Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтӗнсе (тĕпĕ: илтӗн) more information about the word form can be found here.
Ҫапла хашкани ӑмӑрту тӑршшӗпех илтӗнсе тӑчӗ.

Help to translate

Вӗренӳре ӑсталӑх туптанать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=DA0H-ybL5_c

Чылай чухне вӗсем чӑрр!.. чӑр!.. — тесе сыпӑкӑн-сыпӑкӑн чӑрлатаканччӗ, халь апла мар, пӗр вӗҫӗмсӗр: чӑр-р-р… — туни кӑна илтӗнсе тӑрать.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫаран ҫинче лапкӑшпех шӑрчӑксем чӑрлатни илтӗнсе тӑчӗ, вӗсен сасси пӗр саманта та татӑлмарӗ.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

…Шкул чӳречисенчен тухакан шӑв-шав, эпир аяккалла кайнӑ май, ерипентерех илтӗнсе пычӗ, хула хӗррине ҫитсен (унта икҫӗр-виҫҫӗр утӑм ҫеҫ пулать) — пачах та илтӗнми пулчӗ.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Сасартӑк ҫывӑхрах калама ҫук ҫамрӑк та илемлӗ сасӑпа юрлани илтӗнсе кайрӗ.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Хӑлхара ҫаплах шӑпчӑксем янӑравлӑ юрлани илтӗнсе тӑчӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пур кӗтесре те, лапкӑшӗпе, пӗтӗм вӑрманӗпе тем тӗрлӗ чӗвӗлтетни, чӑп-чӑп! тутарни тӗлӗнмелле уҫҫӑн илтӗнсе тӑчӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫийӗнчен тата ун пек произведенисем вулакансен кӑмӑлне тивӗҫтерейместчӗҫ, мӗншӗн тесен унта машина шавӗ кӑна илтӗнсе тӑратчӗ, рабочин кулленхи пурнӑҫӗ, интересӗсем, кӑмӑл туйӑмӗ вара ытлах курӑнмастчӗҫ.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Тапхӑр-тапхӑр лаша тулхӑрни, кустӑрмисем пӗр тикӗссӗн кӑлтӑртатса ҫаврӑнни, турта пуҫӗпе пӗкке хырса хӑмӑт пӑявӗ чӗриклетни темле асамлӑ кӗвӗ пек илтӗнсе чун-чӗрене килентереҫҫӗ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Трах! — харӑссӑн пӑшал пени илтӗнсе кайрӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Трах! — пӑшал сасси илтӗнсе кайрӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ирҫесемпе тутарсем килеҫҫӗ! — илтӗнсе кайрӗ темиҫе ҫын сасси.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хӑшместер тыткӑнри салтак пуҫне касрӗ! — такам кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр тарӑн вар урлӑ каҫнӑ чухне хыҫалта сасартӑк шавлани, унтан такам тискеррӗн ахлатни илтӗнсе кайрӗ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Утӑрья!» тени илтӗнсе кайрӗ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ним сас та ан ту! — илтӗнсе кайрӗ ҫилӗллӗ сасӑ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк автан сасси илтӗнсе кайрӗ:

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк ҫывӑхри вӑрман енче ут ури сасси илтӗнсе кайрӗ.

Help to translate

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара кайьенче сиккипе килекен ут ури сасси илтӗнсе кайрӗ.

Help to translate

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрпе каччӑ тӑракан ҫӗртен инҫех те мар сасартӑк ҫепӗҫ сасӑ илтӗнсе кайрӗ.

Help to translate

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed