса каланӑ: илӗр, ҫийӗр; ку — Манӑн Ӳтӗм, тенӗ.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эсир смоква йывӑҫӗнчен ӑнкарса илӗр: унӑн турачӗсем ҫемҫелсе ҫулҫӑ кӑлара пуҫласан, эсир ҫу ҫывӑхарнине пӗлетӗр.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унтан пӗтӗм халӑха чӗнсе илсе каланӑ: Мана пурсӑр та итлӗр те ӑнланса илӗр: 15. ҫынна тулашӗнчен кӗрекенни нимӗн те ирсӗрлетме пултараймасть; ҫынна ҫын ӑшӗнчен тухаканни ирсӗрлетет.
Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑр илсе пилленӗ те ӑна вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса каланӑ: илӗр, ҫийӗр: ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм, тенӗ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хуҫи ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «эй усал та кахал чура! эпӗ акман ҫӗрте вырнине, сӑвӑрман ҫӗрте пуҫтарнине пӗле тӑркач 27. санӑн ман кӗмӗле суту-илӳ тӑвакансене памаллаччӗ, киле таврӑнсассӑн эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм; 28. ӗнтӗ таланта унран илӗр те вунӑ талантлине парӑр: 29. камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн хушӑнсах пырӗ, камӑн ҫук, унран мӗн пуррине те туртса илӗҫ; 30. юрӑхсӑр чурана тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта ӗнтӗ кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни илтӗнсе тӑрӗ» тенӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Эсир смоква йывӑҫӗнчен чухласа илӗр: унӑн турачӗсем ҫемҫелсе ҫулҫӑ кӑлара пуҫласан, эсир ҫу ҫывӑххине пӗлетӗр; 33. ҫавӑн пек эсир те, мӗн калани пурӑнӑҫланнине курсассӑн, пӗлсех тӑрӑр: ҫывӑхрах, алӑк умӗнчех.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Унтан Иисус халӑха чӗнсе илсе каланӑ: итлӗр те ӑнланса илӗр: 11. ҫынна ҫӑвара кӗрекенни ирсӗрлентермест, ҫӑвартан тухаканни ирсӗрлентерет, тенӗ.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑвӑр валли пиҫиххийӗр ҫумне ылтӑн та, кӗмӗл те, пӑхӑр та ан чикӗр, 10. ҫул ҫине хутаҫ та, улӑштармалли тумтир те, ура сырри те, туя та ан илӗр: ӗҫлекене тӑрантарӗҫ.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ун чухне вара Ҫӳлти Турӑ чӗрӗлсе тӑнӑ халӑхсене ҫапла калӗ: «пӑхӑр та хӑвӑр кама йышӑнманнине, камӑншӑн ӗҫлеменнине, камӑн ӳкӗчӗсене уяманнине ӑнланса илӗр. 38. Хӑвӑр ума, унтан хирӗҫҫине пӑхӑр: унта — ырӑлӑх та канӑҫлӑх, кунта — вут-ҫулӑм та асап».
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫӳлхуҫа шанса панӑ парнене илӗр — савӑнӑр, уншӑн хӑвӑра Ҫӳлти Патшалӑха Чӗннине тав тӑвӑр.37. Вверенный дар приимите, и наслаждайтесь, благодаря Того, Кто призвал вас в небесное царство.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пырӑр та илӗр; кунсен шучӗ, асап шучӗ кӗскелтӗр тесе ыйтӑр.13. Идите и получите; просите себе дней малых, дабы они не замедлили.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫапла ӗнтӗ ку ҫырӑва ҫырса илӗр те Ионафана парӑр, вӑл ӑна хӑйсен таса тӑвӗ ҫинче паллӑ ҫӗрте усратӑр» тенӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Аттемӗрсен хӑйсем пурӑннӑ вӑхӑтра тунӑ ӗҫӗсене астуса тӑрӑр, вара хӑвӑр та аслӑ мухтав, ӗмӗрлӗх ят илӗр.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Инҫетрен килӗҫ те Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тума хутшӑнӗҫ, эсир вара Саваоф Ҫӳлхуҫа мана сирӗн патӑра янине пӗлсе илӗр, ку вӑл эсир Ҫӳлхуҫа Туррӑр сассине тимлесе итлесессӗн пулӗ.
Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вара Эпӗ Израиль хушшинче пулнине, Эпӗ хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр иккенне, урӑххи ҫуккине, Манӑн халӑхӑм ӗмӗрне те намӑса юлас ҫуккине ӑнланса илӗр.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑвӑрпа пӗрле кӗлӗ сӑмахӗсене илӗр те Турӑ енне ҫаврӑнса калӑр: «пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене каҫар, ыррине, пирӗн чӗлхе-ҫӑварӑмӑр халӗ мӗн каланине, парне вырӑнне йышӑн. 4. Ассур текех ҫӑлас ҫук пире; ут утланмӑпӑр, аллӑмӑрпа тунӑ япаласене урӑх «пирӗн турӑсем кусем» тесе каламӑпӑр, мӗншӗн тесен Эсӗ тӑлӑхсене хӗрхенетӗн» тейӗр.
Ос 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.